Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурхи (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Призыв комиссийӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май ҫар ӗҫ комиссарӗ ҫурхи призывра салтак аттине тӑхӑнакан яш-кӗрӗм Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен чаҫӗсемпе пӗрлешӗвӗсенчех службӑна ирттерессине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Апрелӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗршывра ҫурхи призыв пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Ӑшра-чунра, ҫурхи шыв кӗрленӗн, тем явӑнать те пӑтранать, шухӑшсем, авӑра лекнӗ турпас евӗр, пӗр вырӑнта тӗлли-паллисӗр ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ-тӑраҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кайран, уйӑха яхӑн ҫатӑр сивӗ тӑнӑ хыҫҫӑн, Хӗл Мучине такам сасартӑк ура хурать те такӑнтарать; ҫанталӑк хӑвӑрт ҫемҫелет; юр куҫ умӗнчех хуралма, путма тытӑнать; тепрер уйӑхран, ҫумӑр шывӗ пӗвене татса янӑ евӗр, вӑрмана ҫурхи хаваслӑх капланса пырса кӗрет; сасси уҫӑлнӑ кӑсӑясем, туратсем ҫине ҫака-ҫака янӑ йӗс шӑнкӑравсем евӗр, тинь-тинь тӑваҫҫӗ чарӑнма пӗлмесӗр; вӗсем, ӗшенкелеме пуҫланӑ ҫӗре ҫу сӗрнӗн йӑлтӑртатакан шӑнкӑрчсем, картунти пушӑ вӗллесене йышӑнма ӗлкӗрнӗскерсем, шӑхӑракан, ихӗрекен, чӗвӗлтетекен ансамбль йӗркелеҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Санпа пурӑннӑ малтанхи кунсенче Сыктывкарта шап-шурӑ юр ҫинчех чечексем ешеретчӗҫ пек, ҫурҫӗрти ҫурма тӗтреллӗ хӗл кунӗсем те маншӑн ҫурхи кунсем евӗр ҫап-ҫутахчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Право» сӑмаха илтсен, сӗткенӗ пӗрхӗнсе тӑракан ҫурхи хурӑна пуртӑ вӗҫӗпе лач тутарнӑн, Маруҫ куҫӗнчен куҫҫуль чалтӑр сирпӗнсе тухать.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ытларах кӗрхи тата ҫурхи тырӑпа хуратул акса ӳстеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3712273

Округри ҫурхи уй-хир ӗҫӗсем пирки округ администрацийӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Сергей Волков каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Тивӗҫлисене — чыс-хисеп // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... %b5%d0%bf/

Кӑҫалхи апрелӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре ҫурхи призыв пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем ҫара каяҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Хуҫалӑхсем 441 гектар ҫурхи культурӑсем акма ҫӗр хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланчӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d1%85%d3%9 ... %87%d3%97/

Апрелӗн 22-мӗшӗ тӗлне «Родина» фермер хуҫалӑхӗ 110 гектар, «Слава картофелю» агрофирма 40 гектар ҫурхи тулӑ, «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗ 15 гектар урпа, «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗ 40 гектар рапс, 11 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем акнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланчӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d1%85%d3%9 ... %87%d3%97/

Округри пур формӑллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсенче те ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем пуҫланчӗҫ темелле.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ вӑхӑт пуҫланчӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/04/23/%d1%85%d3%9 ... %87%d3%97/

Вӑл шутран — 1230 гектар ҫурхи тулӑ (9 хуҫалӑх), 2624 гектар урпа (12 хуҫалӑх), 325 гектар сӗлӗ (3 хуҫалӑх), 64 гектар пӑрҫа йышши тырӑсем.

Куҫарса пулӑш

Хирсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%85%d0%b ... b%d3%97-2/

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫурхи ака-суха ӗҫне пысӑк хастарлӑхпа пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хирсенче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%85%d0%b ... b%d3%97-2/

Нумаях пулмасть Пишпӳлекри Культура керменӗн сцени ҫинче 2023 ҫулхи ҫурхи призывниксен ятӗнчен Антон Тимофеев Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнса хӳтӗлеме ҫирӗп сӑмах панӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Амӑшӗн малтанхи ҫырӑвӗсем хаярччӗ, каярахпа, ҫурхи кунсем йӑвашлансах пынӑн, ҫемҫелме пуҫларӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫурхи вӑрманта кайӑксене хӑратса ҫӳрени вӑл — саккуна пӑсни.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫурхи вӑштӑр ҫил, асамлӑ вӑй-хӑвата куҫса, ватти-вӗттин кӑкӑрне туллин сарать.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫурхи вӑштӑр ҫил унӑн ҫӳҫне куҫа курӑнман алшӑллипе шӑлса типӗтнӗ те халӗ куҫа курӑнман турипе тураса якатать, хаваслӑ ватта правление уява кайма хатӗрленме халех пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫурхи кунӑн йӗпе телейӗ-савӑнӑҫӗ ват ҫынна та хавхалантарать иккен.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех