Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурхи (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Партком секретарӗ Федор Андреевич Николаев пире ҫурхи ҫуллахи ӗҫсем ҫинчен каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ҫурхи шыв кӗрлесе юхнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Тем ҫитмен пекех туйӑнатчӗ ялта Хлихха купӑсӗсӗр, шӑпчӑк юрри те илем кӳрсех пӗтерейместчӗ пек ҫурхи каҫсене.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Сӑрламан йывӑҫ рамка ӑшӗнче — кӗҫ-вӗҫ ҫеҫкене ларас, сывлӑша пыл шӑрши сарас ҫурхи сад.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унта ҫулленхи пекех, ҫурхи выставка уҫӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫулленех ҫурхи выставка йӗркелетпӗр пулсан, кӑҫалтан Кӗрхи те йӑлана кӗтӗр тесе йышӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пӗррехинче ҫапла, ҫурхи сулхӑн каҫ, эпӗ уҫӑлма тесе урама тухнӑччӗ, пилӗк хутлӑ ҫурт мансардин — художниксен мастерскойӗсен — ҫутӑ кантӑкӗсем ҫине пӑхкаласа пыраттӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫурхи тӗнче ешерме тытӑнсан, чи малтан ҫеҫке ҫурнӑ чечеке сан уру айне килсе хурӑпӑр, ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлесен, сана килсе калӑпӑр, ачамӑрсем ӳссе ҫитсе мӑшӑрлансан, сан умна килсе пуҫ тайма хушӑпӑр…»

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫуркунне ҫанталӑкӗ улшӑнсах тӑрать те вӑл, ҫурхи ҫанталӑк ултавлӑ та вӑл — чирлесси часах.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫак пӗчӗк ҫеҫ лаптӑк ҫинче халӑх ака турӗ, туй турӗ, сӑрт пек ҫӗкленчӗ те, ҫурхи шыв пек хускалчӗ те усал ҫынсене чӑл-пар аркатрӗ…

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫурхи кун илемӗпе савӑнса ҫӳреме тухнӑскер, тарпа шӳсе пыратӑп, намӑсланса-хӗрелсе пыратӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Атӑл хӗрринче тӑратӑп, ҫурхи хаваслӑхпа, ҫурхи шухӑлӑхпа ыткӑнса юхакан шыв ҫине хам та хавассӑн, ҫӗкленӳллӗн пӑхатӑп.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вырӑнти АПК ветеранӗсен канашӗн председателӗ Валерий Долгов ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ӗҫтешӗсене ҫурхи уй-хир ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Фермер патӗнче хӑнара пулнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d1%84%d0% ... bb%d0%bda/

Ҫулсерен, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӗҫлесен, тырӑ мӗнле шӑтнин тӗрӗслевне йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тыр-пул парка ҫитӗнет, пысӑк тухӑҫ илес шанӑҫ пур // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d1%82%d1% ... 0%d0%bdac/

Шелттемсем ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсене ҫурхи тулӑ, вика, пӑрҫа, урпа, рапс тата ытти культура вӑрри сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Ҫурхи ӗҫсем те хӑйсене вӑрах кӗттермерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Олег Алексеевич чи малтанах кӗрхи ыраш тата ҫурхи вика уйӗсене хак пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Шелттемсем ӗҫ йӗркине пысӑк ӑсталӑхпа туса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... %81%d0%b0/

Республикӑн кӑнтӑр енчи хӑш-пӗр округра ҫурхи ӗҫсен планне туллин пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ, ҫак йыша канашсем те кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шелттемсем ӗҫ йӗркине пысӑк ӑсталӑхпа туса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/19/%d1%88%d0% ... %81%d0%b0/

Анчах ҫурхи шывпа ҫыхӑнман ку, «Спутник» сахал яваплӑ общество шӗвӗ каяша юхтарнипе ҫавӑн пек.

Куҫарса пулӑш

Хӑҫанччен? // Е.ИВАНОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%85ac%d0 ... %b5%d0%bd/

«Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать», – мама яланах ҫапла калать.

«Весенний день год кормит», – всегда говорила мама.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех