Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Телей туянма кайма тухрӑн-им, чӗрӗллех тирне сӳсе янӑ куян пек пыратӑн ҫиҫкӗнсе? — тӗпчет вӑл, сӑмаха хӑрӑк турата хуҫнӑн пат-пат татса.
Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— Ма катхлипех, кухвайкка вӗҫҫӗнех ҫиҫкӗнсе тухрӑн?
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Джесси вырнаҫрӗ ҫеҫ — ӑна силлеме те вирхӗнтерме тытӑнчӗ; хӑлхисенче кӑнтӑр ҫилӗ шӑхӑрать; ҫӑварне, куҫӗсене кӗме ӑнтӑлса вӑл хӗрӗн хӗрӳленсе ҫунакан питне шарфпа хупларӗ; хулан ҫур ҫӗр ҫутисем ҫиҫкӗнсе иртрӗҫ те сӗвек сӑртсен теттӗм-сӗмлӗхӗпе ылмашӑнчӗҫ, — кӗҫех Джесси лӑпланчӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пӑрӑнчӑкран хыҫалалла штыксем ҫиҫе-ҫиҫе силленеҫҫӗ, анчах кӗҫех вӗсене тата салтаксен сӑн-питне тар тӗтӗмӗ тӗтре евӗр хупласа хучӗ, пӑшалсем харӑссӑн кӗрӗслеттерчӗҫ те — перӳ ҫулӑмӗ тӗтӗмре ҫиҫкӗнсе хӗрлӗ сӗмпе сапаланчӗ.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫӗҫӗ веер пек ҫиҫкӗнсе анчӗ те — типпӗн шаклатрӗ, ҫак самантрах хӗскӗчӗн ҫурри ҫӗре кишӗр татӑкӗлле шаплатса ӳкрӗ.Клинок сверкнул веером, раздался сухой стук, и половина щипцов упала, как обрубок моркови.
XVII. Араб тараватлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тапӑнуҫӑсем кӑвайт чӗртнӗ ахӑр; чӑнах та, ҫулӑм аякран, капмар вулӑсен хушшинчен, ҫиҫкӗнсе тухса авкаланакан хура кӳлепесене кӑтартать, вӗсене персе лектересси питех те шанчӑксӑр, ҫавӑнпах сунарҫӑ тӗплӗн уйларӗ те перес мар терӗ.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Уҫӑлакан сӑлӑп сасси илтӗнчӗ те ҫав самантрах — тарӑн путӑкпа хупланнӑ лутра алӑкран тӳремлӗхе шупка ҫутӑ ҫиҫкӗнсе тухрӗ.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тухнӑ чухне канӑҫсӑр сӑнлӑ ҫамрӑк хӗрарӑмран ҫапӑнтӑм, вӑл ман ҫине самантлӑх пӑхсанах ҫиҫкӗнсе Дюрока тӗсеме пикенчӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ван-Конет тӑнлавне ӑшӑ ҫапнипе туять: сӳрӗклӗхӗ тамалчӗ, кулса йӗкӗлтешнӗ пурнӑҫӗ юрӑсемпе те тамбуринсемпе ҫывхарать, Гравелот ӗҫӗ хӑрушлӑхпа ҫиҫкӗнсе илчӗ, вара кӗпӗрнаттӑр телефон кӗпҫине секретаре пачӗ те яланхи хытӑ сассипе хушрӗ:
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӗсене вӑл хӑйӗн ӑсӗнче — ҫуланчӑксем, тесе ят панӑ, вӗсем нӳрлӗн ҫиҫкӗнсе тӑни уншӑн кӑмӑллӑ пулман, ҫавӑн пекех вӗсен пичӗсем те, куллисем те, сӑмахӗсем те ӑна килӗшмен, анчах та вӗсем хӑйсене ирӗклӗн те ҫӑмӑллӑн тыткалани, вӗсем пурин ҫинчен те калаҫма пӗлни, вӗсен илемлӗ костюмӗсем — ҫаксем пурте Фомара кӗвӗҫӳ, унпа хутӑшах хисеплӳ те ҫуратнӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Чул муклашкисем, катрамсем, кристалл ванчӑксем ҫивӗч-шӗвӗр пайӑркисемпе ҫиҫкӗнсе сарӑлнӑ.
Пулма пултараймилӗх // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Анчах кайӑк ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарчӗ, ҫӑра сенкерлӗхре ҫиҫкӗнсе ҫып-ҫывӑх горизонтра ҫухалчӗ.Но птица взмыла, сверкнув в густой синеве, и скрылась за близким горизонтом.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
— Ну, мӗнле, аса илтӗн-и? — терӗ вара тепӗртакран, Кӗҫенин пыл тути ҫумӗнчен хӑпсан, йӑл-йӑл ҫиҫкӗнсе.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ун чухне вара тинех кӗтнӗ ӗмӗт кӗрлеттерсе ҫитӗ: ялйыш пулӑшнипе, кирпӗч ҫине кирпӗч сӗвемленсе, чаплӑ чул ҫурт ҫиҫкӗнсе хӑпарӗ.
1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Эрешлӗ чӳречисенчен патша хӗрӗсем ҫиҫкӗнсе пӑхса лараҫҫӗ-и-ха?..Вдруг там из-за украшенных резьбой окон выглядывают прекрасные царевны?..
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
Таврӑнсарах тӑракан ҫӳлти тути хӑйӗн кӗлттӗн-кӗлттӗн сиккеленсе илет, куҫӗсем усӑк куҫ хӑрпӑкӗсем айӗпе ашкӑнуллӑн ҫиҫкӗнсе пӑхаҫҫӗ.Вздернутая верхняя губа ее подрагивала, из-под опущенных ресниц озорно светились глаза.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Карательсен отрядӗнче ҫӳренӗ май, Митька сахалах тӑрӑшман пуль ҫав Дон Ҫарӗшӗн: пӗр хӗл хушшинчех ӑна вахмистра, унтан ав подхорунжие ҫитернӗ те, хутора вӗр-ҫӗнӗ офицер тумӗпе ҫиҫкӗнсе килсе кӗчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Патнерех ҫиҫкӗнсе ҫитерехпе, Григорий матроссен аллисем винтовка затворӗсене шӑлтӑрт-шӑлтӑрт туртса шутарнине асӑрхарӗ, тӳртен тӗллесе пенӗ сасӑсем хиврен те вӑйлӑн янӑраса кайнине илтрӗ.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӑл бинокльне хучӗ, ӗнтӗ ахаль куҫпах юланутлӑ казаксем Климовка ҫулӗ патнелле ҫӗмрен пек ҫиҫкӗнсе ҫывхарнине, хӑраса ӳкнӗ хӗрлӗармеецсем каялла ҫаврӑнса, ушкӑнпа е пӗчченшерӗн Архиповка хуторӗнчи килсем еннелле чупса кайнине курчӗ.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Атарщиков сотня хыҫҫӑн хӑвӑрт ҫиҫкӗнсе килет; пичӗ савӑнӑҫлӑ кулӑпа выляса чӗтрени аякранах паллӑ.Атарщиков быстро настигает сотню, издали видно, как на лице его дрожит улыбка.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
- 1
- 2