Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел ҫиҫет, ачашланать, пите сӗртӗнет.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Аслати авӑтать, ҫиҫӗм ҫиҫет.
Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf
Пӑхатӑп — куҫӗ-пуҫӗ ҫиҫет кӑна хӑйӗн, ӗнер ҫеҫ авланнӑ, тейӗн.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Аякра ҫиҫӗм хӗресленсе ҫиҫет те хуҫӑлса тӑкӑнать…
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Сӑнӗ ун йӑлтах ҫиҫет, вылять, пӗр тӗксӗмленет, пӗр ҫуталса каять, куҫӗ пӗрре хӗсӗнет, тепре чарӑлать.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Калчасене шӑвармалли вӑхӑт ҫиттӗр-ха — пӗр енче пӑрӑхсенчен шыв пӗрӗхсе тӑрать, асамат кӗперӗ кӗреннӗн-симӗссӗн ҫиҫет, тепӗр енче тракторист рет хушшине кӑпкалатать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
Картиш енчи чӳречерен хӗвел ҫути ярӑмӑн-ярӑмӑн кӗрет, орден ҫинче йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫиҫет.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тӑваткӑлрах ырхан пичӗ ҫинче тинтерех пиҫме тытӑннӑ панулми тӗсӗ ҫиҫет (курортра каннин палли пек туйӑнчӗ вӑл мана), тӑртанчӑкрах куҫ хупанкисем хӑмӑр куҫӗсен хӗррине хупласа тӑраҫҫӗ, ҫӳллӗ сӑмси тӳме пек пӗчӗк мӑйӑх ҫине усӑннӑ.
XII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫиҫӗм ҫиҫет, дыщ-дыщ!
Кивӗ Тутайкасси // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/632
Ахальтен мар ӗнтӗ хӑвӑн юратнӑ йӗкӗтне кашни аса илмессеренех санӑн питӳ ҫинче телей ҫиҫет, ӑна эпӗ малтанхи хут курсах туйса илтӗм…
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Ака ӗнтӗ темиҫе утӑм кӑна юлчӗ ҫитме, салтакӑн пичӗ ҫинче ҫаплах савӑнӑҫ ҫиҫет.
Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.
Хӗсӗк куҫӗ хӑйӗн чӑлтӑр-чӑлтӑр ҫиҫет.
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Таҫта-таҫта пӗр ҫӑлтӑр чӑл-чӑл ҫиҫет те лап! сӳнет.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Хӑй савӑнӑҫлӑ, кӑвак куҫӗ хӗллехи ҫӑлтӑр пек ҫиҫет, унта чӑрсӑрлӑх, хӑюлӑх палӑрать.
Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.
Алюновӑн куҫӗ ӑшшӑн ҫиҫет.
Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кӑвайт ҫатӑртатса ҫунать, ӑна курса, пурин пичӗ-куҫӗ те телейлӗн ҫиҫет.
Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл, патька-патша патне кайма хатӗрленекен йӗкӗтсене курса, пушшех те хӗпӗртет, пушшех те ялкӑшарах ҫиҫет.
Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӗнтӗ ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати авӑтать, Пӗтӗм тӗнче тӗсӗ тӗксӗмпе хупланать: Ҫил-тӑвӑлпа тухса ҫавра ҫил ахӑрать, Пӗлӗтпе ҫӗр тусан ҫаврӑнса хутшӑнать.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Икӗ пӳртӗн икӗ чӳречинче те икӗ кулӑ — кӑмӑллӑ кулӑ ҫиҫет.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
Ӳсет йӑван васкаса, ҫирӗп сывлӑхлӑ, таса; сӑнӗ ҫиҫет савӑнмалӑх, пӗвӗ каять ӑмсанмалӑх, кӑмӑлӗ уҫӑ йӑпанмалӑх, анчах темшӗн ҫынсем ӗҫре курмаҫҫӗ Йӑвана.
Йӑва // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 18–20 с.