Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хальхи вӑхӑтра ҫеремне уҫман, сухаламан ҫеҫенхир сахал тӑрса юлнӑ.В настоящее время целинная, нераспаханная степь сохранилась только в немногих местах.
Вӑрмансен зонинчен хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирелле // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ӗҫчен чӑваш тухнӑ ирех хӑй хирне, Пупле-пупле авать шурти ҫеремне:
VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— Эсӗ, хӗрарӑма варлӑскер, пӗлетӗп, тӗкӗнмен-туман ют хӗрӗн «ватман ҫеремне ҫӗтме» юрататӑн, ҫапла вӗт?
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Лисукпа иккӗнех ӗҫлерӗмӗр: ҫеремне катмакларӑмӑр, шыв хӗрринчен юшкӑн йӑтрӑмӑр, тислӗкпе ҫемҫетрӗмӗр чуллӑ ҫырана.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Халӗ, — ӑнлантарчӗ малалла Алексей Кузьмич, — икӗ тӗмескинчен те ҫурри таран курӑклӑ тӑпрана, урӑхла каласан, ҫеремне касса илес пулать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Кайран ҫав лаптӑк ҫеремне ху уҫни ҫинчен ӗнентерес тесен, тархасшӑн, ӗнентер, анчах помещике документсем пар!А если тебе потом придет охота доказывать, что ты поднимал целину, — пожалуйста, но давай документы!
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Аслӑ ҫултан пӑрӑнса ял ҫеремне ҫитсен, тусан ытла тӳсми пулчӗ, утсем куҫа курӑнса кайрӗҫ.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
«Эх, шел! ну, кам пӗлет ӗнтӗ ӑна, ҫиелти ҫеремне ҫеҫ хӑйпӑтса илмелле-и тен, ҫакӑнтах выртать-и тен, шеремет укҫи!— Эх, жаль! ну, кто знает, может быть, стоит только поднять дерн, а он тут и лежит, голубчик!
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Нумаях пулмасть 5-мӗш курссемпе Шолоховӑн «Уҫнӑ ҫеремне», «Лӑпкӑ Донне» вуларӑмӑр, куҫару уйрӑмлӑхӗсене тишкертӗмӗр.
«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21
Парти XX съезд хыҫҫӑн пирӗн обществӑ пурнӑҫӗнче ленинла нормӑсене ҫӗнӗрен вӑй парса ҫӗклессишӗн кӗрешме пуҫланӑранпа пирӗн прозӑ хальхи пурнӑҫ «ҫеремне ҫӗтме» хӑюллӑнрах тытӑнчӗ.
1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.
- 1