Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пур чухне те тирпейлӗ, юсавлӑскер (эпир ӑна, паллах, тумлантартӑмӑр), Коля командирпа калаҫнӑ чухне те яланах ҫарти йӗркесем хушнӑ пек татӑклӑн та кӗскен ответлетчӗ.
Пӗчӗк Коля // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Анчах ӗҫе тӑсса пыни те юрӑхсӑр япала: ҫарти пек ӗҫлеме вӗренес пулать.Но волокиту заводить тоже не порядок: надо учиться по-боевому работать.
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Пӗлме пултараймастӑп, — ҫарти пек ответлерӗ сержант.
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вӗсем ҫарти регулировщик хӗрлӗ те пӗчӗк ялавпа питӗ ҫаврӑнӑҫуллӑ хӑтланни ҫине пӑхса, ҫул ҫинче пурте ӑна пӑхӑннине курса тӗлӗнеҫҫӗ.
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫарти пекех вӑрттӑн пултӑр.
XII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кунта ҫакӑн пекех полкри, обозри, ҫарти ытти чинсем; полксенчи писарьсем нумай, вӗсемпе пӗрле ҫуран ҫынсемпе юланутҫӑсен отрячӗсем шӑваҫҫӗ, никам чӗнмесӗр килнисемпе ирӗклӗ ҫынсем те рейстровой козаксем чухлех пуҫтарӑннӑ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ку ҫарти ҫиелтен пӑхсан курӑнакан йӗркесӗрлӗх те чӑннипе ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче кирлӗ йӗркелӗх пулнӑ.Которое в наружном своевольном неустройстве своем заключало устройство обдуманное для времени битвы.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Кунсӑр пуҫне, пансем, сире малтанах ҫакна каласа хуратӑп: походра кам та пулин ӗҫсе ӳсӗрӗлсен, уншӑн нимӗнле суд та пулмасть: кирек кам пулсан та, пӗтӗм ҫарти чи маттур козак пулсан та, ӑна йытта кӑкарнӑ пек мӑйӗнчен обоз ҫумне ҫыхса лартма хушатӑп; ӑна ҫавӑнтах йытта пӗрсе пӑрахнӑ пек персе пӑрахатпӑр, унтан шӑтӑк чавса пытармасӑрах кайӑксене ҫиме ывӑтатпӑр, мӗншӗн тесен, походра ӗҫсе ӳсӗрӗлекен ҫын христиана пытарнӑ пек пытарнине тивӗҫлӗ мар.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫур уйӑхра эпир, ҫӗнӗ салтаксем, стройра ҫӳреме, винтовкӑна вӗрентӗмӗр, ҫарти тӗрлӗ ӗҫсене хӑнӑхса ҫитрӗмӗр.За полмесяца мы, новички, изучили строй, винтовку и приобрели другие военные навыки.
Аташ // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Пирӗн ҫарти коммунистсем ҫапӑҫӑва кайнӑ чух яланах малта пыраҫҫӗ.
Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Пур ҫӗрте те — туртисене шӑрӑх тӳпенелле ҫӗклесе тӑратнӑ урапасем, васкамасӑр курӑк кавлесе тӑракан лашасем, утлӑ ҫарти тата пехотӑри хӗрлӗармеецсем.
Осиновка патӗнче // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
— Эсир ӗҫлӗхӗн таса ялавне ҫӗклесе пыратӑр… эпӗ те, сирӗн пекех, ҫав ҫарти ахаль салтаках, пурте эпир, «ее величество прессӑна» служить тӑватпӑр, пирӗн пурин те ҫирӗп, тӗреклӗ туслӑхпа пурӑнмалла…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ҫарти йӗрке хушнӑ пек полковника доклад туни ҫинчен пӗлтертӗм.
20. Октябрь праҫникне фронтра кӗтсе илетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫарти юлташсемпе ҫав тери туслашма пултаракан Габуния, хӑйпе тӗл пулакан кашни тусӗ пирки хытӑ тӑрӑшатчӗ.
8. Габуния лейтенантӑн паттӑр ӗҫӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Командованипе инструкторсем пире училищӗне, хамӑр ӗҫе, ҫар тивӗҫне хисеплеме, ҫарти дисциплинӑна пӑхӑнма, Тӑван ҫӗршыв умӗнчи аслӑ тивӗҫе пӗтӗм чӗререн ӑнланса илме вӗрентрӗҫ.
4. Вӗренӳре // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Лейтенант пире ларма хушрӗ, пиртен аэроклубра мӗнле вӗренни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, темиҫе ыйту пачӗ те, ҫарти пек кӗскен вӗрентсе каларӗ.
4. Вӗренӳре // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Пӗрремӗш занятире вӑл пӳлӗм варрине кровать кӑларса лартма, ытлашши пӗр хускану та тумасӑр, ҫарти йӗрке тӑрӑх, вырӑна мӗнле сарса хумаллине кӑтартрӗ.
2. Ҫар ҫыннисем пултӑмӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Халӗ ӗнтӗ пирӗн юлташсем пурте пиҫсе ҫирӗнленнӗ воинсем пулса тӑчӗҫ, кашниннех ҫарти ҫирӗп хӑнӑхусем йӗркеленсе ҫитрӗҫ.Теперь все стали закалёнными воинами, у всех появились армейские привычки.
Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кӗпе-тумтир тӗлӗшӗнчен ҫар ҫынни мар пулин те, Серёжа ҫарти ҫирӗп дисциплинӑна пӑхӑнса, ватӑ салтак пек, туп-тӳрӗ тӑрса, калушӗсемпе, сӑран атӑ кӗлипе шартлаттарнӑ пек, сасӑ туса, аллине ҫӗлӗкӗ патне ҫӗклесе, кашни сӑмаха татӑклӑн та уҫҫӑн, тулли саслӑн рапорт пачӗ:
Серёжа «ункӑран» тухать // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Дисциплина тӗлӗшӗнчен те, кӗрешӳри ытти мӗнпур ӗҫсенчи пекех, ачасем Хӗрлӗ Ҫарти йӗркене тытса пыма тӑрӑшатчӗҫ.И тут, как и во всём, ребята старались подражать Красной Армии.
Серёжа «ункӑран» тухать // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.