Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапаканни (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— А-а! сасартӑк тӗшмӗртсе илет ача — Эсӗ мар-и-ха вӑл, ҫӑла чулпа ҫапаканни!

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кирпӗч ҫапаканни, атӑ-пушмак тӑваканни тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann

Вун пӗрмӗш шар сулахай кӗтесри шӑтӑк патӗнче кӗтесре чарӑнчӗ, ҫапакан шар вара сылтӑм борт ҫумӗнчех, инҫетре тата мелсӗррӗн вырнаҫрӗ; вун пӗрмӗш шара ҫапса шӑтӑка кӗртесси — йывӑр задача, ҫапаканни вара — Детрей.

Одиннадцатый шар стал под углом к левой угловой лузе, биток же — у правого борта, так далеко и неудобно, что положить одиннадцатый шар явилось трудной задачей, а удар принадлежал Детрею.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эпӗ вӗсем кулнипе ҫиленсе кайрӑм та: — Эпӗ пӗлетӗп: ҫапаканни вӑл, — терӗм.

Я рассердился, что они смеются, и сказал: — Я знаю: колотилка.

Эпӗ поезд тесе, поезд та мар иккен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Пултаратӑн-и? — ыйтрӗ параппан ҫапаканни.

— Умеешь? — спросил барабанщик.

23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Анчах пӗтӗм ӗҫе параппан ҫапаканни уҫса ячӗ.

Но лед сломал барабанщик.

23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Шӑпах ҫавӑ ӗнтӗ вӗсен параппан ҫапаканни пулнӑ.

— Он-то и был барабанщик.

23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Кирпӗчне ҫапаканни те, ӑна хӗртсе ӗҫе кӗртекенни те, кайран ҫуртне тӑваканӗ те кирлӗ пулать, ӑҫтан тупса пӗтерӗн вӗсене?

Небось один формует, другой — обжигает, третий — кладет… где их взять-то, мастеров-то?

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ывӑтса кӗртсен, хӑй ҫапакан пулать, кӗртеймесен, малтан ҫапаканни тепӗр хут ҫапса ярать.

Если ему это удается, то он начинает водить игру; не удается — играет по-прежнему первый.

VII. «Ҫинҫе шывӗ сивӗ мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Мӑшкӑла тухрӑмӑр, — мӑкӑртатрӗ параппан ҫапаканни.

— Оскандалились! — проворчал барабанщик.

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Культура фронтӗнчи чи хастарлӑ, чи ҫирӗп, тӗрӗс ӗҫшӗн ӳксе вилме те хатӗррисен йышӗнче чи малта тӑраканни, ҫав фронтра тӑшман позицине аркатмаллах пырса ҫапаканни Лу Синь пулнӑ та ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.

Унтан таҫтан ҫутӑ ҫапрӗ, ытла ҫутах та мар — шурӑ каҫ хыҫҫӑн васкамасӑр ҫапаканни; тавралӑх шуралчӗ, мӗн курни аяккалла иртрӗ те хам ыйӑхланине тинех туйса илтӗм.

Потом откуда-то появился свет, неяркий, медленный после белой ночи, всё стало бледнеть, уходить, и я почувствовала, что засыпаю.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

18. [Иккӗн] вӑрҫнӑ чухне пӗр ҫынни тепӗрне чулпа е чышкӑпа ҫапас пулсассӑн, лешӗ вилмест, анчах унӑн вырӑнпа выртмалла пулсассӑн, 19. кайран ури ҫине тӑрса, килӗнчен туя ҫине тӗренсе туха пуҫласассӑн, [ӑна] ҫапаканни вилӗме тивӗҫлӗ пулмӗ; унӑн ӗнтӗ ҫыннин ӗҫӗ чарӑнса тӑнӑшӑн тата ӑна эмелленӗшӗн тӳлемелле.

18. Когда ссорятся [двое], и один человек ударит другого камнем, или кулаком, и тот не умрет, но сляжет в постель, 19. то, если он встанет и будет выходить из дома с помощью палки, ударивший [его] не будет повинен смерти; только пусть заплатит за остановку в его работе и даст на лечение его.

Тух 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех