Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакӑнса (тĕпĕ: ҫакӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вун тӑваттӑмӗш номерлӗ ҫуртра подъездсем нумай, вӗсен ҫийӗнче хваттерсен номерӗсене ҫырнӑ вӑрӑм та хура табличкӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Акӑ вӑл урам… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫӑраҫҫи пӳртре, чӳрече патӗнче, ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хура галстукӗ тӳп-тӳрӗ ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юлашки залра кантӑк шкапра ҫулла тӑхӑнмалли летчик тумӗ ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Стена ҫинче «В. П. Чкалов самолечӗ Охотск тинӗсӗ ҫийӗн вӗҫет» картина ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

XIX ӗмӗрте ҫӗршывӑн официаллӑ ҫурчӗсенче Раҫҫей империйӗн хура-сарӑ-шурӑ ялавӗ ҫакӑнса тӑнӑ.

В XIX веке на официальных зданиях страны развивался черно-желто-белый флаг Российской империи.

Путин Раҫҫее Патшалӑх ялавӗн кунӗ ячӗпе саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3397960

Иртнӗ ҫулта халӑх бюджечӗн мелӗпе Атнаш тӑрӑхӗн-че шыв ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан кӗпере юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫарӑвне яланах ырласа йышӑнаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%85%d0% ... %d0%b0cce/

Пӗр пӳлӗмне уҫрӗҫ те — икӗ йӗвен ҫакӑнса тӑрать тит.

Открыли [дверь в] одну комнату — две уздечки висят.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

— Ҫанта пӗр ҫурт ларать, ҫанта пӗр алӑкне уҫҫан — икӗ йӗвен тӑрать ҫакӑнса.

— Там один дом стоит, если открыть одну дверь — две уздечки будут висеть.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

Хӑй турник ҫинче ҫакӑнса тӑнине асламӑшӗн куҫӗсемпе пӑхрӗ те хальхинче, ҫӳҫенсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӑйсен анкартийӗ хыҫӗнчи пушӑ ҫурт кил картинче ҫакӑнса вилме шутларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ун алӑкне уҫса пӑтаран ҫакӑнса тӑракан вӗрене туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Турникрен ҫакӑнса тӑнине кӑна лайӑх астӑвать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Алӑк хыҫӗнчи кӗтесрех ҫакӑнса тӑракан вӑрӑм кӗрӗке ярса тытсан чутах «акӑ» тесе кӑшкӑрса яратчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Уроксем пӗтнӗ хыҫҫӑн салтӑнмалли пӳлӗме кӗрсен пиншакӗ хӑй вырӑнӗнчех ҫакӑнса тӑнипе шалт тӗлӗнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Эп чӑхӑмлама тӑтӑм, авланма ир-ха, малтан вӗренсе тухасчӗ, терӗм, анчах атте ман сӑмахсене хӑлхана та чикмерӗ, пӑтара ҫакӑнса тӑракан, офицерсем ҫыхакан пӑхӑр пряжкӑллӑ пиҫиххине хутлатса тытрӗ те ман умма сиксе пычӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Вӗсемсӗр пурӑнма пултараймастӑп, ҫакӑнса вилетӗп эпӗ вӗсемсӗр.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Ҫак самантра Поросенков хӳмерен ҫакӑнса тӑнӑ чух хӑйне сӑмсинчен ура кӗллипе тӑхӑнтартса янӑ дружинник унӑн пиншакӗн шал енчи кӗсйинчен эрех кӗленчин пырӗ курӑнса тӑнине асӑрхарӗ те, ӑна пӗррех туртса кӑларса сӗтел ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Кушак ҫапла ҫӳлтен сикме хатӗрленсе тӑнипех йывӑҫ вуллинчен ҫакӑнса тӑрса юлчӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак вӑхӑтрах кӑкӑр ҫине йывӑр та сулмаклӑ япала ҫакӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех