Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакӑнса (тĕпĕ: ҫакӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куршанак чӑмӑркки, ҫӳхе кӗпе витӗр кӑштах ыраттарса, сулахай кӑкӑр ҫине ҫакӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тутӑрӗ халь унӑн пионер галстукӗ пек мӑйӗнче ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Тен, таҫта тухрӗ пуль? — хӗрачан тумтирӗсене пӑхкаларӗ Маюк: пальтовӗ пӑтарах ҫакӑнса тӑрать, кофтипе шурӑ мамӑк калпакӗ — тенкел ҫинче.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Халь ӗнтӗ ҫав ҫынсен, комбайнерсен, трактористсен, сеяльщиксен, шоферсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе вӗсем ҫӗнсе илнӗ цифрӑсем колхоз правленийӗнче, клубра, библиотекӑра, урамра ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Йывӑҫ курчӗҫ — хуҫса антармалла вӗсен, хунар ҫакӑнса тӑрать — ҫапса ватмалла, хитре пукан-кресло ҫине ларчӗҫ — касса-ҫӗтсе пӑсмалла.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Верандӑн пӗр сыпӑкне мунча валли вырӑн хатӗрлесе сӳтнӗ те, стена ҫумӗнчи хӑш-пӗр япаласем уҫӑ ҫӗртех ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Картишне тухатпӑр та, лаҫӑ кӗтессинче ҫакӑнса тӑракан кӑмкан патне пырса, ҫӑвӑнма тытӑнатпӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Куҫӑм вӑл пӑхнӑ ҫӗрелле шурӗ; картиш енчи икӗ чӳрече хушшинче, пӗчӗк рамӑсем ӑшӗнчи фотоӳкерчӗксенчен кӑшт ҫӳлерех, чылай пысӑк портрет — салтак-хӗр сӑнӳкерчӗкӗ ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

…Совхоз дирекцийӗнчи пӗртен-пӗр ҫын — арифмометр умӗнче хӑяккӑнрах ларакан тапчам кӗлеткеллӗ, тулли пит-куҫлӑ, шӑрт сухаллӑ экономист (ун тӗлӗнче, стена ҫумӗнче, «Экономист» тесе ҫырнӑ кантӑк ҫакӑнса тӑрать) пире чун сиснинех пӗлтерчӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чи тирпейлӗ участока паракан виҫ кӗтеслӗ ялав ҫакӑнса тӑнине.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпӗ ӗҫлекен ҫӗре халь чупса кайса пӑх — ҫак самантра та ялав ҫакӑнса тӑнине куратӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Урайне элес-мелес кавир сарса пӑрахнӑ, маччаран тӑрантасӑн кайри кустӑрми пысӑкӑш хрусталь люстра ҫакӑнса тӑрать; стенасем ҫинче — кавирсем, эрешле турилккесем, хӗвелтухӑҫӗнчи хӗрарӑмсен кӗлеткисене ӳкернӗ пӑхӑр листасем, мӑйракасем.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Куҫ тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан пӑяв ҫыххисемпе вӑрлӑх тултарнӑ хутаҫсене сире-сире, кил хуҫи хыҫҫӑн утрӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Леш енчи сӑртра, умра ҫакӑнса тӑракан ӳкерчӗк пек, нумай хутлӑ ҫуртсем курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Алӑк ҫинче ҫӑра ҫакӑнса тӑмасть-и?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Саккун ҫапла хушни тӗрӗсех, мӗншӗн тесен кирек мӗнле ҫын вилнӗшӗн те — чунсӑр машина ҫӑварне лексе Варламов пек тӗп пулать-и, ҫакӑнса е чикӗнсе леш тӗнчене каять-и — ҫӗр ҫинче сывӑ юлнисем хушшинче айӑпли пурах.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ахальтен мар Нарспи поэма вӗҫӗнче ҫакӑнса вилет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӗҫ-вӗҫ темскер ӗмӗрхи пулса иртмелле — туйрӗ ҫавна Таранов, ҫавӑнпа та вӑл кӑмӑлне хытарса хӗре айккинелле тӗртсе ячӗ, пӑтара ҫакӑнса тӑракан ҫи-пуҫне кӑп-кап илсе пӳртрен урамалла тухса вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл вара ҫӳхе пиншакне хывса хӑй вырӑнне хучӗ те пӑтара ҫакӑнса тӑракан хура шӑлаварӗпе чылаях кивеле пуҫланӑ вельветкине илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Урай варринче вӑрӑм сӗтел, стена ҫумӗнче — йывӑҫ кровать, стенисене ҫутӑ шпалерпа типтерлӗн ҫыпӑҫтарса тухнӑ, тӗпелте сӑнӳкерчӗк ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех