Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫакӑнса (тĕпĕ: ҫакӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун тӗлне ҫитсен, хӑрӑк турат ҫинче ҫакӑнса тӑракан сӳрене асӑрхаса: «Ватӑ тус-йышӑм, лаша илеймесен ҫакӑнтах хӑрса саланӑттӑн. Акӑ, лаша илӗп те, эсӗ те кирлӗ пулӑн. Шӑрӑҫтарса шӑлусене ҫирӗплетме паянах кӳлле кайса ярӑп:», — тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ вӑл, йӗрӗннине пытармасӑр, пукан хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан улача йӗме илсе Ҫтаппан умне пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Коля тете, хисеплӗ ҫыннӑм, пӗрре, астӑватна, эпӗ Светлана аппан ҫакӑнса тӑракан пальто кӗсйинчен укҫа вӑрланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Куля, сӗтел умне пырса, амӑшӗн куҫӗнчен савӑнӑҫлӑн пӑхса хулпуҫҫи урлӑ ҫакӑнса тӑракан пушӑ кутамккине сак ҫине хучӗ, ун ӑшӗнчен марльӑпа черкенӗ пысӑках мар ҫыхӑ салтрӗ те амӑшӗ умне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ҫакӑнса тӑраканнисене анне шутласа хунӑ та, татма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫирӗп ҫакӑнса тӑракан пан улмисене ӑмсанса ҫӳлелле пӑхса сӑнарӗ…

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Виталий вырӑн ҫинчен ҫарта команда панӑ пек хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те чӗнтӗрлӗ рамӑллӑ тӗкӗр ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан тукмаклӑ сехет ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Асар-писер ҫил вӑйне тӳссе ирттернӗ йӑмран шерепеллӗн ҫакӑнса тӑракан вӑрӑм симӗс ҫулҫисем шӑппӑн шепӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Ял хыҫӗнчи вӑрман тӑрринче ҫакӑнса тӑракан тулли уйӑх пирӗн ҫула ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Алӑсемпе ҫунатласа-авӑсса хӑлатла хӳме урлӑ вӗҫӗччӗ; вӗсем каснӑ йывӑҫ вуллин хуппи ҫинче ҫакӑнса тӑракан турат пек лӗнчӗр усӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Авӑ, аякрах та мар тейӗн, «ял тӑрринче» каҫхи тӗттӗмлӗхе ҫутатакан тулса ҫитнӗ уйӑх ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Ури вӗҫерӗнсе кайнӑ та, сӑнчӑртан ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Миша ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӗри тусан сывлӑшра хускалми ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кунта халех урай сармаҫҫӗ, кайӑкла ҫакӑнса тӑма тивӗ!

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл шӑпах унта ҫакӑнса тӑрать, — килӗшнӗн шантарчӗ Архипов.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Строительство материалӗсем тиенӗ ҫакӑнса тӑракан вагонеткӑсенчен тӗлӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Смена хыҫҫӑн Архипов хӗрсене пуҫтарчӗ те тепӗр кун иртерех ӗҫе тухма, проводасем пурте тӗрӗс ҫакӑнса тӑнине, лесасем йӗркеллех пулнине тӗрӗслеме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Римма пӳлӗмри шкап патне пырса алӑкӗ ҫинче ҫакӑнса тӑракан пысӑк мар тӗкӗр умӗнче косынкине тӳрлетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сывлӑшра ҫакӑнса тӑнӑн курӑнакан репродуктор калаҫма тытӑнчӗ, «Пилӗк минутран — производство канашлӑвӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех