Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑрса (тĕпĕ: ҫавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлетӗп эпӗ ку этеме, — терӗ вӑл, мана хулран ҫавӑрса тытса, — ялан тавлашу хускатса ҫӳрет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Юрать-ха, телеграммине хам алла ҫавӑрса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Пӑхатӑп — ҫӗр ҫумӗпе ҫулӑм чупса килет, Варсонофий выртакан ҫамрӑк хыр пат-ех ҫитнӗ, ӑна тавралла ҫавӑрса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫулӑм чӑрӑшсенчен пӳрт тӑррине сиксе ӳкрӗ, йӑлт ҫавӑрса илсе ялкӑшма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара картишне чупса тухрӗ, тӑрантас ҫинчен Стасика сӗтӗрсе антарчӗ те, лашана ҫавӑрса.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лишайкин парторганизацие хӑй аллине ҫавӑрса илесшӗн.

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Улька Ҫтаппан пуҫне ҫавӑрса янӑ хыҫҫӑн Машка-Милашка Хӗлӗх Хӗлимунӗн тирӗкне ытларах какайлӑ яшка ярса пама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Такама ҫавӑрса илӗ вӑл, такама ташлаттарӗ хӑй умӗнче!

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку кӗтмен ыйту Рамана аптратса ӳкермерӗ, хӑйсем мӗнле ӗҫленине, малашне мӗн-мӗн тума пултарнине пӗлсе, шанса тӑраканскер, сывлӑш ҫавӑрса ячӗ те пуҫлӑхсене лӑплантарнӑн, васкамасӑр каларӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хулпуҫҫи ҫине кӗреҫе ҫавӑрса хунӑ Миша Фильчин ҫитсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хӑюллӑ пулмалла тетӗн апла? — сывлӑшне ҫавӑрса ярса сӑмах хушрӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Часах Палюк ушкӑнӗн пысӑк пайне ҫавӑрса илсе тӗппипе пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Икӗ аллипе ҫавӑрса тытнӑ пурттине кашни сулса ямассерен хӗрӗн пиҫӗ пӗвӗ шур хӑва пек авӑнса илет.

Куҫарса пулӑш

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Хайхи инке, упӑшки кирлӗ ӗҫпе лавккана чупсан, мана ик хӑлхаран сысна ҫурине ярса тытнӑ пек ҫавӑрса илчӗ те, ваҫка, хыттӑн-хыттӑн виҫӗ хутчен чаплаттарса чуп-турӗ, аллисемпе мӑйран явса тытрӗ, вӗлер те вӗҫертмест ытамӗнчен.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑратнинчен сасартӑках ырӑ калаҫу ҫине куҫни тӗлӗнтерчӗ тата кӑштах пуҫне те ҫавӑрса ячӗ Ваҫиленне.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашни юпана алшӑллипе ҫавӑрса тытаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак сӑмахсемпе икӗ мӑшӑр хӗрарӑм, юпана вӑрӑм алшӑллипе ҫавӑрса тытса ӑна урапа ҫинчен ҫӗклерӗҫ те мӑнаҫлӑн киле йӑтса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле урамра йытӑ уласа ячӗ пулсан ҫемьере ҫывӑх виле пуласса, ун пек чухне минтере тепӗр енне ҫавӑрса хурса «сана, ахалех вӗрекене, пушӑ пултӑр» тесе каламалла имӗш, вара йытӑ улама чарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кашнийӗнчех хӑнасемпе чӳрече леш енне пухӑннӑ куракансем умӗнче каччӑ хӗр кӗтесри сак ҫине сарса хунӑ чӑлт шурӑ минтере ҫавӑрса пӑхать, минтере чӗн пушӑпа ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кулинене ҫавӑрса илнӗ хӗрарӑмсем сирӗлчӗҫ, мӗскӗне ҫул парса, шалти туйӑмӗпе ӑнланса илчӗҫ ӗнтӗ вӗсем, салтак арӑмӗ «вилӗм хучӗ» илнине.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех