Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫулсем (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1880-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче дифтерит эпидемийӗ, 1890-мӗш ҫулсенче халер эпидемийӗ сарӑлса кайсан, вӗсене хирӗҫ крешес ӗҫре ҫав тухтӑрсем лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Чкалов вӗҫев шкулӗнче вӗреннӗ ҫулсем.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫулсем иртнӗҫемӗн йывӑр та кӑткӑс ӗҫре кӑштах ӗшенме те пулать темелле.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

«Ырӑ кун», «Ҫӗнтерӳҫӗсем», «Телей», «Пӗчӗк строительсем», «Атӑл», «Ӑмӑрткайӑк», «Тимур тусӗсем», «Республика ирӗ», «Юратнӑ ҫӗр», «Ҫулсем», «Хастар Иван», «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», «Тупа», «Атӑл тапранчӗ», «Ҫӗнтерӳ аки», «Хӗвел ҫулӗ», «Пурнӑҫ илемӗ», «Йӑлӑмри юрӑ», «Тӑван кил», «Ашшӗпе ывӑлӗ»…

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

1936-37 ҫулсем тӑршшӗнче Петӗрпе темиҫе хут та курнӑҫнӑ эпӗ, тӑтӑшах ҫыру та ҫӳретнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Иртен ҫулсем ахальлӗн тенӗ пек пачах иртмен.

Куҫарса пулӑш

«Салам пултӑр, хисеплӗ Николай Егорович!!!...» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/65

Вӑл ҫулсерен хӑтлӑланнӑҫемӗн хӑтлӑланса тата пурӑнма илӗртӳллӗ вырӑна ҫаврӑнса пырать – инфратытӑм аталанать, социаллӑ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ, пурӑнмалли ҫуртсен картишӗсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ, ҫулсем ҫӗнелеҫҫӗ, хулара пурӑнакан кашни ҫыншӑнӑх канма тата сывлӑха ҫирӗплетме, тӗрлӗ енлӗн аталанма тата хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса пама паха майсем йӗркеленеҫҫӗ.

С каждым годом он становится все более уютным и привлекательным местом для жизни – развивается инфраструктура, строятся социальные объекты, благоустраиваются дворы и обновляются дороги, создаются условия для полноценного отдыха и оздоровления, развития и самореализации каждого его жителя.

Олег Николаев Хупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/20/gla ... et-s-dnyom

Ҫулсем иртнӗ май ҫакна пит аван ӑнланакан пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

«Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ ҫак объектӑн хакӗ 305000 тенкӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑт хӗрӳ ӗҫре иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%b2a%d1% ... %b5%d1%82/

Аса илтеретпӗр, 2023 ҫулта республикӑра «Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» нацпроект шайӗнче 74 ҫухрӑм ҫул-йӗр сетьне юсама палӑртнӑ.

Напомним, в 2023 году в республике в рамках «БКД» планируется отремонтировать порядка 74 км региональной дорожной сети.

Пушкӑрт Республикинче Буздяк – Давлекан трассине юсаса пӗтереҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/natsi-proekch-se ... re-3391735

Пушкӑрт Республикинче «Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» нацпроект шайӗнче Буздяк – Давлекан трассине юсасси вӗҫленет.

В Башкортостане завершается ремонт трассы Буздяк – Давлеканово в рамках нацпроекта «Безопасные качественные дороги».

Пушкӑрт Республикинче Буздяк – Давлекан трассине юсаса пӗтереҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/natsi-proekch-se ... re-3391735

Аслӑ классенче вӗренекенсем валли истори учебникӗнче 1970 ҫултан пуҫласа 2000-мӗш ҫулсем пайсене тепӗр хут ҫырнӑ, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ пай хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сентябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Пушкӑртстан шкулӗсенче мӗн улшӑнӗ? // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/v-ren/2023-0 ... -n-3389073

Ӗҫлӗ ҫулсем, ҫӗнӗ партнерсем, документсене алӑ пусни…

Деловые поездки, подписание бумаг, новые партнёры…

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

– Вӗсем ҫулсем иртсен те юрату хӑвачӗ чакманнине, шанӑҫпа ӗненӳ сӳнменнине ҫирӗплетнисӗр пуҫне пурнӑҫри йывӑрлӑхсене пӗрле парӑнтарма ҫӑмӑлрах пулнине те ӗнентереҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Вӗсен хушшинче Чӑваш Республикин налук инспекцийӗ ирттернӗ олимпиада (2011 ҫул), ачасен тӗпчев ӗҫӗсен конкурсӗсем (2017, 2018, 2019 ҫулсем), Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ фестивальсем (2014 — 2017 ҫулсем) тата ыттисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Альбина Ефремова. http://kasalen.ru/2023/07/18/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Ҫак оркестра Нью-Йоркра йӗркеленӗ, ӑна нумай ҫулсем хушши паллӑ композитор Артуро Тосканини ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Кӳршӗсем каланӑ тӑрӑх, Макар Кузьмичпа унӑн арӑмӗ Варвара Федоровна нумай-нумай ҫулсем хушши пит лайӑх пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Кунпа пӗрлех ҫынсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе республика пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче Элӗк салинче, Мӑн Вылӑра тата Ҫирӗккассинче ҫул хӗррисемпе ҫутӑ ламписем вырнаҫтармалла.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Кунсӑр пуҫне Мӑн Тукташри Кооператив, Ҫулавӑҫри Шкул тата Чапаев урамӗсенче ҫӗнӗ ҫулсем тумалла.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Ульянов ячӗллӗ тата «Авангард» ял хуҫалӑх предприятийӗсен сӗт-ҫу комплексӗсен территорийӗсенче те хытарнӑ ҫулсем пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех