Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫулсем (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте халӑх ҫут ӗҫ патриархӗн пархатарлӑхне пысӑка хурса хакланӑ, унӑн ятне, ҫулсем иртнӗ май, ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗклесе пыма сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Ҫулсем пирӗн иксӗмӗрӗн те пӗр еннеллех пулчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫулсем халь санӑн нумай мар-ха, ҫынсем аллӑ-утмӑл ҫулта та вӗренекенсем пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Огаревӑн маларахри философилле лирики ытларах романтикӑлла пулнӑ пулсан, 40-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче поэт крепостла ял пурнӑҫӗ пирки чӑн-чӑн реализмла произведенисем ҫырма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Ҫак паллӑ ҫулсем чӑвашсен нацилле театрӗн историйӗнче, паллах, тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Хулара вуншар ҫулсем хушши ӗнтӗ Чӑвашсен Академи театрӗ, вырӑссен республикӑри театрӗ, ҫамрӑксен театрӗ, пуканесен театрӗ тата Чӑваш филармонийӗ (унта юрӑпа ташӑ ансамблӗ те пур) ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Кунта «Нарспи», «Антар», «Кушар» драмӑсене асӑнни те ҫителӗклӗ, — вӗсене чӑваш театрӗн сцени ҫинче нумай ҫулсем хушши музыкӑлла драма пек лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театр нумай ҫулсем хушши ӗҫлесе туянакан «профиль» е «творчествӑллӑ сӑн-сӑпат» — кӑткӑс ӑнлану.

Куҫарса пулӑш

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

…Вӑтӑрмӗш ҫулсем.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Майӗпен, ҫулсем иртнӗ хыҫҫӑн, кил манӑҫа юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫав тери кирлӗ аслӑ ҫулсем.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫав ҫулсем ҫинчен пырать те ӗнтӗ поэтӑн ку кӗнекери сӑмахӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ҫав тӑватӑ ҫул — вӑрҫӑ ҫулӗсем, хаяр та хӑрушӑ, пирӗн халӑха шутласа кӑларма ҫук хуйхӑ-хурлӑх кунӗ, юлашкинчен пирӗн чаплӑ Ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ ҫулсем.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Кӑҫал шыв ҫийӗн тӗрлӗ хулана каякан ҫулсем уҫасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫитес ҫӗре ҫитме пулать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60947

Ҫулсем иртнӗ.

Прошли годы.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

— Юлашки вӑхӑтра ӗлӗкхи ҫулсем пӗтме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ним те калаймӑн: истори авӑрне чӑмакан ҫулсем ҫыннӑн чун-чӗрипе унӑн сӑн-пичӗ ҫине пичет лартса хӑвармасӑрах ҫухалмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сарлака хир варринче, Пушкарпа Пилешкасси тата Хураварпа Тушкил хушшинчи ҫулсем хӗресленнӗ тӗлте, кӑтра туратлӑ ватӑ хурӑн тӳпенелле кармашса ларать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Чылай ҫулсем иртсен, кикаклата-кикаклата кайӑкхурсем кӑнтӑр енчӗн ҫуралнӑ ҫӗршыва таврӑннӑ кунсенче, Хырла вӑрманӗсенче тарса ҫӳрекен пӑлхавҫӑсем патне аманса-сусӑрланса пӗтнӗ пӗр вӑтам пӳллӗ, хулӑм туталлӑ чӑваш пырса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрле тупа турӑмӑр — ҫулсем пӗрле пирӗн! — ҫирӗплетрӗҫ ун сӑмахне пурте.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех