Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ятпала (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Светланӑна орденсемпе медальсем панӑ ятпала командирсем те ҫырнӑ, вӗсем инҫетри Атӑл хӗрринчи карчӑкпа старике сӑпайлӑ та паттӑр хӗр ӳстернӗшӗн тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Мӗн ятпала чӗнмелле?

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫав ятпала эпӗ сире пурне те парнесем парасшӑн…

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ултӑ ҫул каялла Чӗмпӗрти чиркӳсенче Иккӗмӗш Александра вӗлернӗ ятпала кунӗпех чан ҫапнине аса илсе, ыйтрӗ Мария Александровна.

спросила Мария Александровна, вспомнив, что шесть лет назад в симбирских церквах целый день колокола били в набат по случаю убийства Александра II.

Ҫыру // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Хӑй тӑван пиччӗшӗсен ҫиллинчен — Авессалом кӗвӗҫӗвӗнчен те Адони кӳлешӗвӗнчен — тарса хӑтӑлса, ют ҫӗрсенче ют ятпала вӑрах ҫулсем хушши тертлӗхре сӗтӗрӗнсе ҫӳреме, питех те хӑрушӑ чухӑнлӑхра ним тивӗҫсӗрлӗхпе пурӑнма тивни ҫинчен те каласа панӑ патша ӑна.

Он говорил ей о долгих и тяжелых годах скитаний, когда, спасаясь от гнева своих братьев, от зависти Авессалома и от ревности Адонии, он принужден был под чужим именем скрываться в чужих землях, терпя страшную бедность и лишения.

IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Сана турӑ умӗнче, хамӑн ырӑ ятпала, аҫу тата ҫак пур ҫынсем умӗнче те качча илетӗп.

Беру тебя в жены перед богом, своей честью, твоим отцом и всеми этими людьми.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

управленинчен ман ятпала справка ҫырӑр.

Дайте на мое имя справку из управления.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех