Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Манса каясран тӗвӗ ту, акӑ сана тӗвӗлемелли япали, — терӗ вӑл, ашшӗ умне шыв вӗренӗн ҫыххине хурса.
Тӗвӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 16–17 с.
Юрӗ, терӗм, япали кирлӗскер, саккасларӑм.
«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138
Ӗҫе ӑнӑҫлӑ тӑрланӑ ятпа ӳт-пӗвӗме пӑртак лӑш парас, чун-чӗрене канӑҫлӑх кӳрес килчӗ: хулари хӑш-пӗр паллӑ вырӑнсене ҫитсе куртӑм, пур-ҫук укҫана типӗтсе ҫак хула ҫинчен асӑнмалӑх пӗр-ик алӗҫ япали туянтӑм, пасарта хӗвел ҫинче кӑвӑртнӑ пулӑпа та, ытти анӑш-тӑнӑшпа та тӑкӑнтӑм, вара «киле» таврӑнтӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
«Пӗр-пӗр Ваҫка-усурник каҫхи ухутана тухнӑ пулӗ ӗнтӗ. Тирек ҫулҫи ҫиҫкелесе илчӗ тес — япали ытла та аялта, ҫӗр ҫинче», — сӗмленсе утрӑм эпӗ пӗр супка.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ванюк хуҫӑлса кайнӑ йӗлтӗр юлашкине ҫӗклесе пынине курсан тин хӑйӗн вӗр-ҫӗнӗ, ӳкерчӗкри пек илемлӗ япали никама кӑтартичченех юрӑхсӑра тухнишӗн кӳренсе сасӑпах йӗрсе ячӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Пур-ҫук укҫи хӑвӑртах пӗтрӗ, сутмалли япали те пулмарӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
— Йӗксӗк япали темерӗн!
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӗтӗм япалана хатӗрлесе ҫитерсен (ытлашши тем япали пур ӗнтӗ чул крепоҫре выҫлӑ-тутлӑ пурӑнакан ҫарӑн — пӗр тупӑ та темиҫе йӗтре, ая сармалли улӑм тӳшек те кашни ҫийӗнче ҫӗтӗк сӑхман, ҫын пуҫне пӗрер ухӑ такмакӗ те пӗрер мӑшӑр ҫӑпата), хан таҫта вӑрман варринче тытакан выльӑх кӗтӗвне аса илчӗ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Япали ӗнтӗ вӑл — фотоаппарат.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.
Тата япали те мӗнле япала-ҫке.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӗчӗк Иливан ашшӗне хӑйӗн юратнӑ япали пирки хӑнасем умӗнче асӑрхаттарма хӑяймарӗ, ҫынсем саланса пӗтсен тусеймерӗ вара, сӗрме купӑса тӳрех ашшӗ патне йӑтса пычӗ.
2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Эй, мерекке япали! — терӗ вӑл.
2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Тупнӑ ҫын япали пирки тарӑхмалли — сутмалла пулнӑ илекен пур чух, — татса каларӗ Зинаида Степановна.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Япали темех ҫук та, сӗрме купӑс илмеллех пулчӗ Эльгеевӑн: Миллер музыкант рольне вылянӑ чух сӗрме купӑс кирлех пулать; тата чӑвашла концертсем те пулӗҫ, сӑмахран, чӑваш туйне кӑтартмасӑр епле иртӗ гастроль?
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
«Ҫын япали кирлӗ мар мана!»
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
— Ҫын япали кирлӗ мар мана.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫав хушӑрах Малькомӑн ытти япали, хӑйсем тӑнин виҫҫӗмӗш пайӗшӗн тӳлесен те, самаях пысӑк укҫана ҫаврӑнмалла.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫав тери капӑр ҫак инвентарӗн юлашки япали — почта хут листин ҫурса пайланӑ страници, унта ҫӳлте куҫарса ҫырни сыхланса юлнӑ — пӗр сӑмах: «Ывӑнтӑм».
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Мӗн япали ку?
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Калавӑмра ыттине пӑсса кӑтартма тивмерӗ, ҫавӑнпа та итлевҫе Гез характерӗ пирки, ӳсӗр хӗрарӑмпа пулса иртни ҫинчен каласа парсан ҫак тема тӳрех хӗрӳллӗ сӳтӳ-яву япали пулса тӑчӗ.
XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.