Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Эпӗ халӑм ҫитнӗ таран Туррӑм Ҫурчӗ валли мӗн кирлине турӑм: ылтӑн япаласем валли ылтӑн, кӗмӗл япаласем валли кӗмӗл, пӑхӑр япаласем валли пӑхӑр, тимӗр япаласем валли тимӗр, йывӑҫ япаласем валли йывӑҫ, харшана лартмалли оникс чулӗ, илемлӗ те тӗрлӗ тӗслӗ чулсем, хаклӑ йышши чулсем тата темӗн чухлӗ мрамор хатӗрлерӗм, 3. манӑн хамӑн та ылтӑн-кӗмӗл пурлӑхӑм пур, Туррӑм Ҫуртне юратнӑран эпӗ ӑна та Туррӑм Ҫурчӗ валли паратӑп; ку ӗнтӗ Сӑваплӑ Ҫурт валли хатӗрленӗ пурлӑх ҫумне хушса пани пултӑр: 4. ҫуртсен стенисене сӑрма виҫӗ пин талант ылтӑн, Офир ылтӑнӗ, ҫичӗ пин талант таса кӗмӗл паратӑп, 5. ҫакӑ ӗнтӗ ылтӑн япала тума, кӗмӗл япала тума, ӳнерҫӗсен алли тӑвакан япала валли пултӑр.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Тилҫе чирӗ тумтир ҫинче пулсассӑн, ҫӑм тумтир ҫинче е йӗтӗн тумтир ҫинче, 48. е йӗтӗн ҫиппинчен, е ҫӑм ҫиппинчен тунӑ кумӑ ҫинче е ураҫӑ ҫинче пулсассӑн, е тата сӑран ҫинче, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинче пулсассӑн, 49. тумтир ҫинчи е сӑран ҫинчи, е кумӑ ҫинчи, е ураҫӑ ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи пӑнчӑ симӗсрех е хӗрлӗрех пулсассӑн, ку — тилҫе чирӗ: ӑна священника кӑтартмалла; 50. священник чире тӗрӗслесе пӑхӗ те чир лекнӗ япалана ҫичӗ куна хупса хурӗ; 51. ҫиччӗмӗш кунне священник чир ернӗ япалана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те чирӗ тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е сӑран тӑрӑх, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала тӑрӑх сарӑлнӑ пулсассӑн, ку — ҫиекен тилҫе, таса мар чир; 52. священникӑн ҫав тумтире е куммине, е ҫӑмран, е йӗтӗнрен тунӑ ураҫҫине, е чир ернӗ кирек мӗнле сӑран япалана та ҫунтарса ямалла, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫиекен тилҫе: ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӑн-чӑн художник пӗчӗк япалана та пысӑк япалана ӳкернӗ пекех чаплӑ тума пултарать; уншӑн ирсӗр япалара ирсӗрри ним те ҫук, мӗншӗн тесен ун витӗр ӑна ҫуратнӑ туррӑн таса чунӗ пӑхса тӑрать, ирсӗр япала вӑл ырӑ япалах, мӗншӗн тесен вӑл турӑ чунӗ витӗр тасалса тухнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑрансан, вӑл хӑйӗн ӑшӑ вырӑнӗ ҫинче ачашланса выртать, унӑн тӑрасси килмест, вӑл шухӑшлать те, шухӑшламасть те, кӑштах тӗлӗрет те, тӗлӗрмест те, — ку вӑл шӑп кӑна паянхи куна тивекен хӑшпӗр япаласем ҫинчен — ҫак кунсене, мӗнле те пулин хуҫалӑхри япалана, мастерскоя, пӗлӗшсене, паянхи куна мӗнле ирттермелли ҫинчен тунӑ плана тивекен япаласем ҫинчен шухӑшлать, ку, паллах ӗнтӗ, тӗлӗрни мар; анчах, кунсӑр пуҫне, тата икӗ япала пур, туй хыҫҫӑн виҫӗ ҫултан виҫҫӗмӗш те пулчӗ, вӑл та, Митя, кунтах, ун аллинче; паллах, Дмитрий тусне хисепленипе «Митя» ӗнтӗ вӑл; ытти икӗ япаласенчен пӗри вара — пурнӑҫра ӑна хӑйне вырӑн, ирӗк паракан ӗҫ ҫинчен шухӑшлани, тепӗр шухӑш — Саша; ку шухӑша уйрӑм шухӑш теме те ҫук, вӑл кашни шухӑш ҫумне хушӑнать, мӗншӗн тесен Саша унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса тӑрать; ҫак шухӑш, ҫак уйрӑм мар, яланхи шухӑш ун пуҫӗнче пӗччен ҫеҫ юлсан вара, — вӑл ун пуҫӗнче нумай, питӗ нумай вӑхӑт пӗччен пулать, — ӑна мӗнле каламалла?
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Куратӑн-и, государьӑм, витӗр курса вулаканӑм, епле чее ҫынсем вӗсем, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем, епле вылять вӗсен эгоизмӗ: санӑнни пек мар, государьӑм, мӗншӗн тесен вӗсем, государьӑм, эсӗ киленекен япалапа мар, урӑххипе киленеҫҫӗ; вӗсем хисеплекен ҫынсем вӗсене ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем-ха тесе шутласан, ҫакӑ вара вӗсемшӗн чи пысӑк киленӳ пулать, ҫавна тӑвас тесе вӗсем, государьӑм, эсӗ хӑвӑншӑн тӑрӑшнинчен каях мар тӑрӑша-тӑрӑша, темӗн тӗрлӗ япала шутла-шутла кӑлараҫҫӗ, анчах та сирӗн тӗллевсем тӗрлӗрен, ҫавӑнпа та санпа вӗсем шутласа кӑларакан япаласем те тӗрлӗрен: эсӗ ыттисемшӗн сиенлӗ, киревсӗр япаласем шутласа кӑларатӑн, вӗсем ыттисемшӗн усӑллӑ, лайӑх япаласем шутласа кӑлараҫҫӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Данири паллӑ критик Георг Брандес Франс пирки ҫапла ҫырнӑ: «Ытти писательсем те, ун пекех, ҫивчӗ ӑслӑ пулма пултараҫҫӗ, ун пекех витӗмлӗ кулса мӑшкӑллама пултарнӑ пек те туйӑнма пултараҫҫӗ, — ҫапах та вӗсем ун пек мар. Фарфортан тунӑ чи паха япаласен складне пӗр-пӗр урӑх фабрикӑран илсе пынӑ япалапа пӗрех вӑл, урӑх фабрикӑран илсе пынӑ япала складра выртакан япала пекех илемлӗ пулсан та, хӑть мӗнле эрешлесе пӗтернӗ пултӑр ӑна, сутаканни ӑна алла илет те, ҫавӑркаласа пӑхса, тӳрех: «ҫук, ку урӑх масса», тесе хурать.
Анатоль Франс // А. Роскин. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с. — 3–6 с.
Пилӗк ҫын валли пулсан, Итали опери те пулма пултаракан япала мар вӗт, анчах пӗтӗм Петербург валли питех те пулма пултарнӑ япала, ӑна пурте кураҫҫӗ, пурте илтеҫҫӗ; вунӑ ҫын валли пулсан, «Н. В. Гоголӗн пӗтӗмпех пухса кӑларнӑ сочиненийӗсем те — Мускав 1861 ҫ.» пулма пултаракан япала мар вӗт, пӗтӗм халӑхшӑн пулсан вара питех те пулма пултаракан тата хаклӑ мар япала, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
3. Ҫын хӑйӗнчен юхса тухнине пула тасамарланни ҫинчен калакан [саккун] акӑ ҫакӑ: унӑн ӳтӗнчен юхса тухаканни юхать пулсассӑн е ҫав юхаканни ӳтӗнче чарӑнса-тытӑнса тӑрать пулсассӑн, ҫакӑ унӑн тасамарлӑхӗ пулать; 4. ҫавӑн пек ҫын выртнӑ кирек мӗнле вырӑн та таса мар; кирек мӗнле япала та, ун ҫине [вӑрлӑхӗ юхакан ҫын] ларсассӑн, таса мар; 5. кам унӑн ҫывӑрмалли вырӑнне сӗртӗнет, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 6. кам та кам ӳтӗнчен юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын ларнӑ пӗр-пӗр япала ҫине ларать, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 7. кам та кам юхтарса ҫӳрекен ҫыннӑн ӳтне сӗртӗнет, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 8. юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын таса ҫын ҫине сурсассӑн, таса пулнӑ ҫыннин тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 9. кирек мӗнле лав та, ун ҫинче юхтарса ҫӳрекен ҫын ларса пынӑ пулсассӑн, [каҫченех] таса мар [пулӗ]; 10. ҫав чирлӗ ҫын айӗнче пулнӑ пӗр-пӗр япалана сӗртӗнсессӗн, кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ; ҫав япалана ҫӗклесе каякан ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 11. юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын, аллине шывпа ҫумасӑр кама та пулин сӗртӗнсессӗн, ҫав ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 12. юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын тӑм савӑта сӗртӗнсессӗн, ӑна ҫӗмӗрмелле, йывӑҫ савӑт-сапана кирек хӑшне те шывпа ҫумалла, [вара таса пулӗ].
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Эхер те священник чир тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е кирек мӗнле сӑран япала тӑрӑх сарӑлса кайманнине курсассӑн, 54. вӑл чир ернӗ япалана ҫуса тасатма хушӗ те ӑна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса хурӗ; 55. чир ернӗ япалана ҫуса тасатнӑ хыҫҫӑн священник чир суранӗ улшӑнманнине тата чирӗ сарӑлса кайманнине курать пулсассӑн, ку япала таса мар, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр; ку вӑл — пиччӗн енче е тӳнтер енче чир ҫисе тунӑ путӑк.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах ҫакӑ вӑл епле пулсан та пулмалли япала мар, хӑтӑлса юлма май ҫук япала та мар, ӑнсӑртран пулнӑ япала ҫеҫ тесе епле ӗнентерес-ха?
13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Сире шухӑшласа кӑларнӑ шикленмелли япаласем кӑмӑла каяҫҫӗ, хитрен каласа кӑтартнӑ хӑрушӑ япаласем кӑмӑла каяҫҫӗ, фантазиллӗ-хӑрушӑ япала сире кӑмӑллӑн хумхантарать.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана пӗрмаях вӑл пӗр-пӗр япала чертить тума, тӗрлесе, картла выляма пӑрахса, темскер урӑх, интереслӑ япала тума тытӑнас пек туйӑнать, хӑй сасартӑк ӗҫе пӑрахса, темскерле курман япалана пӑхнӑ пек, вӑл тӗлӗннӗ куҫӗсене сиктермесӗр ӗҫе ҫине пӑхса темӗн ҫинчен час-часах шухӑшлать, ҫавна тума пуҫлас пек туйӑнать.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ арчинче вылямалли япаласем пур пулӗ тесе шутларӑм: ман хамӑн нихӑҫан та вылямалли япала таврашӗ пулман, вӗсене юри ним вырӑнне хуман пек пулаттӑм, анчах камӑн ун пек япаласем пур — ҫав ачасенчен эпӗ пӑртак кӗвӗҫеттӗм.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӗслӗхрен, эпир, Володьӑпа иксӗмӗр, аяларах кӑтартнӑ сӑмахсене, тур пӗлет-и мӗнле майпа, ак мӗнле ӑнланакан пулса кайрӑмӑр: иҫӗм укҫа пуррине мухтанчӑклӑн кӑтартас кӑмӑла пӗлтеретчӗ, мӑкӑль (ӑна каланӑ чух пӳрнесене пӗрлештермеллеччӗ тата икӗ ӑ ҫине те уйрӑм пусӑм тумаллаччӗ) вӗр-ҫӗне, тӗреклӗ, хитре, анчах шукӑль мар япалана пӗлтеретчӗ; нумайлӑ хисепре каланӑ япала ячӗ ҫав япалана тивӗҫсӗр ҫӗртен хакланине пӗлтеретчӗ т. ыт. те, т. ыт. те.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку ҫу вӑхӑтӗнче эпӗ тунсӑхланӑран Любочкӑпа тата Катенькӑпа туслашма, вӗсемпе калаҫма темиҫе хут тытӑнса пӑхрӑм, анчах кашни хутрах вӗсен логика тӑрӑх шухӑшлас пултарулӑх ҫукки ҫине пыра-пыра тӑрӑнтӑм, вӗсем куллен тӗл пулакан чи ансат япаласене те, сӑмахран, укҫа мӗнле япала иккенне, университетра мӗн вӗреннине, вӑрҫӑ мӗнне тата ытти ҫакнашкал ыйтусене те пӗлмеҫҫӗ, ҫав япаласем ҫинчен ӑнлантарнине пач итлесшӗн мар, ҫавӑнпа вӗсемпе туслашма хӑтланни хӑйсем ҫинчен эпӗ лайӑх мар шухӑшланине ытларах ҫирӗплетрӗ ҫеҫ.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл ҫавӑн пек тӗлӗннинче Яков темле ухмахларах япала пуррине асӑрханӑ; арҫын ача, вылямалли япаласен магазинне пырсан, ҫавӑн пек тӗлӗнет вара, анчах ачи вӑл — ҫав вылямалли япаласенчен хӑшӗсем лайӑхраххине ӑслӑн та тӳрех уйӑрса илекенскер.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сана мӗнле те пулин пӗр япала илӗртет, пӗр япала кӑмӑла каять — эсӗ унпа ларатӑн, ытти вара саншӑн ниме кирлӗ мар япала пулса тӑрать, эс ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхасшӑн мар.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Халӗ идилли тенине килӗштерсех каймаҫҫӗ, эпӗ ӑна хам та пачах юратмастӑп, — уҫӑлса ҫӳреме юратман пекех, спаржӑна юратман пекех юратмастӑп эпӗ ӑна, — сахал-и вӑл эпӗ юратман япала, — пӗр ҫын пур тӗрлӗ апата та, пур тӗрлӗ йӑпанмаллисене те килӗштерме пултараймасть-ҫке-ха; анчах ҫав мана килӗшмен япаласем питӗ лайӑх япаласем пулнине, вӗсем нумай ҫынна килӗшнине е килӗшме пултарнине эпӗ пӗлетӗп.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах ӗнтӗ, вӗсем кирек мӗнле куҫса ҫӳресен те тата ку элементсенчен пылчӑк евӗрлӗ мар темӗн тӗрлӗ япала: пулсан та, ҫав япаласем пурте сывӑ мар, юрӑхсӑр япаласем пулӗҫ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйрӑлса, ни каяс, ни каяс мар пек, урам варринче ҫапӑнкаласа тӑнӑ; тавлашса та калаҫкаласа сӗрленӗ, пӳрт стенисем ҫумне пыра-пыра тӗртӗннӗ, унтан каллех, хура шӗвӗ япала пек, урам варрипе юха-юха тулнӑ — халӑх хушшинче иккӗленнӗ шухӑшсем кӑшт палӑрмалла ҫеҫ ҫаврӑнса ҫӳрени сисӗннӗ; темле, пурне те кирлӗскере пит хытӑ кӗтни паллӑ пулнӑ, ҫав кӗтекен япала вара ҫитес тӗлӗн ҫулне ӗҫ ӑнассине ӗненнипе ҫутатмалла пулнӑ, вӑл ӗненни вара пур татӑксене те шӑратса, пӗр ҫирӗп яштака япала туса ҫыхӑнтармалла пулнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.