Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япала сăмах пирĕн базăра пур.
япала (тĕпĕ: япала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Захара, ҫамрӑк чухне улпут ҫуртӗнче лакейра пулнӑ хыҫҫӑн, Илья Ильича пӑхакан «этем» туса лартнӑ та, ҫавӑнтанпа вӑл хӑйне кирлӗ япала вырӑнне мар, илемлетекен япала вырӑнне, авалхи йӑлан тулли пурнӑҫне тата чапне тытса тӑмалли япала вырӑнне шутланӑ.

Захар, отслужив в молодости лакейскую службу в барском доме, был произведен в дядьки к Илье Ильичу и с тех пор начал считать себя только предметом роскоши, аристократическою принадлежностью дома, назначенною для поддержания полноты и блеска старинной фамилии, а не предметом необходимости.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

11. Ҫӗр ҫинчи купсасем те уншӑн уласа йӗрӗҫ: ӗнтӗ вӗсен таварне никам та туянмасть, 12. ылтӑн-кӗмӗл япала, хаклӑ йышши чул, ӗнчӗ-ахах, хаклӑ виссон, хӗрхӗлтӗм пусма, пурҫӑн, йӑмӑх хӗрлӗ пусма, ырӑ шӑршӑллӑ тӗрлӗ йышши йывӑҫ, сӑлан шӑмминчен тунӑ тӗрлӗ япала, хаклӑ йывӑҫран, пӑхӑртан, тимӗртен, мрамортан тунӑ тӗрлӗ япала, 13. корицӑпа фимиам, мирӑпа латӑн, эрехпе йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫӑнӑх, тулӑ, выльӑх-чӗрлӗх, сурӑх, лаша, урапа, этем ӳчӗ, этем чунӗ туянакан никам та ҫук.

11. И купцы земные восплачут и возрыдают о ней, потому что товаров их никто уже не покупает, 12. товаров золотых и серебряных, и камней драгоценных и жемчуга, и виссона и порфиры, и шелка и багряницы, и всякого благовонного дерева, и всяких изделий из слоновой кости, и всяких изделий из дорогих дерев, из меди и железа и мрамора, 13. корицы и фимиама, и мира и ладана, и вина и елея, и муки и пшеницы, и скота и овец, и коней и колесниц, и тел и душ человеческих.

Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Вӗсен туррисенӗн кӗлеткисене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярӑр; вӗсем ҫинчи кӗмӗле е ылтӑна илме ан шутла: ку вӑл саншӑн серепе пулса ан тӑтӑр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫашӑн, санӑн Туррушӑн, ирсӗр япала; 26. ирсӗр япалана хӑвӑн килне илсе ан кӗр, ун пек тупаланмалла ан пултӑр; унран пӑрӑн, унран йӗрӗнсе тӑр, мӗншӗн тесессӗн ку вӑл — пӗтермелле тупаланӑ япала.

25. Кумиры богов их сожгите огнем; не пожелай взять себе серебра или золота, которое на них, дабы это не было для тебя сетью, ибо это мерзость для Господа, Бога твоего; 26. и не вноси мерзости в дом твой, дабы не подпасть заклятию, как она; отвращайся сего и гнушайся сего, ибо это заклятое.

Аст 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пӗрремӗш хут Метрополитен музейӗ авалхи перуан япалисен пухӑвне 1882 ҫулта илнӗ, анчах та Африкӑран, Океанирен тата икӗ Америкӑран экспонатсем тӗллевлӗн туянасси 1969 ҫулта магнат тата филантроп Нельсон Рокфеллер хӑйӗн 3000 ытла япала шутне кӗрекен коллекцине музее панинчен кӑна пуҫланнӑ.

Впервые Метрополитен-музей приобрёл собрание древних перуанских предметов в 1882 году, но целенаправленное приобретение экспонатов из Африки, Океании и обеих Америк началось только в 1969, когда магнат и филантроп Нельсон Рокфеллер передал музею свою коллекцию, насчитывавшую более 3000 предметов.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Таса суран кӑна пулсан, вӑл медсанбатра кӑштах выртмалӑх кӑначчӗ, пӗрре те хӑрушӑ япала марччӗ, анчах унта гангрена текен япала пырса ҫыпҫӑнчӗ те, ӗҫ йӑлтах урӑх майлӑ ҫаврӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пӗр-пӗр япала тума шутлатӑн та, тума тытӑнсан вара пачах урӑх япала пулса тухать, малтан шухӑшланинчен те лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Алӑ ӗҫӗ - питӗ лайӑх эмел // Неля САБАХОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... el-3645896

Ылтӑнпа хаклӑ япала текеннисем — пӗтӗмпех суя япаласем…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр япала патӗнчен тепӗр япала патне чупса кайса, вӗсенчен лайӑхрах ярса тытас пулать.

Приходилось быстро перебегать от одного предмета к другому и крепко за них держаться.

Тинӗс // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫак япала (ӑна урӑхла калама май ҫукран, ҫапла «япала» тесен те ӑнланӗҫ) унӑн чун-чӗрине чӑрсӑр, телейлӗ вӑй-хӑват вӗрсе кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Этем чи малтан хӑйне мӗн-мӗн кирли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать пулсан, хӑйӗн ӗҫне шалтан хистенипе тумасан, унӑн ӑшӗнче «хамӑн кӑна пурӑнса юлас» текен шухӑш йӑва ҫавӑрнӑ пулсан — лартнӑ йывӑҫӗ те лайӑххӑн чӗрӗлмест ун пеккин, курӑкӗ те лайӑххӑн ешермест, кирек хӑш япали те чунтан тунӑ япала пулмасть.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Эпӗ бетон е урӑх япала бригадӑна график тӑрӑх пырса тӑрасса кӗтетӗп, стройкӑра прогресс саманине тивӗҫлӗ йӗрке пултӑр тетӗп — эсӗ вара, Аликов, пӑшатанран та хӑвӑртрах шӑтарса кӗрес пултарулӑхпа усӑ курса, ман бригадӑна пырас бетона е урӑх япалана маларах ярса илетӗн те мана йывӑрлӑха кӗртсе ӳкеретӗн.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫапла каларӗ вӑл хӗрарӑм ҫинчен: «Арӑм тени пулмаллах ҫуртра. Вӑл ҫуккипе тахӑш япала вырӑнӗ пушӑ пек, хам вӑйпа туяннӑ темле япалана такам илсе тухса кайнӑ пек туйӑнать».

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Япали ку, пирӗншӗн пулсан, пӗрре те мухтанмалли япала марччӗ: чӗрик-чӗрик, шӑлтӑр-шалтӑр сас туса, ӑҫта та пулсан анса каям е пырса тӑрӑнам та вуҫех ҫӳрейми пулам, вӗҫлентӗрех вара асаплӑ ӗмӗрӗм, тенӗ евӗр, ялан ҫул айккинелле пӑрӑнма хӑтланса, ҫилсӗр ҫанталӑкри ҫӗтӗк пӗлӗт татӑкӗнчен те хуллентерех шуса пыратчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Форум аталанса пырассине ӗнентерекен япала, мӗншӗн тесен ҫакӑнта ялти ҫамрӑксем пухӑнса, пӗр-пӗринпе тӗл пулса пӗр-пӗрне тӗрлӗ шухӑшпа пуянлатни – чи кирлӗ япала.

Куҫарса пулӑш

«Ялта чи лайӑххисем» 1500 ҫынна пухрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=mUDdzZrkAJY

«Ҫивӗч япала, халӑха шавлаттаракан япала пулать ку ман», — хӑпартланчӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мана пӗр япала тӗлӗнтерчӗ — вӑл ытла та илемлӗ пулни, тепӗр япала интереслентерчӗ — унӑн кӑмӑлпе, унӑн шухӑш-туйӑмӗсене пӗлес килни.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫыннӑн ҫутӑ ӗмӗчӗсем ҫинчен, унӑн пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен тата эпӗ ыйтакан япала пӗрре те ултавҫӑллӑ ӗҫ мар, пачах та урӑхла, пархатарлӑ япала ҫеҫ пулни ҫинчен тем те пӗр философилесе пӗтертӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Анчах ҫав пӗтӗмӗш текен сӑмах, ӑна ӑнлану енӗпе илсе пӑхас пулсан, пӗр пӗлтерӗш пулин те, пӗр япала мар, темӗн чухлӗ вак япаларан пухӑнса пулать».

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Чӑваш чӗлхинче паллӑ ячӗсен хисепӗ пысӑк мар, япалан паллине эпир нумай чухне тепӗр япала урлӑ кӑтартатпӑр: хурӑн вутти, пир-авӑр комбиначӗ, тимӗр тӑпри, чул ҫурт.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫавӑнпа эпир: савӑчӗ те лайӑх, илемлӗ, тӗплӗ тунӑ япала пултӑр, ун ӑшӗнче ӗҫме-ҫиме те чуна кантармалла, чӗре ҫумне ҫыпӑҫмалла, усӑллӑ япала пултӑр тетпӗр».

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех