Шырав
Шырав ĕçĕ:
эполечӗсене (тĕпĕ: эполет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл хӑйӗн хулпуҫҫи ҫинчи кӗмӗлленӗ эполечӗсене — тӗнчери пит те пысӑк та ҫирӗп империн эполечӗсене — мӑнкӑмӑллӑн ҫӗклерӗ.
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Ав, пӑхӑр-ха, — тет, — эполечӗсене кӗпи-мӗнӗпех тӑпӑлтарса илнӗ.
Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.
Ҫак сисӗм-туйӑма пула вӑл ҫав тери нумай ырлӑха ҫухатнӑ — ӑна пула вӑл хӑйӗн хӑнӑхнӑ вырӑнне, сакӑр ҫул хушши тӑрӑшнипе туяннӑ ҫемҫе тенкел пуканлӑ хваттерне, палланӑ ҫыннисене, пуян хӗре качча илес ӗмӗтне парнеленӗ, — йӑлтах пӑрахнӑ та вӑл, ӗмӗрлӗхех мухтава тухса генерал эполечӗсене илес ӗмӗтпе, февральтех-ха действующи ҫара яма ыйтса прошени панӑ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Виҫҫӗмӗш тӳми ҫумне йӗс вӑчӑра ҫаклатса янӑччӗ, ун ҫине икӗ хутлӑ лорнет ҫакнӑ; калама ҫук пысӑк эполечӗсене амур ҫунаттисем пек туса, ҫӳлелле тавӑрнӑ; атти чӗриклетет, сулахай аллине хӑмӑр лайковӑй перчеткипе карттусне тытнӑ, сылтӑмӗпе кӑтралатнӑ ҫӳҫ пайӑркине самантсерен тӳрлеткелесе илет.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хула варринелле ансан, бульвар тӑрӑх утрӑм, унта эпӗ салхуллӑ ушкӑнсене тӗл пултӑм, вӗсем майӗпен кӑна ту ҫинелле улӑхатчӗҫ; кунта пуринчен ытла ҫеҫен хир улпучӗсен ҫемйисем: ҫавсем иккеннче часах тавҫӑрса илме те пулать, упӑшкисем вӗсен модӑран туха пуҫланӑ кивӗ сюртуксем тӑхӑннӑ, майрисемпе хӗрӗсем вара питӗ хитре тумланнӑ: шывпа сывалма пынӑ ҫамрӑксене вӗсем йӑлтах шута илсе пӗтернӗ пулас, мӗншӗн тесен вӗсем ман ҫине те питех ӑшӑ кӑмӑлпа пӑха-пӑха илчӗҫ: Петербургра ҫӗлетнӗ сюртукӑм улталарӗ вӗсене, анчах, ҫийӗмре ҫар эполечӗсене курсанах вӗсем тарӑхса, аяккалла пӑхса иртрӗҫ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Страницăсем:
- 1