Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыткӑнаҫҫӗ (тĕпĕ: ыткӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нимӗҫсем окопран сике-сике тухаҫҫӗ те, каскӑллӑ пӳҫӗсене малалла пӗксе, пирӗн ҫинелле ыткӑнаҫҫӗ.

Немцы неловко выскакивали из окопов и, чуть пригнув головы в касках, шли прямо на нас.

1944-мӗш ҫул // .

Вӗсем отряд вырнаҫнӑ кил патне вӗҫтерсе ҫитеҫҫӗ, лашасем ҫинчен сиксе анаҫҫӗ, ҫатансем урлӑ каҫса, пӳрт патне ыткӑнаҫҫӗ.

Подлетели ко двору, соскочили с коней и через плетни ринулись к дому.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // .

Хум чӑнкӑ ҫырана ҫапӑнса каялла сиксе ӳкнӗ пек чакса, ҫӗнӗрен «Даешь!» тесе хӑрушшӑн кӑшкӑрса малалла ыткӑнаҫҫӗ.

Откатываясь назад, как волна от крутого берега, отходили и снова бросались вперед со страшным: «Даешь!»

Саккӑрмӗш сыпӑк // .

Ҫара урисем ҫине сивӗ шыв тӑка-тӑка, ачасем картишнелле чупса кӗреҫҫӗ те, витресене юман каткана пушатса, пӗр тӑхтамасӑр каллех пусӑ патнелле ыткӑнаҫҫӗ.

Обливая холодной водой босые ноги, мальчишки мчались во двор, опрокидывали ведра в дубовую кадку и, не задерживаясь, неслись обратно к колодцу.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Аялалла, Дон еннелле, сӗвек тӑвайккисемпе бахчасем тӑрӑх пӗчӗкҫӗ юханшывсем кӑпӑкланса ыткӑнаҫҫӗ.

Вниз, к Дону, по косогору, по бахчам стремились вспенившиеся ручьи.

XVI // .

Картлашка тӑрӑх пӗтӗм ушкӑнӗпе, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, ҫӳлелле ыткӑнаҫҫӗ.

По лестнице, толпой, опережая друг друга, бросились наверх.

XV // .

Ыткӑнаҫҫӗ вӗсем крепость валӗ патне.

Рванулись они к крепостному валу.

«Штурмлама! Аркатма!» // .

Хӗрлӗ, кӑвак, шупка-хӗрлӗ витӗсемпе тумлантарнӑ лашасем, ҫилхисемпе ҫамкисем ҫине хутран тунӑ чечексем, тӗрлӗ лентӑсем ҫивӗтлесе ярса капӑрлантарнӑскерсем, хӑнкӑрмисене хӑнкӑртаттарса, кӑпӑк чӑмаккисем тата-тата ӳкерсе, ҫул тӑрӑх ҫил пек ыткӑнаҫҫӗ.

Лошади в кумачных, голубых, бледно-розовых попонах, в бумажных цветах, в лентах, заплетенных в гривы и челки, в перезвяке громышков, стлались над кочковатой дорогой, роняя шмотья мыла.

21 // .

Сӑрт пек ҫӳлӗ шыв хумӗсем шавлаҫҫӗ, тусем ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна илеҫҫӗ те, ялкӑшса та йынӑшса каялла ыткӑнаҫҫӗ, таҫта инҫетре макӑраҫҫӗ.

Водяные холмы гремят, ударяясь о горы, и с блеском и стоном отбегают назад, и плачут, и заливаются вдали.

X // .

Тата кӑштах вӑхӑт иртсен, пирӗн оборона пӗтет те нимӗҫ ҫарӗсем Мускав ҫине ыткӑнаҫҫӗ тесе шутланӑ вӑл.

Он считал: еще немного, и наша оборона лопнет, и немецкие войска хлынут к Москве.

XXI // .

Ҫывӑхра снаряд ҫурӑлса кӗмсӗртетсен, вӗсем йынӑша-йынӑша, ӑҫта килнӗ унта ыткӑнаҫҫӗ те Ленӑна та хӑйсем хыҫҫӑн сӗтӗрсе каяҫҫӗ.

Если разрывался вблизи снаряд, они с визгом бросались куда попало и тащили Лену за собой на поводке волоком.

VIII // .

Ҫулсем тӗлӗпе, сасартӑк ҫинҫе сасӑпа шӑхӑрса, тискер те хыткан «мессершмитсем» ирте-ирте каяҫҫӗ, ҫынсем вара, усал кайӑк саслӑн чӑклатса ҫурӑлакан пульӑсенчен хӑтӑлас тесе, сехре хӑпнипе, ҫултан аяккалла ыткӑнаҫҫӗ.

Над дорогами внезапно с высоким диким свистом проносились сухие хищные «мессершмитты», и люди в ужасе бросались в стороны, спасаясь от злобного птичьего щелканья разрывных пуль.

X // .

Нимӗҫсен самолёчӗсем хӗвел ҫуттинче караппӑл ҫуначӗ пек кӑвакрах сарӑ тӗслӗ ҫуначӗсене ялкӑштарса, кӗрхи пӗлӗт айӗпе хӗвелтухӑҫнелле каяҫҫӗ; вӗсем уласа ҫулсем тӗлнелле ыткӑнаҫҫӗ, ҫӗр хыттӑн ахлата-ахлата илет те унтан вара сапаланчӑк хура тӗтӗм пайӑркисем сирпӗне-сирпӗне хӑпараҫҫӗ.

В осеннем поднебесье, сверкая на солнце, тянулись на восток немецкие самолеты; они с воем бросались на дороги, и земля тяжко ахала, и над ней взлетали черные кудлатые султаны дыма.

I // .

Хӗпӗртенӗ гитлеровецсем ун ҫине ыткӑнаҫҫӗ, аллисене, урисене пӑрма пуҫлаҫҫӗ, кӑшт ҫеҫ таткаласа пӑрахмаҫҫӗ, унтан штольнӑран ҫӳле сӗтӗрсе каяҫҫӗ.

Фашисты с торжествующим криком бросились на старого партизана, вцепились в него, схватили его за руки, за ноги и, выкручивая их, потащили к выходу на поверхность.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // .

Ракетсем тӗттӗм пӗлӗтелле ыткӑнаҫҫӗ те, тискеррӗн авӑнса, лакӑм ӑшне ҫӳлтен пӑхаҫҫӗ.

Ракеты взвивались в черное небо и, хищно изогнувшись, заглядывали в котлован сверху.

Улттӑмӗш сыпӑк // .

Пурте чупаҫҫӗ, пурте ҫаплах малалла ыткӑнаҫҫӗ, хыҫалтан такам йӗрлесе чупнӑ пек хӑйсем ҫын иккенне манса васкаҫҫӗ.

Все бежали, все неслись вперед, задыхаясь и не помня себя, как люди, за которыми кто-то гонится по пятам.

XXXVII. Икӗ юханшыв // .

Чи лайӑххи вӑл акӑ мӗн: икӗ дворнике кухньӑра пытантарас та вара паллӑ парсанах вӗсем Лопухов ҫине ыткӑнаҫҫӗ, ӑна хӗнесе тӑкаҫҫӗ.

Самый чувствительный состоял в том, чтобы спрятать на кухне двух дворников, — они бросятся на Лопухова по данному сигналу и исколотят его.

XXIII // .

Пур енчен те ун ҫинелле вагонсем, кӳмесем ыткӑнаҫҫӗ, — тӗксӗм шӑрҫа тирсе тултарнӑ темле вӑрӑм ҫип тӑсӑлать пек.

Со всех сторон на пего летят вагоны, коляски,- двигается какая-то длинная нить, на которой нанизаны темные бусы.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Ҫынсем кӑшкӑрашса, йынӑшса, йытӑсем хӑрӑлтатса, урам тӑрӑх ыткӑнаҫҫӗ.

Люди с криками, с воплями, собаки с лаем мчатся по деревне.

IX сыпӑк // .

Илья Ильичӑн мӗн те пулин тӑвас килсен, вӑл куҫне ҫеҫ хӗссе илет — виҫӗ-тӑватӑ тарҫӑ ун кӑмӑлне тултарма ыткӑнаҫҫӗ; мӗн те пулин ӳкерет-и вӑл, мӗнле те пулин япала илсе килмелле пулать-и, вӑл илеймест, мӗн те пулин пырса памалла-и, чей илсе килмелле-и унӑн, ҫивӗч ачан, пурне те хӑйӗн тӑвасси килет, анчах акӑ сасартӑк ашшӗпе амӑшӗ, виҫӗ инкӗшӗ, пиллӗкӗн пӗр харӑс кӑшкӑрса пӑрахаҫҫӗ:

Захочет ли чего-нибудь Илья Ильич, ему стоит только мигнуть — уж трое-четверо слуг кидаются исполнять его желание; уронит ли он что-нибудь, достать ли ему нужно вещь, да не достанет, — принести ли что, сбегать ли за чем: ему иногда, как резвому мальчику, так и хочется броситься и переделать все самому, а тут вдруг отец и мать, да три тетки в пять голосов и закричат:

IX сыпӑк // .

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех