Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Ноя, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене Турӑ татах каланӑ: 9. акӑ Эпӗ сирӗнпе тата сирӗнтен кайран килес тӑхӑмӑрпа халал хыватӑп, 10. сирӗнпе пӗрле пулнӑ пур чӗрӗ чунпа — вӗҫен кайӑксемпе, выльӑх-чӗрлӗхпе, ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑкпа — карап ӑшӗнчен тухнисемпе пуринпе те, ҫӗр ҫинчи пур чӗрчунпа та халал хыватӑп; 11. урӑх нимӗнле чӗрчуна та талай шывӗпе пӗтермӗп тесе, текех ҫӗре ҫука хӑваракан талай пулмӗ тесе, Эпӗ сирӗнпе халал хыватӑп, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ, Нойпа унӑн ывӑлӗсене пиллесе, вӗсене ҫапла каланӑ: ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗре тулса ҫитӗр, [ӑна тытса тӑрӑр]; 2. ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, [ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗх,] тӳпери пур вӗҫен кайӑк, ҫӗр ҫинчи пур кусан-ҫӳрен, тинӗсри пур пулӑ сирӗнтен хӑратӑр, сирӗнтен чӗтресе тӑтӑр: вӗсене сирӗн алла панӑ; 3. пӗтӗм пурӑнакан кусан-ҫӳрен сирӗн валли ҫимӗҫ пулӗ; унччен ешӗл курӑк панӑ пек, ҫакна пурне те сире паратӑп; 4. анчах чунӗ-юнӗ пур ӳте ан ҫийӗр; 5. Эпӗ хӑвӑр юнӑра та шыраса илӗп: сирӗн пурӑнӑҫӑр — юнра, ӑна кирек хӑш тискер кайӑкран та шыраса илӗп, ҫын чунне ҫын аллинчен, унӑн тӑванӗн аллинчен те шыраса илӗп; 6. кам ҫын юнне тӑкӗ, унӑн юнне те ҫын аллиех тӑкӗ, мӗншӗн тесессӗн этеме Турӑ сӑнарлӑ пултарнӑ; 7. эсир ӗнтӗ ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗр тӑрӑх сарӑлӑр, ҫӗр ҫинче йышлӑлансах пырӑр, тенӗ.
Пулт 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫемьесенче мӑшӑрӗсене, ашшӗсене тата ывӑлӗсене яланах ырӑ кӑмӑлпа, ӑшӑ кулӑпа кӑна кӗтсе илччӗр.
Мартӑн 19-мӗшӗ - паллӑ кун // «Морское братство» обществӑлла организацин йӗркелӳ комитечӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18
Сӑмахран, ывӑлӗсене, кинӗсене кофта-свитер ҫыхса тӑхӑнтартасшӑн.
«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Еткерӗ ывӑлӗсене юлнӑ.
Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Вӑл ывӑлӗсене амӑшӗн ӑшшине парса ҫитӗнтерсе, вӗсене пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшнӑ.Давая материнское тепло своим сыновьям, она помогла им в жизни выбрать правильный путь.
Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4
Ывӑлӗсене, мӑшӑрӗсене вӑрҫӑ уйӗнчен кӗтсе илеймен амӑшӗсемпе салтак арӑмӗсем ҫакӑншӑн вӗсене ҫӗре ҫити пуҫ тайса тав тунӑ.Недожавшиеся с поле брани своих сыновей и мужей матери и вдовы до земли поклонились им.
Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16