Шырав
Шырав ĕçĕ:
30. Моисей Израиль ывӑлӗсене каланӑ: астӑвӑр, Ҫӳлхуҫа Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа илчӗ, 31. ӑна Турӑ Сывлӑшӗ пачӗ, тулли ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх пачӗ, 32. хӳхӗм пир тӗртме, ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр япаласем тума, 33. харшаласа лартмалли чулсем касма, йывӑҫа касса тӗрлеме тата тӗрлӗрен хитрелетмелли ӗҫсем тума вӗрентрӗ; 34. ыттисене вӗрентмешкӗн унӑн чӗрине те, Дан йӑхӗнчен тухнӑ Ахисамах ывӑлӗн Аголиавӑн чӗрине те пултарулӑх хыврӗ, 35. [сӑваплӑ пӳлӗм валли] касса эрешлекен ӑстаҫӑн тата тӗрлесе тӗртме пӗлекенӗн пур ӗҫне тума, сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ пир ҫине, виссон ҫине тӗрлеме пӗлекенӗн тӗрлӗ ӗҫне тума, тӗрлӗ япала тӗртме, хӳхӗм пусма тума пӗлекенсен ӗҫне тума Вӑл вӗсенӗн чӗрине тулли ӑслӑлӑх хыврӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫӳлхуҫапа калаҫмашкӑн Ун патне кӗнӗ чухне Моисей пӗркенчӗкне хывнӑ, унтан тухиччен те витӗнмен; тухсассӑн, [хӑйне Ҫӳлхуҫа] мӗн каланине Израиль ывӑлӗсене пӗтӗмпех каласа панӑ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫав ҫӗрте пурӑнакансемпе килӗшӳ ан ту: вӗсем хӑйсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланнӑ чухне, хӑйсен туррисене чӳк парни кӳнӗ чухне сана ан чӗнччӗр, вӗсен парнисене санӑн та астивмелле ан пултӑр; 16. вӗсен хӗрӗсене хӑвӑн ывӑлусем валли качча ан ил, [хӑвӑн хӗрӳсене те вӗсен ывӑлӗсене качча ан пар,] вӗсен хӗрӗсем, хӑйсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланса, санӑн ывӑлусене те хӑйсен туррисем енне ҫавӑрса вӗсене аскӑнланас енне ан яччӑр.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсене кала: эсир чурӑс халӑх; сирӗн хушшӑрта пырас пулсассӑн, Эпӗ сире пӗр самантра пӗтерсе пӑрахӑп; эппин, эрешӗрсене хӑвӑр ҫийӗртен хывӑр; Эпӗ сире мӗн тумаллине курам, тенӗ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Тапӑр патне ҫывӑхарсассӑн, пӑру кӗлеткине тата ташлакансене курсассӑн, унӑн ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ те, вӑл, аллинчи чул хӑмасене ҫӗре вӑркӑнтарса, вӗсене ту айӗнче ҫапса ҫӗмӗрнӗ; 20. унтан вӑл вӗсем тунӑ пӑрӑва илнӗ те ӑна вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, ӑна, тусан пек ӑвса, шыва сапнӑ та шывне Израиль ывӑлӗсене ӗҫме панӑ.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: 13. Израиль ывӑлӗсене ҫапла кала: Манӑн шӑматкунӑмсене уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн ку — Эпӗ сире тасалӑх тивлечӗ парса тӑракан Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлтерсе тӑмашкӑн Манпала сирӗн хушшӑмӑра сыпӑкран сыпӑка хунӑ хӑват палли; 14. шӑматкуна уяса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн сӑваплӑ: кам ӑна ирсӗрлентерет, ҫавна вӗлермелле туччӑр; кам ҫав кун ӗҫ ӗҫлет, ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерччӗр; 15. ултӑ кун ӗҫ ӗҫлеччӗр, ҫиччӗмӗшӗ — канӑҫлӑх шӑмачӗ, ӑна Ҫӳлхуҫана халалланӑ: шӑматкун ӗҫ ӗҫлекен кирек хӑш ҫынна та вӗлерме тытса паччӑр; 16. Израиль ывӑлӗсем шӑматкуна упраччӑр, ӗмӗрлӗхе панӑ халал вырӑнне хурса, сыпӑкран сыпӑка уявласа тӑччӑр; 17. ку — Манпа Израиль ывӑлӗсем хушшине ӗмӗрлӗхе хунӑ паллӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа тӳпепе ҫӗре ултӑ кун пултарнӑ, ҫиччӗмӗш кунне канлӗхлӗ, канӑҫлӑ тунӑ, тенӗ.
Тух 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Израиль ывӑлӗсене кала: ку Манӑн сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ пулӗ, те; 32. ӑна ытти ҫынсен ӳтне сӗрме юрамасть, ӑна тунӑ хутӑшран [хӑвӑр валли] ун пек ҫу ан тӑвӑр; вӑл — сӑваплӑ япала: сирӗншӗн вӑл сӑваплӑ япала пулмалла; 33. эхер те кам та пулин ҫавӑн пек ҫу тӑвать е кам та пулин унпа урӑх ҫынна сӗрет, ҫавна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ, те, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 23. чи паха ырӑ шӑршӑлах ил: таса сикль виҫипе шутласассӑн, хӑй тӗллӗн юхса тӑракан смирна — пилӗкҫӗр [сикль], унӑн ҫурри чухлӗ — икҫӗр аллӑ сикль — ырӑ шӑршӑллӑ корица, икҫӗр аллӑ сикль ырӑ шӑршӑллӑ хӑмӑш, 24. пилӗкҫӗр сикль касия тата пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ ил; 25. ҫаксенчен, вӗсене хутӑштарса, тасалӑх тивлечӗ кӳмелли мирӑ ту, ӑна сӗрмелли ҫу тӑвакан ӑста ҫыннӑн ӑстайӗпе ту: ҫакӑ тасалӑх тивлечӗ кӳрекен мирӑ пулӗ; 26. вара унпала пуху чатӑрне, [кӗлӗ чатӑрӗнчи] Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине, 27. сӗтелпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, ҫутаткӑҫпа унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне, тӗтӗрмелли парне вырӑнне, 28. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗпе унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне тата ҫӑвӑнмалли савӑтпа унӑн тӗпне сӗрсе тух; 29. вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вӗсем вара аслӑ сӑваплӑ япала пулӗҫ: вӗсене сӗртӗнекенни пурте тасалӑх тивлечӗ илӗ; 30. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене те сӗр, вӗсене Манӑн священникӑмсем пулма халалла.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. эсӗ Израиль ывӑлӗсене пӑхса шутласа тухнӑ чухне, кашнийӗ хӑйне шутланӑ чухне хӑйӗн чунӗшӗн Ҫӳлхуҫана тӳлев кӳтӗр, вара вӗсене шутланӑ чухне вӗсем хушшинче пӗтерекен чир пулмӗ; 13. шута кӗрекен кирек хӑш ҫын та таса сикль виҫипе ҫур сикль пама тивӗҫлӗ; сикльре — ҫирӗм гера: Ҫӳлхуҫана ҫур сикль кӳмелле; 14. шута кӗрекен кашни ҫын, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан иртнисем, Ҫӳлхуҫана парне кӳме тивӗҫлӗ; 15. хӑвӑр чунӑршӑн Ҫӳлхуҫана тӳлемеллине пуяннин ҫур сикльрен ытла мар, чухӑннин ҫур сикльрен кая мар памалла; 16. Израиль ывӑлӗсем хӑйсемшӗн тӳленӗ кӗмӗле ил те унпала пуху чатӑрӗнче кӗлӗ ӗҫӗнче усӑ кур; ҫакӑ сирӗн чунӑрсене ҫӑлмашкӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче Израиль ывӑлӗсем ҫинчен астутарса тӑни пулӗ, тенӗ.
Тух 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Пуху чатӑрӗпе парне вырӑнне тасалӑх тивлечӗ кӳрӗп; Ааронпа унӑн ывӑлӗсене те, священниксем туса, Хамшӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн тасалӑх тивлечӗ парӑп; 45. Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, 46. вара вӗсем Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑйсенӗн Турри, иккенне, Эпӗ вӗсене Хам вӗсем хушшинче пурӑнассишӗн Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнине пӗлӗҫ.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ҫакӑ — сирӗн сыпӑкран сыпӑка пуху чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче, Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли яланхи парне, санпа калаҫмашкӑн Эпӗ сире ҫавӑнта курӑнӑп; 43. Израиль ывӑлӗсене ҫавӑнта курӑнӑп, ҫав вырӑн Манӑн мухтавлӑхӑмпа сӑваплӑ пулӗ.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Аароншӑн тунӑ сӑваплӑ тумтир ун хыҫҫӑн кайран унӑн ывӑлӗсене тивӗҫӗ; вӗсене ҫав тумтире тӑхӑнтартса, ҫу сӗрсе, священник тивлетне парӗҫ; 30. Аарон ывӑлӗсенчен пӗри, унӑн вырӑнне пулас [аслӑ] священник — сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тумашкӑн пуху чатӑрне кӗрес ҫын — ҫав тумтире ҫичӗ кун хушши тӑхӑнса ҫӳремелле.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Аароншӑн кӳмелли така ӑмрине ил те ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе парне кӳр — ҫакӑ санӑн паю пулӗ; 27. Ааронпа унӑн ывӑлӗсемшӗн памалли такан силлентерсе кӳнӗ ӑмрипе ҫӗклентерсе панӑ хулне тасалӑх тивлечӗ кӳр — 28. ҫакӑ Израиль ывӑлӗсен Ааронпа унӑн ывӑлӗсене ӗмӗрех парса тӑмалли пайӗ пулӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫӗклентерсе кӳрекен парне; ҫӗклентерсе панине Израиль ывӑлӗсенчен [Израиль ывӑлӗсем] канӑҫлӑх парни кӳнӗ чухне илмелле, ку — вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳрекен парне.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Унӑн ывӑлӗсене те илсе пыр, вӗсене те хитон тӑхӑнтарт; 9. вӗсене, Ааронпа унӑн ывӑлӗсене, пиҫиххи ҫыхса яр, пуҫ ҫыххийӗсем ҫых, вара йӗрке тӑрӑх священник пуласси ӗмӗрех вӗсене пулӗ; ҫапла Ааронпа унӑн ывӑлӗсен аллине тултар.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене вара пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре илсе пыр та вӗсене шывпа ҫуса тасат.4. Аарона же и сынов его приведи ко входу в скинию собрания и омой их водою.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Аарон ывӑлӗсем валли те — мухтавлӑ та чаплӑ курӑнмашкӑн — хитонсем ту, пиҫиххисем ту, вӗсем валли пуҫ ҫыххийӗсем ту; 41. ҫавна Аарон пиччӳне тата унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене те тӑхӑнтарт, вӗсене ҫу сӗр, вӗсен аллисене тултар#, вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳр, вара вӗсем Манӑн священникӑмсем пулӗҫ.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Икӗ оникс чулӗ ил те вӗсем ҫине Израиль ывӑлӗсен ячӗсене касса ҫыр: 10. вӗсем ҫуралса пынӑ йӗркепе пӗр чулӗ ҫине вӗсен ултӑ ятне, тепӗр чулӗ ҫине ыттисен ултӑ ятне касса ҫыр; 11. чул пичет касса тӑвакан ҫынна икӗ чул ҫине Израиль ывӑлӗсен ячӗсене касса ҫыртар; вӗсене ылтӑн харшана ларт, 12. ҫакӑ икӗ чула ефод тӑхисем ҫине ҫыпӑҫтарса ларт: ку чулсем Израиль ывӑлӗсене асӑнмалӑх; вӗсене асра тытса тӑмашкӑн Аарон вӗсен ячӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче хӑйӗн икӗ хулпуҫҫийӗ ҫинче йӑтса ҫӳрӗ.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑвӑн пиччӳне Аарона, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсене те Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑв патна ил, вӑл Манӑн священник пултӑр; Аарона, Аарон ывӑлӗсене Надава, Авиуда, Елеазара тата Ифамара ил.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш: ҫутӑ ҫутмашкӑн вӗсем сана ҫу йывӑҫӗн ҫырлинчен ҫапса юхтарнӑ таса ҫу кӳрсе тӑччӑр, ҫутаткӑҫ пур вӑхӑтра та ҫунса тӑтӑр; 21. ӑна Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умӗнчи чаршав тулашӗнче, пуху чатӑрӗнче, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем каҫран пуҫласа ирччен Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫунтарса тӑрӗҫ.
Тух 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хупӑлчине арча ҫине ҫиеле хур, арчине Эпӗ сана парас саккун хӑмисене хур; 22. Эпӗ сана ҫавӑнта курӑнӑп, Израиль ывӑлӗсене сан урлӑ мӗн каламаллине пурне те Эпӗ сана арча хупӑлчи ҫийӗнчен, саккун арчи ҫийӗнчи икӗ херувим хушшинчен пӗлтерсе тӑрӑп.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.