Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывпа (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑмалана кусарпа хырса тасатрӗ, хапхине вӗри шывпа ҫурӗ, кӑвак сӑрпа сӑрласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Егор Силыч ӑна ҫур стакан шывпа хутӑштарнӑ спирт ярса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑраха тӑсмасӑр шывпа хутӑштарнӑ спиртпа тата тӑварланӑ хӑярпа хӑналаннӑ май калаҫу та сыпӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялтан халӑх кӗпӗрленсе тухрӗ, туй юрри юрласа пӗве хӗррине — ҫамрӑксен туйне — килеҫҫӗ, шывпа ҫӗр ӗмӗрлӗхех пӗрлешнине палӑртма васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

«Эй, Аслӑ та Ырӑ Турӑ Тенкри хан! — янраса каять вара ӗшнене шӑнӑҫайман кӗлӗ сасси ҫурхи шывпа тулнӑ ҫырма тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Урамсене ҫул сарассине те, ҫутӑ парассине те, шывпа тивӗҫтерессине те татса парас енӗпе чылай вӑй хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхпа пӗрле, патшалӑх пулӑшӑвӗпе // В.А.Салмина. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%85%d0%b ... %bf%d0%b5/

Вӑл Комсомольски ялӗн кӑнтӑр хӗвеланӑҫ пайне шывпа туллин тивӗҫтерме май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Ҫакӑ шывпа тивӗҫтерессине пӑртак лайӑхлатма май панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

— Округ центрӗнчи И.Кабалин, К.Антонов микрорайонӗсенче ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерессине лайӑхлатас тӗлӗшпе кӑҫал хушма скважина хута янӑ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Чернил тума юман ҫулҫи ҫинчи мӑкӑльсене пуҫтаратчӗҫ, ӑна шывпа хутӑштарса пӑтрататчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Шывпа пылчӑк сиплӗ пулнине вӑл хӑй те ӗненет.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Час сан юшкӑна кӑларса тӗрлӗ-тӗслӗ курӑк ӳстерӗпӗр, ҫӑлри сиплӗ шывпа шӑварӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тавара шывпа турттарасси чугун ҫулпа турттарассинчен йӳнӗрехе ларать.

Перевозка товаров по воде обходится дешевле, чем по железной дороге.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Сивӗпе, шывпа тата ҫил вӗрнипе Урал тӑвӗсен тӑррисем ҫурӑлса пӗтсе татӑкӑн-татӑкӑн саланса пынӑ.

От мороза, воды и ветра вершины их растрескались и рассыпались на куски.

Урал тӑвӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Халӗ ӗнтӗ шыв уйрӑм харпӑрлӑх пулса тӑмасть, шывпа халӗ пурте тӳлевсӗрех усӑ кураҫҫӗ.

Вода перестала быть частной собственностью. Водой пользуются теперь все бесплатно.

Пушӑ хирсен зонинче хуҫалӑх епле аталанать тата халӑх пурӑнӑҫӗ мӗнле лайӑхланса пырать // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Шывпа апат шыраса вӗсен пит инҫете чупса ҫӳреме тивет.

В поисках воды и пищи им приходится пробегать большие расстояния.

Типӗ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Арбузсемпе дыня ҫулҫисем вӗрекен шывпа сапнӑ пек пулса кайнӑ, тин чӑмӑртанма тытӑннӑ арбузсемпе дыньӑсем шӑрӑхпа пиҫе-пиҫе кайнӑ, йывӑҫ ҫинчи ҫимӗҫсем шана-шана кайса ҫӗре тӑкӑннӑ.

Будто обваренные кипятком, висели листья, завязи арбузов и дынь, вяли и падали на землю с деревьев плоды.

Уяр ҫанталӑкпа кӗрешесси // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Пирӗн хӗрлӗ столицӑран вара хамӑрӑн аслӑ ҫӗршыва тӗрлӗ еннелле шывпа каймалли аслӑ ҫулсем пулса тӑчӗҫ; шыв тӑрӑх Каспий тинӗсне, Балтика тинӗсне тата Шурӑ тинӗсе те каймалли ҫулсем пулчӗҫ.

И пошли от красной столицы широкие водные пути в разные стороны нашей огромной страны — к Каспийскому морю, к Балтийскому и к Белому.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Совет правительстви шывпа ҫӳремелли ҫула Мускав хули патнех ҫитерме шут тытрӗ.

Советское правительство решило подвести водный путь к Москве.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Чи йӳнӗ ларакан ҫул вӑл — шывпа ҫӳремелли ҫул.

Наиболее дешевый путь — это путь по воде.

Ҫулйӗрсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех