Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывпа (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахлата-ахлата ҫӑвӑнчӗ председатель сивӗ шывпа.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫенӗке тухса пит-куҫне сивӗ шывпа ҫунӑ чух арӑмӗ те вӑранса алӑк урлӑ сас пачӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах кӑмака умне шывпа лӳшкентернипе нимӗн те чухлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун хыҫҫӑн Анук питшӑллине шывпа йӗпетсе, ыйткалакам питне, тӑнлавне сӑтӑркалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Вӗсем чӑн та пӗртӑван пекех вӗт. Вӗсене чӑн та пӗр хуранти шывпа ят хунӑ-ҫке!»

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр хуранти шывпа ят хунӑ…

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов ювелир патӗнчен вӗри шывпа ӑшаласа янӑ пекех вӗтеленсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗттӗмленсен амӑшӗ хӑй ытамӗнче ӑшӑнса сӗнк пулнӑ ачана йӑтса илсе ҫӗклерӗ те кравать хӗррине вырттарса кунӗпе тусан тӑрӑх утса ҫӳренӗ урине ӑшӑ шывпа ҫуса ячӗ, пиртен ҫӗленӗ кӗпипе йӗммине хывтарса кравать ҫине вырттарчӗ, унтан ҫӳхе шӑналӑкпа витсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Сӗтел ҫине хӑй валли касса хунӑ ҫӑкӑр чӗллине пусӑран ӑснӑ шывпа сыпса ҫисе ячӗ те пысӑк пахчана тухас шухӑшлӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Евлампи инке ывӑлӗ сивӗ шывпа ҫӑвӑннине-йӗпеннине курсан ҫӳҫенсе илчӗ, хӑраса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Пантей уҫӑ шывпа питне ҫурӗ, пушмакне хывса урине уҫӑлтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Умра — хумлӑн-хумлӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр юхакан, ҫӗр-ҫӗр хулапа яла шывпа тивӗҫтерекен, пӑрахут та кимӗсене «ҫӗклесе ҫӳрекен», ҫынсене пурлӑх та телей, илем те вӑй-хал кӳрекен-паракан, виҫсе илейми инҫӗше васкакан Атӑл!

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ҫӳхе кӗпеллӗ, виҫ кӗтеслӗ тутӑр ҫыхнӑ хӗрсем хӑйсене шывпа пӗрӗхтеркелесе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сив шывпа кӗҫ чаш! тутарчӗ — Шӑнасси асра та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Милӗк // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 51–53 с.

«Таса мар шывпа сапрӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сӑмалана кусарпа хырса тасатрӗ, хапхине вӗри шывпа ҫурӗ, кӑвак сӑрпа сӑрласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Егор Силыч ӑна ҫур стакан шывпа хутӑштарнӑ спирт ярса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑраха тӑсмасӑр шывпа хутӑштарнӑ спиртпа тата тӑварланӑ хӑярпа хӑналаннӑ май калаҫу та сыпӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялтан халӑх кӗпӗрленсе тухрӗ, туй юрри юрласа пӗве хӗррине — ҫамрӑксен туйне — килеҫҫӗ, шывпа ҫӗр ӗмӗрлӗхех пӗрлешнине палӑртма васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

«Эй, Аслӑ та Ырӑ Турӑ Тенкри хан! — янраса каять вара ӗшнене шӑнӑҫайман кӗлӗ сасси ҫурхи шывпа тулнӑ ҫырма тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

1 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех