Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывпа (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Округ центрне тата ялсене ӗҫмелли таса шывпа тивӗҫтерес, ҫӳп-ҫап тӑкмалли вырӑнсене йӗркене кӗртес енӗпе малалла ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Хырхӗрри ялне шывпа тивӗҫтерекен тытӑма тӗпрен юсанӑ, Вӑрманхӗрри Чурачӑкри шыв илмелли резервуарсене йӗркене кӗртнӗ — сӑрланӑ, вӗсем патне илсе пыракан ҫулсене тирпейленӗ, хӑпарса анма картлашкасем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

— Чиперскер иккен, пӗр кашӑк шывпа ҫӑтса ямалла, — терӗ пӗри, йӑл-йӑл кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ, икӗ сӑмсаллӑ чугун кӑмканри шывпа пит-куҫа ҫукаласа, хушнӑ вырӑна, сӗтел хушшине, кӗрсе лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улмине шуратса пӗтерсе шывпа чӳхерӗ те турама пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сӑпанипе медсестра Ҫимунӑн суранне ӑшӑ шывпа ҫуса, эмеллесе ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурхи шывпа тулса сарӑлать те ҫу варринче ҫеҫ типет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пусӑ валашки патӗнче сивӗ шывпа кӑвапа таран ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн сӗтпе ҫӑкӑр ҫикелерӗ те правлени еннелле васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫарапаккалансах ҫӑвӑнчӗ сивӗ шывпа Сантӑркка, шыв хӗррипе ӳсекен тутлӑ шӑршӑллӑ пӗтнӗкпе ҫан-ҫурӑмне сӑтӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лапка ҫинче тарласа, ӑшӑ ҫумӑр ҫунӑ чухнехи пек шӑпӑртатса тӑракан вӗри милӗкпе ҫан-ҫурӑмне ӑшаларӗ, сивӗ шывпа чӳхенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫут тӗнчере кам сивӗ шывпа вӗри чей хутӑштарса ӗҫни пур?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ахлата-ахлата ҫӑвӑнчӗ председатель сивӗ шывпа.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫенӗке тухса пит-куҫне сивӗ шывпа ҫунӑ чух арӑмӗ те вӑранса алӑк урлӑ сас пачӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах кӑмака умне шывпа лӳшкентернипе нимӗн те чухлаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кун хыҫҫӑн Анук питшӑллине шывпа йӗпетсе, ыйткалакам питне, тӑнлавне сӑтӑркалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Вӗсем чӑн та пӗртӑван пекех вӗт. Вӗсене чӑн та пӗр хуранти шывпа ят хунӑ-ҫке!»

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр хуранти шывпа ят хунӑ…

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов ювелир патӗнчен вӗри шывпа ӑшаласа янӑ пекех вӗтеленсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗттӗмленсен амӑшӗ хӑй ытамӗнче ӑшӑнса сӗнк пулнӑ ачана йӑтса илсе ҫӗклерӗ те кравать хӗррине вырттарса кунӗпе тусан тӑрӑх утса ҫӳренӗ урине ӑшӑ шывпа ҫуса ячӗ, пиртен ҫӗленӗ кӗпипе йӗммине хывтарса кравать ҫине вырттарчӗ, унтан ҫӳхе шӑналӑкпа витсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Сӗтел ҫине хӑй валли касса хунӑ ҫӑкӑр чӗллине пусӑран ӑснӑ шывпа сыпса ҫисе ячӗ те пысӑк пахчана тухас шухӑшлӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех