Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывпа (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял ҫыннисене хӑҫан таса та паха шывпа тивӗҫтерӗҫ?

Куҫарса пулӑш

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

Шырлан урлӑ сиксе каҫаймӑп, шыва кӗрсе ӳкӗп, шывпа антӑхса вилӗп.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ял пуҫӗнче пуҫланакан ҫырма юхан шывпа пӗрлешнӗ вырӑна Якку пырӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна Автанкассисем ака-суха хыҫҫӑн ҫулсеренех пӗвеленӗ те, арманта тырӑ авӑртса киленнӗ, ача-пӑчана тулӑх та тарӑн шывпа савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Урай шӑтӑклӑ пулнӑран тислӗке шывпа ҫуса тасатаҫҫӗ те — пур ҫӗрте те куҫа илӗртекен тасалӑх.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫынсем ӑна сыхласа хӑварма питех тӑрӑшман, ытти витесене вут ан куҫтӑр тесе ытларах вӗсене шывпа сапса сыхланӑ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑйӗнчен аслӑ ҫынсем ятланине Платон тӳссе ҫитереймен: «Сӗте шывпа хутӑштарма пире Степан Фомич хӑй хушнӑ», — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Платон флягӑри сӗте шывпа хутӑштарнине курсан ытти хӗрарӑмсемпе хӗрсене чӗнмеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тен, пушӑ флягӑна Платон тӑрӑ шывпа лайӑхрах ҫуса тасатма шутланӑ?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Сӗтне Платон шывпа хутӑштарать! — хура ҫӳҫ кӑтрашкине тӑрмаласа хӑвӑрт каласа хучӗ Аркаш.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ун чухне кил картинче Альбина ӗнине ҫӑнӑх ярса пӑтратнӑ ӑшӑ шывпа шӑваратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Вӗри шывпа сапнӑ пекех сиксе ӳкрӗ Укаслу.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хайхискер, кӑмпи чашлатса сӳнсен, ним илтмелле мар пӗр-ик сӑмах пӑшӑл-пӑшӑл пӑшӑлтатрӗ те куркинчи шывпа Карлай ҫине пӗрӗхме тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗкӗтсем пичӗсене кӑштах шывпа йӗпеткелерӗҫ те ун патне чупса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӑвапине каснӑ хыҫҫӑн ачана тухатнӑ шывпа пӗрӗхеҫҫӗ, унтан ӑвӑ тӗтӗмӗпе тӗтӗреҫҫӗ, — мунчара мӗн пулассине каласа пама тытӑнчӗ Хусанкка.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мунчаран тепӗр карчӑк тухрӗ те ӑна темле шывпа пӗрӗхрӗ, унтан тепӗр тӗрлӗ шывпа питне, аллине ҫутарчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тин хӑйпе пӗрле шала илсе кӗчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шывӗ кӑшт тӗссӗртерех, сивӗ,ҫавӑнпа учӗ шывпа йӗпеннӗ урине ҫӗклесе силлесе илчӗ, унтан пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренчӗ, чакма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫав самантра шывпа чыхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку вара шывпа юмӑҫ пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗрхи ҫилпе хуҫӑлса, ай, ӳкес мӗн, Ҫурхи шывпа юхса та, ай, каяс мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех