Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шывпа (тĕпĕ: шыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Президиум членӗсем Чӑваш Республикин иккӗмӗш заявкине йышӑннӑ, Ҫӗмӗрле тата Куславккара хутса ӑшӑтмалли объектсене, шывпа тивӗҫтермелли сетсене пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ 578,6 млн тенкӗ тӑракан проекта ырланӑ, объектсене валли ятарлӑ Фонд 459,2 млн тенкӗ уйӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/08/kusl ... che-pin-ci

Бердейсем юхан шывпа ишкӗчсӗрех ҫӳрекен мар, — терӗ Алттыш.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата ҫакӑ пур: юхан шывпа пынӑ чух хӑш ҫырана та пулин пурӗ пӗр чарӑнмалла-ҫке — е сылтӑма, е сулахая.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑрушлӑх пур, пирӗн ҫӗрсем шывпа юхса кайма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр кашӑк шывпа сыпса ямалла ҫав.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӑх вӑл таканари шывпа пӗрех — пӗрре хумханать, тепре лӑпланать.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта ҫӗнӗ хула пӗренисене касса хатӗрлесе шывпа анаталла антаратӑр.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Александр атте салтаксене кашнине ҫветтуй шывпа сирпӗтрӗ, кашнине турӑшсем, камӑн ҫуккисене хӗрессем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ӑру паттӑрӗсем // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11520-c- ... patt-r-sem

Карта апат-ҫимӗҫне эпир кашни ҫулах ҫак лакӑмри шывпа шӑваратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Уяртас умӗн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 35–38 с.

Варвари инке ҫӑлтан ӑсса кӑларнӑ шывпа пуҫӗнчен сапсан ҫеҫ тӑма хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Хӗрсем пӗрне-пӗри шывпа сирпӗтсе выляҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Эпӗ хӗвел ҫинче ларнӑ витрери шывпа пите, мӑя, хӑлхасене ҫурӑм, шӑлӑнтӑм, ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл хӑйӗн пуканин кӗпи-йӗмне, тутӑрне хывса илчӗ, вӗсене ашшӗ туса панӑ пӗчӗк валашка ҫине чиксе кӑларчӗ, лӗп шывпа лутӑркаса ҫума тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Аттене апат тата табакпа чӗлӗм леҫес пулать, — терӗ пичче, каткари шывпа ҫӑвӑнма пахчаналла утса.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кашни сӑвӑм хыҫҫӑн аппарата, флягӑна, витрене вӗри шывпа, химин ятарлӑ хутӑшӗпе лайӑх ҫуса типӗтмелле.

Куҫарса пулӑш

Сӗт параканпа пуҫтараканӑн яваплӑхӗ ҫитмест // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 6 с.

Сивӗ шывпа ҫӑнӑха Пӑтратаҫҫӗ те кӑштах, Ҫитереҫҫӗ антарса Хупран тунӑ чашӑкпа.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Григорьев чылай кайран ҫеҫ пӗлчӗ: вӑл шывпа хӗрарӑмсем ҫӑвӑнаҫҫӗ-мӗн.

Только много позже Григорьев понял, что это был не унитаз, а биде для подмывания женщин…

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӑнӗ-пуҫӗ, кӗлетки-ҫурӑмӗ чӑнах та пӗр кашӑк шывпа ҫӑтса ямалла ӗнтӗ, ун пек пӳ-сипе такам умне те тухма пулӗ.

С такой фигурой не стыдно показаться ни перед кем,

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫуҫе Ярмуллан ни шывпа йӗпетсе, ни ҫӗлӗкпе ҫӳресе ниҫталла та выртман вӗтӗ кӑтра та, пуҫӗ чӗрӗп евӗрлӗ чӑмӑр.

Волосы на его голове стояли торчком, и голова была похожа на круглого ежика.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Укка питне шывпа йӗпетсе илет.

Укка ополоснула лицо из придорожной лужи.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех