Шырав
Шырав ĕçĕ:
6. Эсӗ хӑвӑн чуру каланӑ пек тусассӑн, Турӑ сан урлӑ пӗр ӗҫ тӑвӗ, ӗнтӗ хуҫамӑм тума шухӑшласа хунисем йӑнӑш пулмӗҫ.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫакна илтсессӗн Саррӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ, вӑл хӑйне вӗлерес патнех ҫитнӗ, анчах ҫапла шухӑшласа илнӗ: эпӗ аттемӗн пӗртен-пӗр ачи, эпӗ ҫапла тӑвас пулсан, аттене намӑс пулӗ, ватӑскере хуйхӑртса ҫӗре кӗртӗп, тенӗ.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах эпӗ ун патне ҫапла калама ҫын ятӑм: эсӗ каланӑ евӗрли нимӗн те пулман; эсӗ ҫакна хӑвӑн пуҫупа шухӑшласа кӑларнӑ, терӗм.8. Но я послал к нему сказать: ничего такого не было, о чем ты говоришь; ты выдумал это своим умом.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта виҫӗ кун пурӑнсассӑн 12. хамӑн темиҫе ҫыннӑмпа пӗрле ҫӗрле тӑрса тухрӑм, Туррӑм хушнипе чӗремре Иерусалим валли мӗнле ӗҫ тума шухӑшласа хунине никама та каламарӑм; хам ларса пыракан ашаксӑр пуҫне пирӗн урӑх выльӑх ҫукчӗ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саккуна, йӗркене пӑсас мар тесе, Турӑ Ҫуртӗнчи мӗнпур ӗҫе вӑл ялан Турӑ ҫинчен шухӑшласа туса пурӑннӑ, вӑл пӗтӗм чунӗпе парӑнса тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа унӑн ӑнӑҫуллӑ пулса пынӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид вара Соломона, хӑйӗн ывӑлне, Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине, ун пӑлтӑрӗн ӗлкине, хуралчӗсен, пӳлӗмӗсен, кӗлечӗсен, ҫӳлти пӳлӗмсемпе шалти пӳлӗмсен, саккун арчи пӳлӗмӗн ӗлкисене панӑ, 12. чӗринче шухӑшласа хунӑ ӗлкесене, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн картишӗсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ тавра вырӑнаҫнӑ пӳлӗмсен, Турӑ Ҫурчӗн мул управӑшӗсен, Ун ячӗпе кӳнӗ япаласен управӑшӗсен ӗлкине, 13. священниксемпе левитсен пӳлӗмӗсен, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи тӗрлӗ ӗҫ тумалли пӳлӗмсен ӗлкине, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи савӑтсен, 14. Турра ӗҫлесе тӑнӑ чухне тыткаламалли ылтӑн савӑтсемпе кӗмӗл савӑтсен ӗлкине панӑ, вӗсене тума кашни савӑчӗ валли мӗн чухлӗ ылтӑн-кӗмӗл кирлине каласа панӑ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Анчах та Ионадав — Давид пиччӗшӗн Самайӑн ывӑлӗ — ҫапла каланӑ: [патша] хуҫамӑм патша ывӑлӗсене пурне те вӗлернӗ тесе ан шухӑшлатӑрах; пӗр Амнон ҫеҫ вилнӗ: Авессалом ҫак ӗҫе хӑйӗн йӑмӑкне Амнон чыссӑрлатнӑ кунах шухӑшласа хунӑ пулнӑ; 33. ӗнтӗ патша хуҫамӑм хӑйӗн пур ывӑлӗ те вилнӗ тесе ан хуҫӑлтӑрах: пӗр Амнон ҫеҫ вилнӗ, тенӗ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Авигейӑна, Навал арӑмне, пӗр тарҫи ҫапла пӗлтернӗ: Давид пирӗн хуҫана сывлӑх сунма пушхиртен хӑйӗн ҫыннисене янӑ, анчах хуҫа вӗсемпе питӗ тӳрккес калаҫрӗ; 15. ҫав ҫынсем пире ырӑ ҫеҫ турӗҫ, вӗсем пире кӳрентермен, вӗсемпе пӗрле хирте ҫӳренӗ чухне пирӗн нимӗн те ҫухалман; 16. эпир вӗсен ҫывӑхӗнче кӗтӳ кӗтсе ҫӳренӗ чухне вӗсем пирӗншӗн ир те, каҫ та шанчӑклӑ хӳтлӗх пулчӗҫ; 17. апла мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑх: пирӗн хуҫана, унӑн пӗтӗм кил-йышне пурпӗрех инкек кӗтет, вӑл вара — усал ҫын, унпа калаҫма та ҫук, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Саул усал ӗҫ шухӑшласа хунине пӗлсессӗн, Давид Авиафар священника каланӑ: [Ҫӳлхуҫа] ефодне илсе кил, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Эсӗ, малтан Ҫӗрпӳри совхоз-техникумра механика, каярахпа Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтӗнче инженер-механика вӗреннӗскер, хӑмла ҫитӗнтернӗ ҫӗрте усӑ курмалли мӗнле хатӗр шухӑшласа кӑлартӑн?
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Якимов директор ертсе пынипе ӑсчахсен коллективӗ хӑмла ҫитӗнтермелли, тухӑҫа ӳстермелли технологисене ӗҫе кӗртнӗ, ҫӗнӗ сортсем шухӑшласа кӑларнӑ.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Пӗри — пӗр сӑмах, тепри тепӗр йӗрке шухӑшласа кӑларчӗ.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Икӗ хӗрарӑм нумай шухӑшласа тӑман — ачасене курма кайнӑ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Автомеханик дипломне илнӗ те ним шухӑшласа тӑмасӑрах тӳрех кунта ҫул тытнӑ.
Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Ҫӑварнин тӗп чиперукне хула художникӗсем шухӑшласа тупнӑ.
Эх, Ҫӑварни, ҫу эрни... // Татьяна НИКОЛАЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
«Ҫӑварни пикине хула художникӗсем шухӑшласа тупнӑ. Ӑна тумлантармашкӑн пин метр пусма кирлӗ пулнӑ. Вӑл хула ҫыннисене питӗ кӑмӑла кайнӑ. Унта ачасем хаваспах выляҫҫӗ, ҫамрӑксем каҫсерен пухӑнаҫҫӗ», - пӗлтерчӗ Шупашкар хула администрацийӗн культурӑпа туризм управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова.
Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Хӗрарӑмсем арҫынсене таҫта пӑрахса хӑварасшӑн тесе шухӑшласа хӑраса ан ӳкӗр.
Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05
Арҫын ача нумай шухӑшласа тӑмасӑр клуб ертӳҫине пулӑшма васкарӗ, часах зал илемлӗ кӗвӗпе тулчӗ.Мальчик, не долго думая, поспешил на помощь заведующей, скоро зал наполнился красивой музыкой.
Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Ҫапла, шухӑшласа хунинчен пурте пурнӑҫланаймасть.Да, не все, что задумывается, удается полностью воплотить в жизнь.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945