Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑнах, лайӑх-ҫке ӗҫре сакӑр сехет вӑй хунӑ хыҫҫӑн урӑх нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр Атӑл хӗрринче вӑлта тытса лармашкӑн.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Урисем ывӑннӑ, ӗҫес килет, анчах ӑна ҫутӑ, ҫӗкленӳллӗ ӳсӗрӗлӳ нимӗн пирки те шухӑшламасӑр, нимӗнле пӗтӗмлетӳсӗр малалла утма хистет.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
— Ку ӗҫе шухӑшламасӑр тума ҫук.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Ҫак вӑрҫӑра курнӑ намӑслӑх унӑн пӗтӗм кӑмӑлне тапратнӑ тата патшалӑх стройӗ улшӑнмасӑр тӑмалла тесе ним шухӑшламасӑр шанса тӑнӑ ӗненӗвне те кисрентерсе хӑварнӑ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Каллӗ-маллӗ шухӑшламасӑр пулать-и-ха ку…»
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫакнашкал ӑш тӑвӑнса вӑрканӑ самантра Зиновьев вара Иисус та, вӑл историре пулнах пулсан, евангелисен айван та ченчешке туйӑмлӑ авторӗсем ҫырса кӑтартнӑ пек, ӳпкелешсе макӑрманни, хӑйне тытнӑ вӑхӑтра хаваслӑ курӑнма тӑрӑшни, шӳтлекелесе кулни ҫинчен шухӑшламасӑр пултараймарӗ.
3 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Куна вӑл, паллах, шухӑшламасӑр турӗ, ҫекӗлне илсе хунӑ пулсан шалта кам та пулин пуррине чухласа илме пултарнӑ-ха ӗнтӗ вӑл.
Вырсарникун, ноябрӗн вунтӑваттӑмӗшӗнче, Катхульт хуторӗнче пастор кӗлӗ вулани, Эмиль хӑйӗн ашшӗне хупса хуни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑл ҫӑварне курӑк туни хыпнӑ та ним ҫинчен шухӑшламасӑр ӑна ҫавӑрттарса ларать.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Тӳрех калатӑп: хамӑн куҫ-пуҫӑма, ҫавӑнпа пӗрлех ирӗке те ҫӑлса хӑварни эпӗ тӗплӗ шухӑшламасӑр тунинчен тата курса пиҫменнинчен килет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пурте пӗлеҫҫӗ: пӑлханни, пуринчен ытла хаваслӑхпа пӑлханни — вӑй хушать; эпӗ ҫавӑн чух пит те пӑлханнӑччӗ, ҫав тери хӗрсе, ним ҫинчен шухӑшламасӑр ӗҫлерӗм, юлашкинчен «халран кайрӑм» вара.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ашшӗ ӑна ӗҫе шухӑшламасӑр тунӑшӑн ылханнӑ, ывӑлӗн ҫӗнӗ пӳрчӗ ҫумӗпе иртсе пынӑ чух ун ҫинелле хаяррӑн сурнӑ.Отец проклял его за строптивость и, проходя мимо новенькой избы сына, ожесточённо плюёт на неё.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Чӑлхасем ҫинчен калани кулӑшла пулчӗ, анчах эпӗ кулмарӑм, мӗншӗн тесен эпӗ ҫак йӑваш, тӳрӗ те таса чӗреллӗ ҫын усӑллӑ ӗҫ тӑвас тесе мӗнешкел тӑрӑшнине, анчах таврара пурте ҫак ӗҫ ҫине ҫӑмӑллӑн, шухӑшламасӑр пӑхса, ӑна аркатса пынине курса тӑнӑ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ нумайччен пӗр пӗччен, нимӗн ҫинчен шухӑшламасӑр, арҫынӑн кӑшт хӑрӑлтатакан лӑпкӑ сассине итлесе лартӑм.Я долго сидел один, ни о чем не думая, слушая его тихий, сиповатый голос.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Унта ман уммӑн калама ҫук выҫтах, хаяр туйӑмлӑ ҫынсем ҫавраҫил пек ҫӑвӑрӑнса иртетчӗҫ, — мана вӗсем пурӑнӑҫ ҫине тарӑхни, тӗнчери пур япаласем ҫине те кӑшт тӑрӑхларах, хирӗҫӳллӗн пӑхни, хӑйсем ҫине каллӗ-маллӗ шухӑшламасӑр пӑхни кӑмӑла каятчӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Анчах вуламалли нимӗн те ҫук пулсан, ҫиме ҫук пулсан, ӑҫтан шухӑшламасӑр ларма чӑтӑн: ҫини те уҫӑлтарать вӗт, вӑхӑт иртни сисӗнмест.Но как не думать, когда нечего читать и нет еды: еда отвлекает тоже.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Шпик, ним шухӑшламасӑр, сулахай енчи янах шӑмми ҫинчи тӗп шӑлне пӳрнипе тӗкрӗ.Шпик, наудачу, ткнул пальцем в левый, коренной, на верхней челюсти.
V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӗсем, ҫӗнтерӳ тунипе савӑннӑскерсем, автомачӗсене ҫурӑм хыҫне ҫакнипех, нимӗн шухӑшламасӑр тӗпӗртетсе утаҫҫӗ.Возбужденные победой, они беспечно шагали с автоматами за плечами.
XXIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ним ҫинчен шухӑшламасӑр пакӑлтатса калаҫакан салтаксем вӗсем патнех ҫывхарчӗҫ.
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ӑшӑмра, шухӑшламасӑр тенӗ пекех, ун сӑмахне тӳрлетрӗм:
Вуннӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.