Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутӗнче (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен шутӗнче Санюкӑн ачаранах савса-юратса ӳснӗ тусӗ Савруш та пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Экспертсен шутӗнче пулнӑ май, кашни ӗҫпе кӑмӑлласа паллашрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Ку специальность паян чи кирлисен шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫӗ ҫынсемшӗн пӗлтерӗшлӗ // Екатерина КАРПЕЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11107-c- ... p-lter-shl

Ӗлӗкрех, пӗр вун пилӗк-ҫирӗм ҫул каялла, Ахтупай хӑй паттӑрсен шутӗнче тӑратчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗнче уҫлӑхне малтисен шутӗнче парӑнтарнӑ ентешемӗрӗн паттӑр шӑпи ҫамрӑксене Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Ҫавӑнпа та вӗсене кӗҫӗн ҫулсенченех ӗҫе юратма вӗрентесси, тӗрӗс хаклӑхсене ӑса хывма пулӑшасси тӗп ҫул-йӗрсен шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle

Унта вӑрман хуралҫине — Степан Лукича, пирӗн таврара чи ӑста сунарҫӑ шутӗнче хисепленнӗ Палюк мучие те чӗнтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

Маюк ҫавсен шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

— Аван шухӑшлатӑн иккен эсӗ, санӑн ҫеҫ тӗнчере ҫын шутӗнче пулмалла, ыттисем ҫын мар!

Куҫарса пулӑш

Пӗтрӗ шкула ҫӳресси // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Аманнисен шутӗнче ирхине хӑй вӑрман хӗрринче тӗл пулнӑ салтака шырарӗ те — тупаймарӗ.

Среди раненых Григорьев решил поискать того беднягу, что повстречался ему на опушке леса.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ваҫук халь ҫав ӗҫе кӳлӗннӗ салтаксен шутӗнче.

И Васюк один из тех, кто включился в число мстителей.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Донбасс — чылайранпа Раҫҫей шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн вӑй — пӗрлӗхре // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%bf%d0%b ... 0%d0%b5-2/

Анчах кунта ӗҫ, Михаил Михайлович, фермӑсен шутӗнче мар, выльӑх шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хуҫалӑхри специалистсемпе калаҫнӑ май ҫӗр ҫинче ӗҫлесе пурӑнма ансат марри, фермер ӗҫне аталантарса ярасси те ҫӑмӑллисен шутӗнче пулманни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Николай Николаевич вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ача-пӑча шутӗнче кӑна пулнӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен алӑ хӑйне валли ӗҫ тупать // Надежда Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/28/ec%d1%87%d ... %82%d1%8c/

Шкул директорӗсен воспитани ӗҫӗ енӗпе ӗҫлекен канашҫисен институтне Чӑваш Ен пилотлӑ регионсен шутӗнче йӗркелет.

В числе пилотных регионов Чувашия внедряет институт советников директоров школ по воспитательной работе.

Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2022/09/01/glava ... aet-s-dnem

Ӗҫ-хӗлӗн пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗрӗ шутӗнче - республикӑри тавар туса кӑларакансен продукцине регион тулашне пӗр евӗрлӗ брендпа кӑларасси.

В числе важнейших направлений работы – развитие системы продвижения продукции республиканских товаропроизводителей на межрегиональные и внешние рынки под едиными брендами, чтобы продукция была узнаваемой и наращивалась ее привлекательность.

Олег Николаев Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/07/23/gla ... aet-c-dnem

Чӑваш халӑх сайчӗн корреспондентне Пушкӑртстанри Вячеслав Ерохин (Ярухха Витти) таврапӗлӳҫӗ вырӑна ҫитсе курса пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑну паллине вырӑнти халӑх пуҫарӑвӗпе лартнӑ, вӗсен шутӗнче Федор Трофимов (Хаяр Хӗветӗрӗ) йӗркелӳҫӗ те пур.

Как сообщил корреспонденту Чувашского народного сайта краевед Вячеслав Ерохин (Ярухха Витти) из Башкирии, побывавший на месте, памятный знак установлен по инициативе местных жителей, в числе которых организатор Федор Трофимов (Хаяр Хӗветӗрӗ).

Тутарстанри Акрелте выҫлӑх ҫулӗсенче вилнӗ ҫынсене халалласа палӑк лартнӑ // Тимӗр Акташ. https://chuvash.org/news/32478.html

Чылайӑшӗ, ҫак ҫутҫанталӑк продукчӗн япӑх енӗ шутӗнче, ун ӑшӗнче питӗ ҫуллӑ япаласем пуррине кура, вӑл ытла калориллӗ пулнине шутлаҫҫӗ.

Многие считают существенным минусом данного природного продукта – высокую калорийность за счет присутствия в составе насыщенных жиров.

Соуссемпе техӗмлӗхсем — апатсен тутине вӑйлатаҫҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://ru.chuvash.org/blogs/comments/6048.html

Вӗсен шутӗнче паллӑ драматург та композитор Ф. Павлов, И. Максимов-Кошкинский режиссер, чӑвашла пьесӑсем ҫырнӑ М. Юрьев, Иваи Мучи капкӑнҫӑ, В. Воробьев дирижер, И. Шевле ваккат, вырӑс режиссерӗ И. Слободской, О. Ырсем артистка тата ыттисем.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех