Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутӗнче (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ эпӗ каллех хӗрлисем енче, хӗрлӗ командир шутӗнче, комбат тесе чӗнеҫҫӗ мана.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Каймасан, дезертир шутӗнче пулӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Призыв комиссийӗнче тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн Кутемер ачасенчен ҫара юрӑхлисем пиллӗкӗн кӑна тупӑнчӗҫ, вӗсен шутӗнче — Тимофей Андреев та.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Куна тума сана хушатӑп, Катрамов, эсӗ салтакра пулнӑ, командир шутӗнче пулатӑн, — вӗҫлерӗ Вандюков.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кулак шутӗнче пулнӑ пӗр ҫыннӑн пурӗ те ҫичӗ-сакӑр пӑт ҫеҫ ыраш тупӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла эпир те пуянсен шутӗнче тӑратпӑр пулать.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пирӗн регион - сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне цифра ҫине куҫарас тӗлӗшпе малтисен шутӗнче.

Наш регион – в числе лидеров по цифровой зрелости в здравоохранении.

Олег Николаев Медицина ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/06/19/ole ... nskogo-rab

— Воински начальникӗн помощникӗ пулатӑп, адъютант шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ кӗҫӗн командир шутӗнче, ман взводра Виктӑр — эс ӑна паллатӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Ытахальтен» — Тоня каларӑшле — Наровчатра ман пек каччӑ та арҫын шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Михаил Николаевич Елюка хӑйпе пӗрле чӗнесшӗн пулнӑ, анчах вӑл ӗҫрен ҫичӗ сехетре тин таврӑнать, типографира ӗҫлет, экспедитор шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Апла вӑл «сирӗн» связной шутӗнче? — тӗпченӗ пек ыйтрӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Ҫӗр ӗҫлес кӑмӑл ҫук ман, тет, рабочи шутӗнче пурӑнсан кирек хӑҫан та ҫимелӗх ҫӑкӑр пулать», тет, хӑй.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Довереннӑй шутӗнче Эльгеев ҫӑмарта хуҫи майлах пулать-ҫке-ха: тавар илет — тавар ярать, ӗлӗкхи пекех, укҫи кӑна хӑйӗн мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Аренда шучӗпе мар — пуҫӗпех илтӗр, мана хӑйӗн довереннӑйӗ шутӗнче кӑна хӑвартӑр…

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Халӗ Хусанта, Ревер патӗнче, ҫӑмарта сезонӗ вӑхӑтӗнче приказчик шутӗнче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Юлашкинчен, тата, хам эпӗ — ҫӑмарта хуҫи шутӗнче пулнӑ пулсан та, ывӑл йӑнӑшне хам ҫине илтӗм-ҫке, Тимофей Николаевича та тӑрантас ҫине лартса кайрӑм, жандармсенчен хӑтартӑм… — канӑҫ паман ҫак шухӑшсем Элкей Микулине.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗн ачаранах Уҫӑп пичче патӗнче пурӑнса ӳснӗскер, Хӗветӗр хӑйне тарҫӑ шутӗнче мар, хуҫин тӑванӗ пекех шутланӑ.

С малых лет Хведер жил в доме Осипа Тимофеевича, не считая себя батраком семьи Эльгеевых, а скорее членом их семьи.

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫук-ха, ҫамрӑкрах чухне те вӑл такамсем пит мухтаса та хӳтӗлесе тӑраканнисен шутӗнче пулман.

Куҫарса пулӑш

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Правительство наградисене ҫичӗ хутчен, ҫавсен шутӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пӗрремӗш степень орденне тивӗҫлӗ пулнӑ хастар та хӑюллӑ, паттӑр каччӑ, Гвардин аслӑ сержанчӗ пӗтӗм тӗнче Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ чухне Тбилисири госпитальте выртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех