Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутлани (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл шутлани тӗрӗс пулчӗ иккен, ывӑлӗн ашшӗне пӗтӗм чӑваш ҫӗр-шывӗ тӑрӑх шыраса ҫӳреме тивет.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата ҫакна та сисмест мар Северьян: ялан тунсӑхлани тата ҫамрӑклӑх ҫинчен шутлани ӑна урӑх ҫӗре, ӗлӗкрех пулса курнӑ вырӑнсене хӑвалать.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑмсем хӑйсен сывлӑхӗ пирки ытларах шутлани сисӗнет, вӗсем диспансеризацие те ытлараххӑн килнӗ: 4026 ҫын.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра тӗрӗсленнине нимӗн те ҫитмест // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11859-v- ... te-citmest

Тыткӑна лекнӗ ҫын ӑна пӗр-ик сӑмахпа хӑй ӑҫта кайма шутлани, ӑна мӗнле тытса чарни пирки каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӗ ӗнтӗ эс мӗнле ӗҫлеме шутлани ҫинчен хамӑн хӗрсене каласа кӑтартатӑп.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Бригадир шутлани тӗрӗс пулчӗ, Кӑтра Михала кун каҫ енне сулӑничченех итем ҫинче ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем мӗн тума шутлани мана, вырӑс государьне, пачах килӗшмест, мӗнле хӑяҫҫӗ ман тӑшмансем ҫапла хӑтланма тенине пӗлтерчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кунта тӗплӗ шутлани кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл шутлани тӗрӗс пулчӗ, тепӗр кун ӑна ҫапӑҫу хирне пысӑк ҫар ушкӑнӗсене ертсе Микулинский, Курбский, Шуйский тата Бельский воеводӑсем килсе тухни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шутлани пурнӑҫланать

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Эп шутлани тӗрӗс пулчӗ…

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Диод ламписемпе усӑ курни, вӗсене кирлӗ вӑхӑтра ҫутса сӳнтерни тата усӑ курнӑ электроэнергие счетчик шутлани укҫа-тенке икӗ хутчен перекетлеме май панӑ.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Утӑ уйӑхӗнче Франци президенчӗ Эмманюэль Макрон Раҫҫей газпа тивӗҫтерессине чакарнине пула, тата Electricite de France франци компанийӗ ҫӗршыври АЭС реакторӗсен ҫуррине юсав тата тӗрӗслев тӗллевӗпе чарма шутланине пула энергие яваплӑ усӑ курас плана хатӗрлеме шутлани пирки пӗлтернӗ.

В июле президент Франции Эмманюэль Макрон заявил о намерении подготовить план ответственного потребления энергии из-за сокращения поставок газа из России, а также решения французской компании Electricite de France остановить половину реакторов АЭС в стране на ремонт и профилактику.

Эйфель башнине каҫхине сахалтарах ҫутатасшӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32878.html

— Чим, малтан эсир аслӑ князь мӗнле условипе килӗшӳ тума шутлани ҫинчен калӑр!

Куҫарса пулӑш

3. Йывар кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай шутлани тӗрӗс пулчӗ, кремле илейменнипе тарӑхнӑ князь ывӑлӗ Чулхуларан малалла кайма васкарӗ, Тукая хӑй ҫаратнӑ хулана сыхлама хушса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗслӗхрен, Павӑл хӑйӗн пиччӗшӗ Михаил патне Вяткӑна (хальхи Киров хули) кайса килни, Максимов-Кошкинскипе Шупашкарта тӗл пулни, Тал-Мӑрсана пӗрле хамӑр театр пуласлӑхӗ пирки, шутлани, чаплӑ ӑстаҫӑ Амати тунӑ сӗрме купӑса туянни т. ыт. те П. Осипов биографийӗнче чӑнах пулнӑ самантсене аса илтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Эльгеев ӑна Шупашкара куҫма шутлани ҫинчен пӗлтерчӗ, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен хӑй вырӑнне урӑх врач тупса пама шантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ялти ватӑ та хисеплӗ ҫынсем алманчӑна Сахвине карчӑк патне илсе килессине кӗтсе Ахтупайпа Ятламас темиҫе хутчен те урама туха-туха кӗчӗҫ, картишӗнче те чылайччен ларса пӑхрӗҫ, анчах вӗсем хӑйсен тӑшманне — Урасмета — мӗнле асаплантарнине курса савӑнма шутлани ахалех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет чееленсе сӑмаха юри урӑх еннелле пӑрчӗ, мӑрса арӑмне хӑй паян Чапкунпа мӗнле тавлашни, вӑл хӑй ирӗкӗпе пуҫтарнӑ ясака туртса илме шутлани ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл шутлани тӗрӗс пулчӗ, Тукай килте ҫуккине пӗлсенех юлан утсем Урасмет патне вӗҫтерсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех