Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутлани (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Августӑн 19-мӗшӗнче — Панулми Сӑпасӗ, Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче «Хӗвеллӗ праҫник — Панулми сӑпасӗ» фольклор программинче ачасем иккӗмӗш Сӑпас кунӗнче чиркӳре панулмисене сӑвапланӑ тата ҫак уява ҫуллан тӗп уявӗ тесе шутлани ҫинчен пӗлнӗ.

19 августа - Яблочный Спас, в фольклорно познавательной программе « Солнечный праздник- Яблочный спас» дети узнали о том, что в день второго Спаса в церкви освящали яблоки и считали этот праздник главным праздником лета.

Панулми сӑпасӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... as-3395882

Аликов хӑйӗн бригадирне чунтан парӑнса хисепленине сисе тӑркачах, эпӗ малтан Туруновпа мар, Григориупа калаҫма шутлани ӑна пӑшӑрхантарнине кура тӑркачах ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

(Математика урокӗсенче ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ пулни, магазинта хӑвӑрт та пӗр йӑнӑшсӑр шутлани асрах-ха та).

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ӑҫта вӗренме каясси те, кам пулма шутлани те уншӑн пӗтӗмпех паллӑ, анчах ӑна вӑл пытарать, вӑрттӑнлӑхра усрать…

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

— Тӳррӗн каланӑшӑн ан пӑшӑрхан та, эс Илюш пек арҫынна качча тухма шутлани мана килӗшмест.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Эпир мӗн шутлани, Укаслу, пулатех… —

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир Китайра ҫерҫисене тӑшман вырӑнне шутлани ҫинчен, вӗсене пӗтерни ҫинчен илтнӗччӗ, вара хамӑр ҫӗршывра та ҫерҫисене пӗтерме кирлӗ тесе шутларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Халӗ вӑл мӗншӗн канма шутлани паллӑ: спортсменка иккӗмӗш хут амӑшӗ пулса тӑнӑ.

Теперь стала известна причина, почему она решила отдохнуть: спортсменка во второй раз стала матерью.

Татьяна Акимова ывӑл ҫуратнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33920.html

Праски, кил хуҫипе пӗр-икӗ сӑмах калаҫкаласа илнӗ хыҫҫӑн, Анука калаҫтарма тытӑнса, ашшӗ-амӑшӗсем мӗнле пурӑнни, кӑҫал миҫе хутӑрлӑх ҫип арлани тата арлама сӳс пуррипе ҫукки ҫинчен, миҫе хутӑртан пир тӗртме шутлани ҫинчен те тӗпчерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Чӑн та, хаклӑ хӑна пек паллаштарнӑ хыҫҫӑн кайри пӳртре пӑхма шутлани вырӑнсӑр тата ют ҫын умӗнче арӑмпа харкашни пушшех аван мар».

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якурпа Анук туслӑ пек шутлани суя пулнине ӑнланчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вӑт, вӑт, Хрестук амӑшӗ тӗрӗсех шутлани патне илсе пымасть-и ку япала, э, секретарь юлташ?

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл шутлани чӑна килчӗ — ырӑ кӑмӑлпа-и, усал кӑмӑлпа-и, Тукай пусма тӑрӑх картишне анчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл шутлани тӳрре килчӗ — Кӑкшамарти княҫсемпе мӑрсасем, ҫӗрпӳсемпе улансем, чӗннисем те, чӗнменнисем те, пурте тенӗ пекех ҫармӑс мӑрси патне пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сююнбикен чи шанчӑклӑ уланӗ те Крыма тарма шутлани ҫынсене питех те кӑсӑклантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл шутлани тӗрӗс пулчӗ иккен, ывӑлӗн ашшӗне пӗтӗм чӑваш ҫӗр-шывӗ тӑрӑх шыраса ҫӳреме тивет.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата ҫакна та сисмест мар Северьян: ялан тунсӑхлани тата ҫамрӑклӑх ҫинчен шутлани ӑна урӑх ҫӗре, ӗлӗкрех пулса курнӑ вырӑнсене хӑвалать.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑмсем хӑйсен сывлӑхӗ пирки ытларах шутлани сисӗнет, вӗсем диспансеризацие те ытлараххӑн килнӗ: 4026 ҫын.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтра тӗрӗсленнине нимӗн те ҫитмест // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11859-v- ... te-citmest

Тыткӑна лекнӗ ҫын ӑна пӗр-ик сӑмахпа хӑй ӑҫта кайма шутлани, ӑна мӗнле тытса чарни пирки каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӗ ӗнтӗ эс мӗнле ӗҫлеме шутлани ҫинчен хамӑн хӗрсене каласа кӑтартатӑп.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех