Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шуралса (тĕпĕ: шурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арӑмӗ, пӗр хускалмасӑр, месерле выртаканскер, ун енелле ҫаврӑнасшӑн пулчӗ те чуна тивмелле сасӑпа йынӑшса ячӗ, вара куҫне хупрӗ те хут пек шуралса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл юртан тасалса пӗтнӗ ӗнтӗ, тарӑн варсем хӗррипе кӑна юр шуралса выртать, симӗслене пуҫланӑ анасем ҫинче тӗл-тӗл ҫутӑ кӳлленчӗксем ҫӗр куҫӗсем пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫав кунхине эпӗ сасартӑк пӗтӗмпех шуралса лартӑм.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Пурӗпӗр пит-куҫӗ хут пек шуралса кайнине пытараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗкӗт пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ, анчах аптӑраса ӳкмерӗ:

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑшт тӑрсан тин Сарри «Атя эппин, ӑсатса яр» терӗ те шуралса, кӑвакарса кайнӑ мӑнукне хӑех хыҫлӑ тенкел ҫинчен ҫӗклесе тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шурӑмпуҫ килет шуралса, Шурӑ чатӑр карса чарӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун ҫумӗнчисем майӗпен шуралса, сарлакаланса пынӑ та малашне каллех чиперех ӳсме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Катя пӗр хӗрелсе, пӗр шуралса кайрӗ: «Айта анне патне», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ тус Катя // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Стражник ҫапла калаҫма тытӑнсанах, анне пӗр шуралса, пӗр хӗрелсе кайрӗ, чӗтресе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Те пурпӑ, те ҫӑнӑхпа, кӗписем виҫҫӗшин те шуралса пӗтнӗ.

то ли с мелом, то ли с мукой — платья у обеих девочек были выпачканы чем-то белым.

Кутӑн шалҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗр кӗрс! йӑванчӗ, Пит-куҫӗ кайрӗ шуралса.

Куҫарса пулӑш

XXXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ун умӗнче Укахви пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахтупайпа Ятламас ун ҫине пӑхрӗҫ те тӗлӗннипе пӗр вырӑнта хытса тӑчӗҫ: Эрнепи, ялан хӗр пек ҫӳрекенскер, шап-шур шуралса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗр айӗнчен тӗттӗмре ӳсекен калча пек шуралса кайнӑ ултӑ ҫынна илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эхмемет сӑнран шуралса кайса шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Шӑпчӑк юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Принцесса шуралса кайнӑ чирленӗ тӗспе выртать.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пит-куҫӗ шуралса кайнӑ пулсан та, вӑл хӑрсах кайман.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш, те уйӑха яхӑн чирлесе выртнӑран, шуралса начарланса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех