Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шуралса (тĕпĕ: шурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калли, арӑмӗн аллинчи укҫа хутаҫҫине курсан, пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Раман маркировщик хучӗпе паллашнӑ май пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн Ермолай, пӗтӗмпех шуралса кайнӑскер, вӑйран кайрӗ, тайӑлчӗ, ӑна васкаса пукан лартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пурте вуланӑ-и? — тӗксӗм питлӗ доярка Санюк, пуҫне хура тутӑр ҫыхнӑскер, шкул пури ҫинче шуралса тӑракан листовка ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пичӗ пурӑ пек шуралса кайрӗ, вӑйӗ пӗтсе кайнипе пуҫне усрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗчӗкскер, услам ҫу катӑкӗ пек, ҫавракаскер, ача-пӑча юмахӗнчен тухнӑ пек туйӑнаканскер, Ваҫилен шуралса кайнӑ сӑмсипе питҫӑмартисене курсан вӑл чӗпӗтекен юрпа сӑтӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шуралса пыракан ҫӳҫсемлӗ пуҫӗнче пуласлӑх варианчӗсем пӗринчен тепри тискертерех курӑнса шуса иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Айлӑмра бетон балконлӑ тата сарлака чӳречеллӗ пысӑк ҫуртсем шуралса лараҫҫӗ, садсем ешереҫҫӗ, хӗвел ҫинче шыв йӑлтӑртатса выртать.

В низине белеют большие здания с бетонными балконами и широкими окнами, зеленеют сады, сверкает на солнце вода.

Калмыксен ҫеҫенхирӗсенче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Горизонт хӗррипе шуралса кайичченех хӗрнӗ хӗм татки ярӑнса пырать.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Виктор сӑнӗ шуралса кайрӗ, ҫамки ҫинче тар пӗрчисем палӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лизӑн шуранка сӑнӗ пачах шуралса каять.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Прохорова сӑнӗ тӑрук шуралса кайрӗ, унӑн типӗ те ҫӳхе тутисем чӗтреме тытӑнчӗҫ, алли сӗтел ҫийӗнче унталла та кунталла сулӑнчӗ, темскер шырарӗ — те графин, те тутӑр…

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тавралӑх йӑлтах темле шуралса, тӗтреленсе каять.

Куҫарса пулӑш

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Бухгалтер пичӗ шап-шурӑ шуралса кайрӗ, унтан кӗренленчӗ, унтан кӑвакарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӑн та, хура ҫӳҫлӗ Мартинӑн икӗ тӑнлавӗ те ҫунат вӗҫӗ пек шуралса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ҫын пырсан пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса каять тет, калаҫма хӑяймасть тет.

Подойдет кто – она то покраснеет, то побелеет, дар речи теряет.

Кил тени мӗн тени // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/386

Хальхинче ак пырса кӗчӗ те вӑл сада дачӑсем хыҫӗнче ҫеҫ юр саплӑкӑн-саплӑкӑн шуралса выртнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫӳҫӗм вӑтӑра ҫитичченех шуралса каять пуль.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗлтӗр ҫуракипе кӗрхи ҫӗртме хушшинче виҫ тумлам ӳкрӗ-ши ҫӗр ҫине, ӳкмерӗ те-ши; тӑпра кӗл пек шуралса кайрӗ, типсе ҫуркаланчӗ; ҫӑка ҫулҫисем ҫу варринчех сарӑхрӗҫ, улӑх-ҫаранра пӗрре лайӑх ҫулмалӑх та курӑк ҫитӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унӑн куҫӗсем халь ялкӑшса, ҫунса тӑчӗҫ, малтан шуралса кайнӑ пичӗ хӗрлӗ тӗспе витӗнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех