Шырав
Шырав ĕçĕ:
ССР Союзӗнче питӗ ухатан тата пӗр ывӑнма пӗлмесӗр крайсемпе облаҫсен чиккисене улӑштарса тӑма хатӗр, ҫавӑн пирки ӗҫре пӑтраштарупа шанчӑксӑрлӑх кӳрекен ҫынсем пур.
V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Полиципе жандармери кашни штатски ҫынна сӑнанӑ, кӑшт шанчӑксӑрлӑх палӑрсанах арестленӗ те концлагере хупса хунӑ.
Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Студентсен кашни утӑмне, кашни сӑмахне сыхлаҫҫӗ-мӗн «педелсем» — мӗнле те пулин шанчӑксӑрлӑх ҫук-и тесе, хыҫҫӑнах йӗрлесе ҫӳреме хушнӑ надзирательсене ҫапла ят панӑ кунта.
Хусанти пуху // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ҫырӑва вуласа пынӑ май, Давыдов чунӗнчи шанчӑксӑрлӑх пӗтсех пычӗ.По мере чтения письма отступала безнадежность, заполнившая душу Давыдова.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Вӑл тӗлӗнмелле, пӑлхануллӑ, пӑтранчӑк вӑхӑт пулчӗ; ҫав вӑхӑтра ман чӗремре пӗр харӑсах тӗрлӗ туйӑм, тӗрлӗ шухӑш, шанчӑксӑрлӑх та, шанчӑк та, савӑнӑҫ та, хурлӑх та — йӑлт пӑтрашӑнса кайрӗҫ; эпӗ хам ӑшӑмра мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшлама та шикленеттӗм — кун ирттерсе пултӑр тесе ҫеҫ пурӑнаттӑм; анчах каҫсерен ҫывӑраттӑм… ача ӑсӗ-кӑмӑлӗ пулӑшатчӗ мана.
XIX // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Мускав еннелле каякан ҫар ҫине пӑхса тулнӑ кӑмӑлран нимӗн те юлмарӗ, сивӗ ҫил унӑн кӑкӑрӗнче темле шанчӑксӑрлӑх чӗртрӗ, чӗрене шӑнтса ячӗ, йӗри-тавралӑх та иккӗлентерекен пулчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Самохинӑн сӑмахӗ вӗҫленес умӗн Макара ҫулӑм пек хыпса илнӗ ҫав тери хаяр ҫилӗ сасартӑках сирӗлсе кайрӗ, ун вырӑнне шанчӑксӑрлӑх, шиклӗх ҫавӑрса илчӗ ӑна.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗсем Вера Павловнӑна тата хытӑрах шанакан пулчӗҫ; каласса та Вера Павловна питӗ ӑнланмалла, ытла шала кӗрсе каймасӑр, пуласлӑха ытлашши илӗртӳллӗн сӑнласа памасӑр калать; пуласлӑха ытлашши илӗртӳллӗ сӑнласа пани тепӗр минутранах шанчӑксӑрлӑх ҫуратать.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1