Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла, сӑмахран, пӗррехинче галерейӑн пӗр пайӗ ҫуртӑн хӑрах енчен сасартӑк ишӗлсе аннӑ та чӗпӗ амӑшӗпе чӗпписене ишӗлчӗк айне тунӑ; унччен маларах кӑна галерея айӗнче лутра пукан ҫинче ларнӑ Аксиньйӑна, Антип арӑмне, лекнӗ пулӗччӗ, анчах вӑл, хӑй телейне пула, галерея ишӗлес умӗн сӳс илме кайнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку чӗпписем хӑйсене хӑйсем тӑрантарса пурӑнма пуҫласан, Квикка тата тепре чӗпӗ кӑларма ларчӗ.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Пусма ларнӑ чӑхӑ чӗпӗ кӑларнӑ, чӗпписене мӗнле пӑхса усрама пӗлмен.
Пусма ларакан чӑхӑпа унӑн чӗпписем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫурӑм-пуҫпе хир чӑххисем уҫланкӑсенче ҫисе ҫӳреҫҫӗ: хӑш чухне чӗпӗ амӑшӗ чӗпписемпе ҫисе ҫӳрет, хӑш чухне автанӗпе чӑххи ҫӳреҫҫӗ, хӑш чухне тата темиҫе автан пӗрле ҫисе ҫӳреҫҫӗ.
Хир чӑххисем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Эсӗ халӗ ҫунатсӑр чӗпӗ ҫеҫ.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Йӗкӗтсем, нимӗҫле «чӗпӗ» сӑмах мӗнле пулнине пӗлетӗр-и?
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӗпӗ куҫӗ текен лампа ҫутса аллине пероллӑ ручка тыттарчӗҫ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
— Аннӳ ав сана: «Ҫунатӑмсем айӗнчен вӗҫсе кайман чӗпӗ», — тесе хаклать.
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
15. Унта вӗҫекен ҫӗлен йӑва ҫавӑрӗ, ҫӑмарта туса чӗпӗ кӑларӗ, вӗсене хӑй хӳтлӗхне пуҫтарӗ; унта хӑлатсем пухӑнӗҫ, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн вӗҫсе анӗҫ.
Ис 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн Ҫурту таврашӗнче ҫерҫи те хӑйне пурӑнма вырӑн тупать, чӗкеҫ те чӗпӗ кӑларма йӑва ҫавӑрать.И птичка находит себе жилье, и ласточка гнездо себе, где положить птенцов своих, у алтарей Твоих,
Пс 83 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«…Пирӗн… манӑн кил пулас пулсан, — тет, — хурсем ун чухлех чӗпӗ пусса кӑларнӑ пулӗччӗҫ-ши?
7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Кашни ама вуншар чӗпӗ пусса кӑларнӑ.
7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Умӗнчи пӗчӗк шӑллӗ, иккӗ-виҫҫӗри «чӗпӗ», ҫӑварне ҫӑвӑр курак евӗр кап карать, пиччӗшӗ ӑна кашӑкпа хӑйма сыптарсах тӑрать, унӑн ҫӑварӗ пушаннӑ-пушанман кулачӑ татки хыптарать, хӑй те шӑллӗпе пӗрлех ҫиет.
7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Ҫулталӑкри пӗр вӑхӑта хӗл каҫма урӑх вырӑна кайсан та, вӗсем чӗпӗ кӑларма тӑван тӑрӑха таврӑнаҫҫӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Пӗр шӑнкӑрч ҫемйи чӗпӗ ҫитӗнтернӗ вӑхӑтра кӑна темиҫе пин хурт-кӑпшанкӑ пӗтерет Мӗн чухлӗ усӑ кӳрет!
14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вӗлтрентӑррисем те, иккӗмӗш хут чӗпӗ кӑларса, кӑнтӑралла ӑсанчӗҫ, ытти кайӑк сасси те сайралсах пырать.
7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫавӑрнӑ йӑвана чӗпӗ кӑларма, ху каланӑ пек, «арӑмӗсем» вӗҫсе ҫитеҫҫӗ.
4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫу каҫиччен икӗ хут чӗпӗ кӑларать, апӑрша.
4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Ан хӑра эп пур чухне, — кулса ячӗ чӗпӗ, — аттепе анне ҫаврӑнса та ҫитрӗҫ, сана илме килчӗҫ пулас.
Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.
Йӑвинче — тин ҫӑмартаран тухнӑ пысӑк чӑмӑр хырӑмлӑ, сар сӑмсаллӑ виҫӗ чӗпӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.