Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑтаймасӑр (тĕпĕ: чӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑвӑҫ япаласем тӑвакан мастерскойра пуринчен те ытла телейсӗртерех ҫамрӑксем — ытти мастерсене чӑтаймасӑр кунта тарса килнисем, мӑлатук ҫӗклеме е мотора ӗҫлеттерме вӑй ҫитерейменнисем, директор калашле, тӗрлӗрен «йӑх-яхсем» ӗҫлеҫҫӗ.

К жестяничным работам примазывались самые неудачливые ребята — те, что сбежали от тяжелой руки других мастеров, малыши, выгнанные потому, что были не в силах поднимать молот или заводить мотор, и вообще «сброд», как их называл директор.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ тарӑхнипе Тимафи сӑмах хушиччен: — Кӑткӑсем пирӗн пек катӑк ӑспа шухӑшламаҫҫӗ. Хайсен кил-ҫуртне никама аркаттармаҫҫӗ. Ӑна ҫӗмӗрсен те часах юсаҫҫӗ. Халӗ эпир унта утса ҫитнӗ ҫӗре хӑйсен йӑвине каялла куҫарса пӗтереҫҫӗ те пулӗ. Ухмах мар вӗт вӗсем чӗрӗ тунката ҫине куҫарнӑ йӑвара хӗл каҫма, — терӗм чӑтаймасӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ чӑтаймасӑр уй хӗррине чупса тухрӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тимафи ҫапла каласа парсан, — хӑм чӑтаймасӑр ахӑлтатсах кулса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хӑш чухне чӑтаймасӑр: «Аҫу пур-и санӑн, ывӑлӑм?» — тесе ыйтатӑп та, пур, пур, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Арӑмӗ Мишӑна чӑнласах улталанӑ-и? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ Николай Иванович.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Чӗрипеле чӑтаймасӑр Йӗрсе юрласа ярать…

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Мӗлке пӑлханма тытӑнчӗ: ҫил тата хытӑ вӑйлансан, йывӑҫ тӑрри, йывӑрӑша чӑтаймасӑр, хуҫӑлса анма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй чӗрипе чӑтаймасӑр, Йӗрсе юрласа ярать.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахтупай та чунпа ҫуйкӑнлансах пӑхрӗ кӗрешекенсене, хӑй паллакан паттӑрсемшӗн те, палламаннисемшӗн те пӗрре савӑнчӗ, тепре пӑшӑрханчӗ, хутран-ситрен чӑтаймасӑр «ну, ывӑт!» «ҫу-ук, ура хума юрамасть!» — тесе кӑшкӑркаласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тата тепри ясак тӳлесе ывӑннӑ та чӑтаймасӑр алла хӗҫ-пӑшал тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан чӑтаймасӑр ҫамкине хыпашласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каччӑ чӑтаймасӑр тӳрех ун патне чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Шигалей чӑтаймасӑр кӗрӗк тӳмине вӗҫертрӗ те хӑрах аллине хӗвне чиксе ячӗ, кӑкӑрне хыттӑн шаккаса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чипер калаҫ, ун пек ҫырма май ҫук! — чӑтаймасӑр кӑшт ҫеҫ ҫухӑрса ямарӗ Тургенев.

Куҫарса пулӑш

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӳҫӗ-сухалӗ таран арпа айне пулнӑ старике курсан Велиме чӑтаймасӑр кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ӗнер пуху чиперех иртрӗ пек-ҫке, — чӑтаймасӑр сӑмах хушрӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс те ан кай, Иштерек, — чӑтаймасӑр арҫынсен калаҫӑвне хутшӑнчӗ Пинеҫ инке.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Елюк чӑтаймасӑр «бригадиртан кӑларӑр» тесе колхоз правленине те кайса пӑхрӗ, анчах Семен Петрович ӑна лӑплантарчӗ кӑна:

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хӗрлӗ пилоткӑллӑ автан, ял тахҫанах вӑраннӑ пулин те, чӑтаймасӑр тепӗр хут авӑтса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех