Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсен шутне малтан Иконинпа Семенов кӗретчӗҫ, анчах пӗрремӗшӗ, юлташӗсем ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫав тери иртӗхсе ӗҫнине чӑтаймасӑр, ку ушкӑна пӑрахать; иккӗмӗш вара хӑйне ҫакӑ та ҫитмен пек туйӑннӑран пӑрӑнать.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр кунне те ӑна малтанхи пекех ӑнӑҫу сунса, шикленерех ӑсатаҫҫӗ, ҫавӑн пекех чӑтаймасӑр, савӑнса кӗтсе илеҫҫӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӑнтӑрлахи апат ҫывхарнине туйтаракан паллӑсене эпӗ ҫав тери чӑтаймасӑр сӑнатӑп.Я с сильным нетерпением следил за всеми признаками, доказывавшими близость обеда.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах партизансем ҫунтарнине чӑтаймасӑр татах юр ҫине лӑпчӑнчӗҫ.
7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кунта ӑна талӑка тӑсӑлакан тӗттӗм ҫӗрсенче чӑтаймасӑр кӗтнӗ, вӑл часах тухасса палӑртакан кашни палла курсан савӑннӑ.Его ждали здесь в полярную ночь с нетерпением, радовались малейшему признаку его скорого появления.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӗренекенсем чӑтаймасӑр кулса ячӗҫ.
Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чӑтаймасӑр кашни икерчӗрен пӗчӗк татӑк ҫыртса илчӗ те вӑл, тӳрех ҫӑтса ярас-ши е ҫӑварта ытларах тытса тӑрас-ши тесе, шухӑша кайрӗ.
Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Хӗҫпӑшалсем пурне те кирлӗ пулнӑ — приключени шыракансене те, фортунӑри салтаксене те, Америкӑн социалисчӗсене те, анархистсене те, Мексикӑран тарса килнӗ ҫынсене те, баршинӑран тарнӑ батраксене те, нухайкӑпа хӗртнине чӑтаймасӑр тарма Кэр д' Апенран тата Колорадӑран тарнӑ рудокопсене те хӗҫпӑшал кирлӗ пулнӑ; ҫак халӑх пурте тӑшмана тавӑрас ҫулӑмпа ҫунса ҫапӑҫӑва хатӗр пулнӑ — вӗсем хальхи кӑткӑс тӗнчере вӗресе ҫавӑрӑнса тӑракан кӑпӑк евӗр пулнӑ.
II // В.Г. Шильдяков. Джек Лондон. Мексикенец: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 52 с. — 6–51 с.
Тавыль хӑйне хӑй ҫав тери пӗччен те телейсӗр пек туйрӗ те, чӑтаймасӑр, макӑрса ячӗ.И таким одиноким и несчастным сам себе показался Тавыль, что не выдержал и заплакал.
Тавыль шкула каясшӑн // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫулталӑк маларах ун амӑшӗ, Экэчо усаллине чӑтаймасӑр, тӑванӗсем патне, тундрӑна тухса кайрӗ.
Икӗ айӑп пӗр харӑс // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Томӑн куҫӗсем шывланчӗҫ, Вӑл хӑйӗн тусӗ ҫине пӗр шарламасӑр пӑхса тӑчӗ, унтан, чӑтаймасӑр, юр ҫине чӗркуҫленсе сасартӑк хӑй те макӑрса ячӗ.
Пӑрлӑ чикӗ леш енче // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫав хӑватлӑ хӗстерӗве чӑтаймасӑр, тӑшман, кашкӑр кӗтӗвӗ вутран хӑраса тарнӑ пек, каялла ыткӑна-ыткӑна каять.И враг, как волчья свора, убегающая от огня, откатывался перед грозным натиском.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Старик кӑштах енчен енне тайкаланса тӑчӗ, чӗркуҫҫи ҫине йывӑррӑн тӗшӗрӗлсе анчӗ, унтан, чӑтаймасӑр, йынӑшса ячӗ те урайне ӳпне ӳкрӗ.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ашшӗне сӑнаса тӑнӑ Ильсеяр, чӑтаймасӑр: — Атте! — тесе кӑшкӑрчӗ.
VI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
— Ҫакна тума май пур-и, ҫук-и? — чӑтаймасӑр тепӗр хут ыйтнӑ Сервантес.— Возможно это или невозможно? — теряя терпение, ещё раз опросил Сервантес.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Епле эсӗ часах хӑтӑлма пултартӑн-ха, аттем? — тесе ыйтнӑ чӑтаймасӑр Сервантес манахран.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Мӗн паян каҫхине? — чӑтаймасӑр, тепӗр хут ыйтнӑ Мигель.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Чӑтаймасӑр, старик те аяла аннӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
— Пирӗн ялта «Ильич лампи» ҫуна пуҫларӗ, — чӑтаймасӑр хушса хурать ҫак самантра хӗрачи.
Пӑр юрланӑ чух // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Чӗнӗр, тархасшӑн! — чӑтаймасӑр тепӗр хут калать Владимир Ильич.
Ялсемпе хуласем тӑрӑх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.