Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чей чашӑкӗсене хӑйсен кушӑрханӑ хура аллисемпе тытатчӗҫ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ыттисем чашӑкӗсене нар ҫине лартаҫҫӗ, хӑйсем чӗркуҫленеҫҫӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.
Тӗттӗм пула пуҫласан йӗпе шӑши пек исленнӗ ҫынсем чашӑкӗсене йӑтрӗҫ те: «Кайӑк чӳк! Кайӑк чӳк!» — тесе кӑшкӑрашса килӗсене саланчӗҫ.
Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Люба, сӑмах ҫине нимӗн те ответлемесӗр, чей чашӑкӗсене вырнаҫтаркаланӑ.
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пӗчӗккисем черете тӑрса тухрӗҫ те кухня алӑкӗ патне йӗркипе пырса, хӑйсен чашӑкӗсене тӑсса, Чижикпа Нюра ҫине хисеплӗн пӑхрӗҫ.
Хуран вӗрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вагона вӗҫсе кӗнӗ хуртсем пыл чашӑкӗсене сӑрса илчӗҫ.
40 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Иккӗшӗ телеграф пралукӗн изоляци чашӑкӗсене персе салатасшӑн, ҫӳлелле пӑшалӗсемпе тӗллеҫҫӗ.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Захар, сухалне патнус ҫинех чиксе, патнусне ҫирӗппӗн ҫатӑрласа тытса, Обломов вырӑнӗ тӗлне аванах ҫитрӗ, вӑл, чей чашӑкӗсене кровать ҫывӑхӗнчи сӗтел ҫине лартса, улпута вӑратасшӑнччӗ кӑна — пӑхать, тӳшек те лӳчӗркенмен, улпут та ҫук!
XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анисья ун хыҫӗнчен алӑкран пуҫне кӑларса пӑхрӗ, — вӑл яланах ҫавнашкал: ку чашӑкӗсене сӗтел патне лайӑхах илсе ҫитерет-ши тесе, ун хыҫӗнчен пӑхса тӑрса юлать; Захар патнуса чиперех сӗтел ҫине лартсан, вӑл ним шарламасӑр алӑка хупать е лешӗ пӗр-пӗр чашӑка ӳкерсе ҫӗмӗрсе пӑрахсан, ыттисене те ҫӗмӗрттерес мар тесе, чупса тухать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вилсен те, Мускав ҫывӑхӗнче, тет — сӗтеле ҫиттипе витсе, чей чашӑкӗсене — Иртеньевсен несӗлӗн авалхи куркисене тирпейлӗн хатӗрлесе шӑкӑлтатать Ариша.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
13. Вара парне вырӑнӗ ҫинчи кӗле тасатса, ӑна хӗрхӗлтӗм виткӗчпе витсе хурӗҫ; 14. парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан мӗнпур хатӗр-хӗтӗре — кӑмрӑк ӑскӑчӗсене, юплешкисене, калакӗсене тата чашӑкӗсене, парне вырӑнӗн мӗнпур савӑтне — парне вырӑнӗ ҫине хурӗҫ те, ӑна кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе, каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тапӑрӑн ҫула тапранса тухмалла пулсассӑн, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем кӗрӗҫ те, хупӑрласа тӑракан чаршава илсе, унпа Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине витӗҫ; 6. унтан ун ҫине кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивитти витӗҫ, ҫиелтен пӗтӗмӗшпе сенкер ҫӑмран тунӑ вителӗк витӗҫ, вара каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ; 7. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсен сӗтелне те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗчпе витӗҫ, ун ҫине чарисене, тирӗкӗсене, чашӑкӗсене, ӑсса ямалли куркисене лартӗҫ; ун ҫинче яланхи ҫӑкӑрӗ те пулмалла; 8. вӗсем ҫине йӑмӑх хӗрлӗ виткӗч витӗҫ, ӑна ҫиелтен тата кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ; 9. унтан сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч илӗҫ те ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, хӗскӗчӗсене, ӑскӑчӗсене тата ун таврашӗнче тыткалакан йывӑҫ ҫӑвӗ ямалли мӗнпур савӑтне витсе хурӗҫ; 10. унтан вара ӑна, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те ҫӗклевӗҫ ҫине лартса хурӗҫ; 11. ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ ҫине те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч витӗҫ, унтан ӑна кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе хурӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса ярӗҫ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1