Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чаршавӑн икӗ енчен ҫӳлелле икӗ тӑваткал башня хӑпарса тӑрать.
Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Шултра чечеклӗ чаршавӑн ҫӳҫине шыв укипе питӗрнӗ, Кантюк ун ҫумӗпе сӗртӗнсе Шерккее тӗпелелле ирттерчӗ.Провел Шерккея мимо занавеса с крупными цветами, подбитого кистями с позументом, в передний угол.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ирхи тӗтре хытхура тӗлӗнче шупка кӑвак чаршавӑн ҫакӑнса тӑрать.Утренний туман, висящий над бурьяном, кажется бледно-голубым занавесом.
III. Инкекпе куҫа-куҫӑн // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Анчах ҫак каҫ чаршавӑн айӗнче тепӗр тӗслӗ инкек пытаннӑ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Халӑх хумӗ хутшӑнсах пырать; акӑ тата темиҫе минут ҫеҫ иртет — чаршавӑн йывӑр бархачӗ хуллен уҫӑлать, РКСМ Центральнӑй Комитечӗн секретарӗ, чаплӑ минутӑра пӗр самант хӑйне хӗл ҫирӗп тытма вӑй тупаймасӑр тӑрать те ҫапла пуҫлать:
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Халӗ пӗтӗм тӗнче икӗ пая уйрӑлнӑ: пӗри — тусанланнӑ пустав леш енче, кӗрлекен залра, тепри — чаршавӑн ку енче, хӑма сарса тунӑ, халлӗхе пӗр сас-чӗвсӗр шкул сцени ҫинче тата юнашарти пӗр пӳлӗмре.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Каркӑҫа кӑшт сирсе хунӑ та хирӗҫелле, алтарӗн тепӗр еннелле, — унта, ылтӑнпа тыттарнӑ ӗлӗкхи чаршавӑн тӗттӗм хутламӗсем хыҫӗнче, хӑҫан-тӑр Израиль патшин илемлӗ, ҫап-ҫутӑ сӑнӗ курӑна-курӑна кайнӑ, — куҫ илмесӗр пӑхнӑ вӑл.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Чаршав хупӑнса пырать, чаршавӑн пӗр енчен Ванькка тухать, тепӗр енчен — Анфис аппа.Закрывается занавес, с одной стороны выходит Ваня, с другой – тетя Анфиса.
Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
5. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 6. Левий йӑхне илсе кил те ӑна Аарон священник умне тӑрат, вӗсем ӑна пӑхӑнса ӗҫлесе тӑччӑр; 7. вӗсем вара уншӑн та, пӗтӗм халӑхшӑн та пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн яланах кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 8. пуху чатӑрӗн мӗнпур япалине вӗсем сыхласа усраччӑр, Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 9. левитсене Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата унӑн [священникра тӑракан] ывӑлӗсен аллине пар: Израиль ывӑлӗсенчен вӗсем Аарон аллинче пулччӑр; 10. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне] пар: вӗсем хӑйсен священника тивӗҫ ӗҫне туса тӑччӑр [тата парне вырӑнӗпе чаршавӑн шал енче мӗн пуррине пурне те пӑхса тӑччӑр]; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла, тенӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Картишне кӗмелли ҫӗре ҫакмалли чаршавӑн [ҫӳллӗшӗ] ҫирӗм чике пултӑр, ӑна сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрӗпе эрешлесе тумалла; ун валли тӑватӑ юпа, юписене лартма тӑватӑ тӗп кирлӗ.
Тух 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1