Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн ятушӑн чӗртсем мана; Хӑвӑн тӳрӗлӗхне кура чунӑма инкекрен хӑтарсам, 12. хӗрхенекен кӑмӑлна кура тӑшманӑмсене пӗтер, чунӑма хӗсӗрлекенсене пурне те тӗп ту: эпӗ — Санӑн чуру.
Пс 142 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
88. Хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран чӗрӗ усрасам мана, Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине уяса пурӑнам.88. По милости Твоей оживляй меня, и буду хранить откровения уст Твоих.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
77. Хӗрхенекен кӑмӑлу мана ҫитинччӗ, вара эпӗ пурӑнӑп: мана Санӑн саккуну лӑплантарать.77. Да придет ко мне милосердие Твое, и я буду жить; ибо закон Твой - утешение мое.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ, тӳрӗ, пирӗн Турӑ хӗрхенекен кӑмӑллӑ.
Пс 114 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӳрӗ ҫынсемшӗн сӗмлӗхре ҫутӑ ҫутатать; вӑл ҫын ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, тӳрӗ.4. Во тьме восходит свет правым; благ он и милосерд и праведен.
Пс 111 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑйӗн кӗтречӗсене Вӑл ӗмӗр асӑнмалла тунӑ; Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ.4. Памятными соделал Он чудеса Свои; милостив и щедр Господь.
Пс 110 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм, пулӑшсам мана, хӗрхенекен кӑмӑлупа ҫӑлсам мана, 27. эй Ҫӳлхуҫа, ҫакӑ Санӑн аллу иккенне, ҫакна Эсӗ тунине пӗлччӗр.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, маншӑн Хӑвӑн ятна тивӗҫлине тусамччӗ, хӗрхенекен ырӑ кӑмӑлна кура мана ҫӑлсамччӗ: 22. эпӗ чухӑн та мӗскӗн, ӑшӑмри чӗрем касӑлчӗ.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр; 8. унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр; 9. унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр; 10. унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр; 11. кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр; 12. унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр; 13. унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр; 14. унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр; 15. Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр, 16. мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ; 17. ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ; 18. ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр; 19. вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Вӑл вара вӗсем йӗрсе йӑлӑннине илтсессӗн вӗсен асапӗ ҫине хӗрхенсе пӑхнӑ, 45. вӗсемпе хывнӑ халалне вӗсемшӗн асне илнӗ, вӗҫӗмсӗр ырӑлӑхне пула шухӑшне улӑштарнӑ; 46. тыткӑна илекенӗсен кӑмӑлне ҫемҫетнӗ, вӗсене хӗрхенекен тунӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ: 9. вӗҫне ҫитиех ҫилленсе каймасть, ӗмӗрех тарӑхса тӑмасть.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене пурне те каҫарать, сана пӗтӗм чир-чӗртен сыватать; 4. пурӑнӑҫна вилӗмрен хӑтарать, хӗрхенекен кӑмӑлӗпе сана тулли ырӑлӑх кӑтартать; 5. ӗмӗтленнӗ ӗмӗтне ҫитерет: ӗнтӗ ҫамрӑклӑху ӑмӑрткайӑк пек ҫӗнелет.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа, — уҫӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенекен чӗреллӗ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ — 16. ман ҫине пӑхсамччӗ, хӗрхенсемччӗ мана; Хӑвӑн чуруна Хӑвӑн тӗреклӗхне парсамччӗ, Хӑвӑн чурун ывӑлне ҫӑлсамччӗ; 17. мана кӑмӑл тунине паллӑ туса кӑтарт, мана курайманнисем курччӑр, намӑсланччӑр, мӗншӗн тесессӗн, Ҫӳлхуҫамӑм, мана Эсӗ пулӑшрӑн, лӑплантартӑн.
Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑвӑн чурун чунне савӑнтар, эй Ҫӳлхуҫа, чунӑмпа Сан енне ҫӗкленетӗп: 5. эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ Хӑвна йӑлӑнакансемшӗн пуриншӗн те ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, нумай ырӑлӑхлӑ.
Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Туррӑм, мана хӗрхенекен Туррӑм, ман умран пырӗ; Турӑ мана тӑшманӑмсем ҫине пӑхса тӑмалла тӑвӗ.11. Бог мой, милующий меня, предварит меня; Бог даст мне смотреть на врагов моих.
Пс 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эй Турӑ, тӑрса пулӑшсамччӗ пире, хӗрхенекен кӑмӑлушӑн ҫӑлсамччӗ пире.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн хӗрхенекен кӑмӑлна манран ан сирсемччӗ; Санӑн ырӑлӑхупа Санӑн чӑнлӑху мана яланах сыхласа тӑрӗҫинччӗ: 13. темӗн тӗрлӗ асап та сырса илчӗ мана; хам тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем хамах ҫитрӗҫ, ӗнтӗ пӑхса та курайми пултӑм: вӗсем пуҫӑм ҫинчи ҫӳҫ пӗрчинчен те йышлӑрах; чӗрем вӑйӗ юлмарӗ.
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Чуруна Хӑвӑн ҫутӑ сӑнна кӑтартсам; хӗрхенекен кӑмӑлупа ҫӑлсам мана.17. Яви светлое лице Твое рабу Твоему; спаси меня милостью Твоею.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫамрӑк чухнехи ҫылӑхӑмсене, йӗркесӗр ӗҫӗмсене ан асӑнсам; эй Ҫӳлхуҫа, Ху ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран, хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран асна илсемччӗ мана!
Пс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫапла, [Санӑн] ырӑлӑху, хӗрхенекен кӑмӑлу ӗмӗрӗм тӑршшӗпех манпа пӗрле пулинччӗ, эпӗ вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче нумай-нумай кун пулӑп.
Пс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.