Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрхенекен (тĕпĕ: хӗрхен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та ку малтанхи ырӑ кӑмӑллӑ та ҫынсене хӗрхенекен директор марччӗ ӗнтӗ; вӑл хӑйӗнпе тата хӑйне килентерме хушнӑ гаерсем хушшинче мӗн тери пысӑк уйрӑмлӑх пулнине малтанхи хутах систерчӗ.

Но это был уже не прежний директор, добродушный и снисходительный; он с первого разу дал почувствовать всю необъятную разницу между им и его гаерами, назначенными для удовольствия.

Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.

Ан кӑтарт эс вӗсене, ҫав чунсӑр ҫынсене, хамӑр хуйха-суйха, вӗсем пурпӗрех хӗрхенекен этемсем мар, вӗсем пирӗн хурлӑха курса йӑпанасшӑн ҫеҫ ҫунаҫҫӗ».

Не показывай им наше горе, этим равнодушным людям, они не сочувствуют, у них одно любопытство».

Сывӑ пул, Чӗмпӗр! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫавӑн пек ирсӗрлӗхе христианин, йӑваш ҫынсене хӗрхенекен христианин ҫеҫ калать, вӑл пит хытӑ туртса ҫыхнӑ чӗне курсан, хӑранипе шуралса каять.

Такую вещь может придумать только католик — кроткий, сострадательный католик, который бледнеет при виде слишком туго затянутого ремня!

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Хӑвӑра алӑк патӗнчех чарса тӑратма пӑхакан сисӗм-туйӑмӑра ан ӗненӗр, — аван мар сисӗм-туйӑм вӑл, — тӳрех малалла иртӗр, эпӗ асапланакан ҫынсене курма ҫеҫ килнӗ вӗт-ха тесе, именсе ан тӑрӑр, вӗсем патне пырса калаҫма ан именӗр: телейсӗр ҫынсем хӑйсене хӗрхенекен ҫын сӑнне курма юратаҫҫӗ, хӑйсем мӗн тери асап курни ҫинчен каласа пама, хӑйсене шеллесе, юратса каланӑ сӑмахсене итлеме юратаҫҫӗ.

Не верьте чувству, которое удерживает вас на пороге залы, — это дурное чувство, — идите вперед, не стыдитесь того, что вы как будто пришли смотреть на страдальцев, не стыдитесь подойти и поговорить с ними: несчастные любят видеть человеческое сочувствующее лицо, любят рассказать про свои страдания и услышать слова любви и участия.

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ҫавӑнтан кайран эпӗ лашасене хӗрхенекен пултӑм.

С тех пор я вырос большой и всегда жалею лошадей.

Пичче хӑй юланутпа ҫӳрени ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ӑна хӗрхенекен пур-и?

Кто пожалеет его?

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Ак, тупата! — тӗлӗннӗ пек каласа хучӗ хӗрарӑм, — Ялтан килнӗ ҫынна хӗрхенекен ҫук…

— Ах тубада! — с гневом и сожалением воскликнула женщина, — и пожалеть некому деревенского парнишку!

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Никама хӗрхенмен ҫын пурне те хӗрхенекен ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна вилӗмрен хӑтарнӑ, ҫак пӑттӑр ӗҫ унӑн пичӗ ҫинче тарӑн ҫӗвӗ — хӗҫпе каснӑ йӗр хӑварнӑ.

Беспощадный спас жизнь милосердному и поплатился за это рубцом на лице.

VII. Чӑнлӑхӑн икӗ енӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Уншӑн тӑшмана пырса ҫапакан хӑйӗн вӑйлӑ алли тата ҫӗнтернисене хӗрхенекен чӗри кӑна калаҫать.

За него были только его рука, разящая врагов, и сердце, милующее их.

VII. Чӑнлӑхӑн икӗ енӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Пӗри ҫӗнтерӳ патне хаярлӑхпа ҫитме тӑрӑшнӑ, тепри — ҫемҫе, хӗрхенекен, ырӑ кӑмӑлпа.

Одна стремилась победить суровостью, а другая кротостью.

VII. Чӑнлӑхӑн икӗ енӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӑл кӑмӑллӑ та хӗрхенекен ҫын пулнӑ.

Она была слезлива и жалостлива.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Анчах халӗ мӗншӗн пурте урӑхла пулса тӑчӗ, — е пурне те хӗрхенекен пултӑм-и эпӗ?

А теперь все для меня по-другому встали, — жалко всех, что ли?

IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Тепӗр икӗ кунтан выҫӑ вилме пуҫланӑ Лупера хӑйне те ҫынна хӗрхенекен маориецсем — ун пеккисем те пур! — килсе тупнӑ.

Через два дня самого Лупера, умирающего от голода, подобрали сострадательные маорийцы — есть и такие!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Сирӗн аннӗр чирлӗ, ҫапла-и? — ыйтрӗ хӗрхенекен сасӑпа, куҫне кулӑшларах хӗссе.

Смешно сощурилась и сочувственным голосом спросила: — У вас мама больна, да?

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ашшӗ хӗрхенекен, ҫав вӑхӑтрах ӳпкелекен Анискӑ ҫеҫ мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тунӑ, — ашшӗ ӑна пуриншӗн те каҫарнӑ.

Лишь Аниска, отцова жалость и укор, делала что хотела — ей все прощалось.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сыхлаччӗ, ҫӑлса хӑварсамччӗ ӑна, пурне те хӗрхенекен таса турӑ чури, инкек-синкекрен, усал тӑшманран хӑтар, хӳтӗлесе хӑвар…

Защити и спаси, святой угодник-милостивец, укрой и оборони…

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вара вӑл, вилӗме, ҫак хӗрхенекен туйӑмпа тата ҫирӗплӗхпе тулнӑ пысӑк куҫлӑ, ҫамрӑк та хитре арҫури сӑнӗпе тухса тӑнӑ вилӗме курсан, уласа йӗрсе янӑ.

И он зарыдал, увидев смерть в образе этого юного красавца лешего, с большими жалостливыми и непреклонными глазами.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ҫапла, вӑл вилет, ӑна каҫарма пулать», — хӗрхенекен ыр кӑмӑллӑ ҫын пулма тӑрӑшса шухӑшларӑм эпӗ.

Да, она умирает, и можно простить ее», — думал я, стараясь быть великодушным.

XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ӑшша хӗрхенекен Архангельск ҫӑвӗ шыва ӑшӑтма ӗлкӗреймен-ха.

Скуповатое на тепло архангельское лето еще не успело прогреть ее.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

«Российӑран мана хӗрхенекен ҫырусем килеҫҫӗ; эпӗ кунта, тӗттӗм кӗтесре, пӗтӗмпех пӗтсе ларасран хӑраҫҫӗ.

«Мне пишут из России письма соболезнования; боятся, что я погибну, зарывшись в этой глуши.

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех