Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗлхемӗ (тĕпĕ: хӗлхем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн паллӑ поэтсенче, талантлӑ ҫамрӑксенче Ҫеҫпӗл Мишши хӗлхемӗ сӳнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Сехмет тетӗн? — хӗрарӑм куҫӗнче темӗнле тавҫӑру хӗлхемӗ выляса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Электричество вӑйне пӑхӑнса шӑранакан тимӗр хӗлхемӗ ташша-вӗҫеве пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кайран, ӑсатнӑ чух, Тамарӑн куҫӗнче хаваслӑх хӗлхемӗ ҫиҫетчӗ, тути ырӑ кулӑпа илемленнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ӑшра шанчӑк пултӑр, пултарулӑх хӗлхемӗ ан сӳнтӗр.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Аялта илтнӗ сӑмахсене ӗненменшӗн те мар, вӗсене ытахальтен каламан пирки иккӗленместӗп, анчах… анчах та ӑшра ҫав-ҫавах темле шанчӑк хӗлхемӗ пур.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ваньӑра вара ӑнтӑлу хӗлхемӗ йӑлкӑшать, ӑна хӑват парса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Хӗвел хӗлхемӗ выляса, ялтраса ҫӗкленнӗ чухне вӑрмантан мотоцикл вичкӗн кӗрлеттерсе тухрӗ, тусанлӑ ҫулпа хӗвеле хирӗҫ вирхӗнчӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тӑван чӗлхепе культурӑна малалла аталантарас тӗллевпе Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Чӑваш Республикин хӗрарӑмсен союзӗпе пӗрле Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестиваль ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/t ... uisem-pall

Пӗр эсӗ кӑна тискер вилӗм умӗнче те шанчӑк хӗлхемӗ ҫурататӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Супни ҫитнипе, кутӑнла утӑмлакан кун-ҫул хӗлхемӗ тӗксӗмленсе те тӗксӗмленсе пынипе чунӗ те, вӑй-халӗ те, хухса, хавшаса, тӑллансах ларнине пула мучи хӑй пӗчченлӗхне паянхи пек нихӑҫан та туйманччӗ, сисменччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ман чӗрене ҫак сӗмсӗрлӗхе ҫапса аркатас, сирсе ывӑтас туйӑм хӗлхемӗ ҫутатса-пӗҫертсе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫӗнӗрен, иккӗмӗш хут, анчах кӗпепе, ҫӗлӗкпе-калпакпа ҫуралнӑ пекех туйрӗ хӑйне халӗ Ула Тимӗр, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине чалт! сиксе ӳкнӗ телей хӗлхемӗ унӑн умри шӑпине уҫҫӑнрах, ҫуттӑнрах ҫутатса ячӗ, пуҫне ҫӗклентерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина пурпӗрех ӑнланчӗ: ҫук, тем тесен те, йӗрсӗр-мӗнсӗр путланман, пӑлт! пӑлт! пӑлт! пӑлтлатса сӳнмен иккен-ха вӗсен хушшинче калчалла ачалӑхра чалтӑрт! хыпса илнӗ пӗчӗк, вӑрттӑн юрату хӗлхемӗ!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тимлесерех сӑнакаласа пурӑнсан, ӗнтӗ Полинана хӑйне те Ула Тимӗр шӑпах ӗмӗтри чун патӗнчи «принц»-арҫын ача пек курӑна пуҫларӗ: хӗрача чӗринче хӑй пекех ҫамрӑк «калча» «сиктернӗ» пӗчӗк, ылтӑн вут — чалтӑрт! сирпӗнсе илнӗ «айӑпсӑр» юрату хӗлхемӗ — вӑй илсе, хӗвел пекех, пурнӑҫ пекех нихӑҫан та сӳнмесле шанӑҫ ҫуратса ҫунма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра унӑн ӑспуҫне, пӗчӗк шанчӑк хӗлхемӗ ӳкӗрсе, чун-чӗрине каллех ӑшӑ хум ярса питех те иккӗленӳллӗ, анчах ытла та илӗртӳллӗ, йӗкӗлтевлӗ шухӑш ҫупӑрласа, вашкӑрттарса, «кӑтӑкласа» илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫав шухӑш кӗл хӗлхемӗ пекех вӑйсӑр, ҫавӑнпа самантрах сӳнет.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Кузнецов куҫӗсенче каллех савӑнӑҫ хӗлхемӗ ҫуталчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун ҫине пӗчӗкҫӗ вут хӗлхемӗ килсе ӳксен те, вӑл тар пек пӑр! кӑна тивсе кайма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑлхану хӗлхемӗ 1842 ҫулхи пуш уйӑх вӗҫнелле Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Чикме округӗсене те сике-сике ӳкнӗ.

Искры разгоревшегося в конце марта 1842 года восстания долетели и до Чебоксарского, Цивильского и Козьмодемьянского округов.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех