Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем мӗн май килчӗ унтах хӑйсене кантарма вӑхӑт ҫитнине палӑртма тытӑнчӗҫ: е йывӑҫ тымарӗсем ҫине такӑнаҫҫӗ, е сӑрт ҫине улӑхнӑ чухнелле чарӑнкалама пӑхаҫҫӗ, е тарӑн ҫырмана анас умӗн хӑранӑ пек пӗр вырӑнта тапӑртаткаласа илеҫҫӗ.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Укаслу хӑй хусканӑвӗпе Пинер утне чӑрмантарасран хӑранӑ пек сывлама та хӑраса тӑчӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кайран ҫӳлти Турӑран хӑранӑ та, хӑйсен усал ӗҫне пытарас тесе, ун виллине ҫунтарса янӑ, кӗлне ҫилпе вӗҫтерсе салатнӑ.
Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах вӑл ҫинҫе сасран тӑшман вутран хӑранӑ пек хӑрама тытӑннӑ.
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗвел ури, хӑйӗнчен хӑранӑ таракансенчен кӑмӑллӑн кулкаласа, пӳрт пӗренисем ҫинчен путмар ҫине ӳкрӗ, тем тӗрлӗ саплӑк илемсӗрлетсе тӑракан кивӗ минтер питне хыпашлама тытӑнчӗ…
Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗрача шартах сикрӗ, вӑл аллинчи телейне такам туртса илесрен хӑранӑ евӗр чечек ҫыххине кӑкри ҫумне пӑчӑртарӗ.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Хӗвел те, аслатирен хӑранӑ пек, сӑнсӑр пӗлӗтсем айне кӗрсе пытанчӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Урсэкие ҫӗклесе килнӗ детальсенчен пӗрне верстак ҫинчен илсе, вӑл ун ҫине шухӑша кайнӑ пек пӑхса тӑчӗ, унтан сасартӑках йӗрӗнчӗклӗн, темрен хӑранӑ пек ӑна аяккалла ывӑтса ячӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Хӑйне малтанах именчӗклӗ тыткалатчӗ, хӑйӗн мӗлкинчен те хӑранӑ пек туйӑнатчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Ахӑртнех, директор патне кайрӗ пулас! — терӗ хӑранӑ пек хыттӑн пӑшӑлтатса ҫирӗп те сарлака хулпуҫҫиллӗ йӗкӗт Валентин Дудэу; класри ачасем ӑна «мемме ачи» тесе мӑшкӑлаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Арӑм, йытӑран хӑранӑ мулкачӑ капан айне тарса пытаннӑ евӗр, кухньӑна кӗрсе ҫухалчӗ, урай сӗрмелли шӑвапӑр аврипе алӑка тӗкӗлерӗ.
Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.
— Чӑнах та, тулӑ вӑрлӑхӗ килсе илме чӗнсеттӗм, — терӗ хӗр, эпӗ ӑна ӗненмесрен хӑранӑ пек, ман куҫран пӑхса.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӑл ман ура сассине илтсенех хӑранӑ сурӑхла варт! сиксе тӑратчӗ, унталла-кунталла пӑхкалатчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Малти ретре тӑракан Пиш ҫыннисем, упана курса хӑранӑ пек, каялла тӗр! чакрӗҫ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ана хирӗҫ ӗнелсем, кашкӑртан хӑранӑ сурӑхсем пек, каялла чупаҫҫӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Вӑспӑти, тем курса ларӑн… — ачине, такам туртса илесрен хӑранӑ пек, кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса тытрӗ Анук.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӗлӗннӗ те хӑранӑ куҫӗсемпе Анук ҫине тинкерсе: «Мӗншӗн ҫав териех нӳремсӗрле хуравларӗ вӑл? Эпир Кӗтерукпа варлӑ пулнине пӗлет вӗт? Апла тесен, Кӗтерук урӑх каччӑ тупман-и?..» — хуйхӑрса шухӑшларӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах кулса ярас вырӑнне вавӗмле хӑрушлӑх ҫывхарнинчен хӑранӑ пек пулса кайрӗ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кантур таврашӗнчен вӗсем уретник-стражниксенчен хӑранӑ пекех хӑраҫҫӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Паҫӑр, Платун патӗнче чухне, суя тупа тӑвасран темрен хӑранӑ пек хӑраса хӑйне хӑй намӑса кӗчӗ пулсан, халь вӑл «мана ҫав чуххи» тесе шухӑшларӗ.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.