Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑранӑ (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗри, хӑранӑ пек пулса, хыттӑнах ҫухӑрса ярать, ыттисем пӗтӗм улӑх илтмелле ахӑлтатса кулаҫҫӗ, улӑх кулӑпа чӗтресе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫырса ярӑп, салам ҫырса ярӑп, — тата тем каласран хӑранӑ пек, васкаса каларӗ Кӗтерне.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑшӗнче хӑй хӗрарӑм агрономран хӑранӑ пек пулчӗ, Левентейӗ кунта кӗрсе тухманни нумай пулать, кӗтӗр ӗнтӗ, анчах хӗрарӑм агрономӗ виҫӗ кун каялла кӑна харкашу туса хӑварчӗ вӗт-ха?

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӳҫне вӑрӑм чӗрнеллӗ пӳрнисемпе якаткаларӗ те, урайӗнче выртакан чӗн пушша ҫекӗлтен ҫакса ярса, Кӗтернерен хӑранӑ пек ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темскер, хӑранӑ пек туйӑнать вӑл Василий Васильевичран.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрье тасатмалли мелкерен хӑранӑ пек хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӑлтӑрсем кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче унччен тума хӑранӑ утӑма тума сӗнеҫҫӗ.

Обратите внимание на 3 января: в этот день звезды советуют вам сделать решительный шаг, который раньше пугал вас.

53-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унччен тума хӑранӑ ӗҫсене пурнӑҫламалла.

Можно планировать дела, которые раньше вызывали опасение.

38-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑрамаллипех хӑранӑ вӑл кӑҫал хӑйне сирпӗтсе антарасран.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шигалей чӑнах та сӑмахпа кӑна паттӑрланать, ҫапӑҫуран вутран хӑранӑ пек хӑрать.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем хӑранӑ чӗтрекен сассемпе каласа пачӗҫ мӗнле хӑрушӑ япала пулса иртнине.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вара вӑл хуллен пыркаласа, те хӑранӑ пек тӗттӗмре чарӑнкаласа итленӗ пек пулса вӑхӑта тӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тӗлӗнсе каймалла: йӳтенӗ юмӑҫ карчӑк каланине пӗтӗм ял ӗненсе пӑрахнӑ, пурте Урасметран мӑйракаллӑ шуйттантан хӑранӑ пек хӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Киле пӗчӗк ача пек хӗпӗртесе таврӑнакан Ахтупай ҫул тӑршшӗпе пӗр япала ҫинчен шутларӗ: мӗнле-ха вӑл ку таранччен ҫавӑн пек ӑста та маттур ҫынпа паллашмасӑр пурӑннӑ, унран темрен хӑранӑ пек хӑраса тӑнӑ?

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр енчен, вӑл унран вӑтаннӑ, ку ҫеҫ те мар, ун йӗплӗ чӗлхинчен, ун хӑюлӑхӗпе чӑрсӑрлӑхӗнчен хӑранӑ (лайӑх астӑвать-ха вӑл, ҫак талпас йӗкӗт пӗррехинче ӑна уявра упа ҫури тесе йӗкӗлтесе те илнӗччӗ, унсӑр пуҫне, ӑна айван-ха эсӗ тенӗ пек, ҫӳҫрен те лӑсканӑччӗ), тепӗр енчен, Ятламас купӑс ӑсти пулнӑ май, темле вӑй ун еннелле туртнӑ ӑна, ҫулсем иртнӗҫемӗн ытларах илӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫамрӑклах иртӗхме вӗренетӗн, йӗкӗт, — терӗ вӑл, Ахтупай тухса тарасран хӑранӑ пек, уҫӑ хапхана тачӑ хупса хурса.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑй вӑл ҫаратса кайнӑ хваттертен пиччӗшӗ таврӑниччен тухса кайма хӑранӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Соня килте пӗччен ҫывӑрма хӑранӑ пирки ашшӗ патне кайнӑ пуль, тенӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлушпа Герман ҫак инкеке пит лайӑх курнӑ, пулӑшас шухӑш та пулнӑ, анчах вырӑнтан сикме хӑранӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗтӗмпех пуянсенчен хӑранӑ пирки!

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех