Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑранӑ (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тем пуласран хӑранӑ пек, хунямӑшӗ пӗрре тӗпелелле, тепре алӑк патнелле пӑхса илчӗ, аллине ҫӑварӗ патне тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Анук Хусана каять, — такам илтесрен хӑранӑ пек, хуллен хуравларӗ Мавра.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Энӗшкасси ҫыннисем тӳсеймерӗҫ, халь тем пырса тытасран хӑранӑ пекех тарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь пусса лартасран хӑранӑ пек пӳртрен чикелене-чикелене тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтрӗмӗр! — курса тӑракансем арҫурирен хӑранӑ пекех тӗрлетсе чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лӑп-лап ҫыпӑҫасран хӑранӑ пек, хӑшпӗрисем сӑхсӑхса илчӗҫ, тем мӑкӑртаткаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун юмӑҫ карчӑк виллине, таҫта лектерсе ыраттарасран хӑранӑ пек, упраса йӑтрӗ те алӑк кӗтессинче ларакан кравать ҫине вырттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗнрен ҫав тери хӑранӑ вӑл?

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куракансем, кашкӑртан хӑранӑ сурӑхсем пек, алӑк еннелле ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн ку? — ыйтрӗ Ирина темӗскертен хӑранӑ пек урайӗнче выртакан ӗмкӗче асӑрхасан.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Операци тутарма пӗрре ҫеҫ мар сӗннӗ ӑна врачсем — килӗшмен, вилсе каясран хӑранӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Салтак арӑмӗ кӗтнӗ ҫав сӑмахсене, ҫав вӑхӑтрах хӑранӑ та.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унччен те пулмарӗ — пӗр ушкӑн ача кашкӑртан хӑранӑ пӗр кӗтӳ сурӑх пек ял еннелле тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Нинук, — темшӗн такам илтесрен хӑранӑ пек пӑшӑлтатса ыйтать Ванюк пӗр пысӑк кӑна йывӑҫ тӗлне ҫитсен.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавӑнпа авалхи ҫынсем тинӗсре инҫете кайма хӑранӑ, тинӗс хӗрри ҫывӑхӗнче ҫеҫ ишсе ҫӳренӗ.

Поэтому древние люди боялись выходить далеко в море и плавали только вблизи берегов.

Авал ҫынсем ҫӗре мӗнле тесе шутланӑ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Иртнӗ вӑхӑтсенче сирӗнтен хӑранӑ пулӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫапла, эсир унтан кайма васканӑ, эсир хӑвӑрӑн тиршӗн хӑранӑ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эсир ку ӗҫе малтарахран тума хӑяйман, эсир унран хӑранӑ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Ҫук! — унӑн сӑмахӗсенчен хӑранӑ пек пулса, кӑшкӑрсах илчӗ Лиза.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫинҫе кӑна ҫутӑ пайӑрки // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Анчах та аслӑ лейтенант мана пит шансах каймасть пулмалла, — калаҫу чарӑнса ларма пултарасран хӑранӑ пек хӑвӑрт-хӑвӑрт малалла каларӗ Оля, — мана сывлӑшри стрелок вырӑнне илсе кайма килӗшмест.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех