Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Иеремия вара хӑй патне Карей ывӑлне Иоанана, унпа пӗрле пулнӑ ҫарпуҫсене, пӗтӗм халӑха — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — чӗнсе илнӗ те 9. вӗсене каланӑ: эсир мана Ҫӳлхуҫа патне, Израиль Турри патне, ятӑр, Унӑн умӗнче хӑвӑршӑн тархаслама ыйтрӑр, Вӑл ӗнтӗ ҫапла калать: 10. эхер те ҫак ҫӗр ҫинчех юлатӑр пулсассӑн, Эпӗ сире ҫирӗплетӗп, аркатмӑп, вырӑнаҫтарӑп, кӑкламӑп: Эпӗ ӗнтӗ сире хӗн-хур кӑтартнӑшӑн ӳкӗнетӗп.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх илӗр те Манӑн Иов чурам патне кайӑр, хӑвӑршӑн парне кӳрӗр; Манӑн Иов чурам сирӗншӗн кӗлтӑвӗ, Эпӗ унӑн кӗллине анчах хапӑл илӗп: Ман ҫинчен Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламаншӑн сирӗн асап курмалла ан пултӑр, тенӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсир вара, Мана манса, ытти турӑсене пуҫҫапма тытӑнтӑр; ҫавӑншӑн Эпӗ сире урӑх ҫӑлассӑм ҫук; 14. кайӑр та хӑвӑр суйласа илнӗ турӑсене йӑлӑнӑр, хӑвӑршӑн хӗн-асаплӑ вӑхӑтра сире ҫавсем ҫӑлса тӑччӑр, тенӗ.
Тӳре 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне эпӗ сирӗн тӳресене хушса каларӑм: хӑвӑр тӑванӑрсене тӗплӗн тӑнласа, тӑванпа тӑвана та, ун патне ютран килнӗ ҫынна та тӗрӗс сут тӑвӑр; 17. сутра ҫынсене уйӑрса ан тӑрӑр, кӗҫӗнни-аслине пӑхмасӑр итлӗр: ҫынни мӗнлинчен ан хӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн сут — Турӑ ӗҫӗ; хӑвӑршӑн йывӑр ӗҫе вара ман патӑма ҫитерӗр те, эпӗ ӑна итлесе пӑхӑп, терӗм.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫакна хӑвӑршӑн, хӑвӑр ывӑлӑрсемшӗн ӗмӗрлӗх саккун вырӑнне хурса астуса тӑрӑр.24. Храните сие, как закон для себя и для сынов своих на веки.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.