Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыҫҫӑнхи сăмах пирĕн базăра пур.
хыҫҫӑнхи (тĕпĕ: хыҫҫӑнхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем те ҫӑмӑл пулман.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Ҫапах, темӗнле йывӑр килсен те, вырӑс тухтӑрӗсем чӑвашсене медицинӑпа санитари енчен май пур таран пулӑшма тӑрӑшнӑ, реформа хыҫҫӑнхи тапхӑрта ку тӗлӗшпе самай ҫитӗнӳсем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

«Демографи» наци проекчӗн шайӗнче «Пушкӑрт Республикинче ачасем ҫуралсан ҫемьесене финанс пулӑшӑвӗ парасси» регион проекчӗн шайӗнче виҫҫӗмӗш ача е ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралсан палӑртакан уйӑхсерен укҫа-тенкӗ пособийӗ тӳлесси малалла тӑсӑлать.

В рамках нацпроекта «Демография» регионального проекта «Финансовая поддержка семей при рождении детей в Республике Башкортостан» продолжается выплата ежемесячного денежного пособия, назначаемого в случае рождения третьего ребенка или последующих детей.

Пушкӑртстанри нумай ачаллӑ 26 пине яхӑн ҫемье виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн уйӑхсерен тӳлев илет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... et-3390521

Билет туяннӑ хыҫҫӑнхи 60 минутра пӗр троллейбсран теприне куҫсан иккӗмӗш хут тӳлеме тивмӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

Данияр Юнусовпа Аяз Айнетдинов ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене ҫӗнсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Укахвин ҫак ҫу хыҫҫӑнхи хӗл — темиҫе хут лава, вӑрман ӗҫлеме кайса килнисене шута илмесен — фронта валли алса-чӑлха ҫыхса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унӑн пит-куҫӗ, ахаль те салху сӑнлӑскер, тин кӑна чунтан татӑлса макӑрнӑ хыҫҫӑнхи пек хурлӑхлӑн курӑнчӗ; вӑл пӗчӗк ачан халех иртекен таса тарӑхӑвӗпе хыпнӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

«Кӑҫал якуричченех ӑшӑ анчӗ, чӗкеҫсем килчӗҫ. Сурӑм пуххи хыҫҫӑнхи кунсем сивӗрех пулаҫҫӗ», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Авланнӑ хыҫҫӑнхи ҫуркунне Мартин пахчине пуринчен малтан тухрӗ, картине — тислӗк кӗртме хӑрах енчен пӗр тӑрӑх уҫнӑскерне — тӑратса лартма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ӗнер, Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи кун, уяр тӑчӗ те, паян вӗҫмелли кун пулас ҫуккине ҫанталӑка сӑнакансем те чухлайман курӑнать: аэропортра билетне сутрӗҫ ав.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн икӗ уйӑха яхӑн иртрӗ кӑна — ҫырма леш енчи ҫӗнӗ урамра Микка ачисен ҫӗнӗ пӳрчӗсем ҫумӑр хыҫҫӑнхи карта кӑмпи пек ӳссе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Хула пек кил-ҫуртра вӑл туй хыҫҫӑнхи кунах кӗмен-ҫитмен кӗтес хӑвармарӗ, хӑйне пӗрре те тин ҫеҫ кин пулса тӑнӑ ҫын пек тытмарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрта иртрӗ Павӑлпа ун тантӑшӗсен ачалӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр вӑхӑт пулнӑ ун чухне.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Астӑватӑп-ха: вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче урапа ҫине пӗр михӗ ҫӗрулми хураттӑмӑр та ҫирӗм-ҫирӗм пилӗк ҫухрӑмри Шӑмӑршӑ еннелле е Кӗтне тӑрӑхне вутта тухса каяттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мана асӑрхӗ те Елюк Ҫтаппанран уйрӑлнӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫӗ, комбинатри ӗҫӗ ҫинчен савӑнӑҫлӑн каласа пама пуҫлӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Бородино хыҫҫӑнхи Наполеон пекех мӗскӗнленнӗччӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫуралнисен ачалӑхӗ питӗ йывӑр пулнӑ пулин те, вӗсем шкулта тӑрӑшса вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

2010—2011 ҫулхисенчен П.Семенова аван результат кӑтартрӗ, У.Васильева, В.Комиссарова ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑмӑл атлетикӑра палӑрчӗҫ // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d2%ab%d3%9 ... %97%d2%ab/

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче пурнӑҫ чӑннипех те ҫӑмӑл килмен.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех