Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыҫҫӑнхи сăмах пирĕн базăра пур.
хыҫҫӑнхи (тĕпĕ: хыҫҫӑнхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче унӑн сӑввисемпе поэмисен кӗнекисем вунна яхӑн тухрӗҫ (вӗсенчен виҫҫӗшӗ вырӑсла тухнӑ), ҫав хушӑрах вӑл «Юлташпа юнашар» тата «Ҫамрӑклӑх» ятлӑ калавсемпе повеҫсен сборникӗсем кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Нумай, пархатарлӑ та тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ пирӗн юлташӑмӑр, пирӗн тусӑмӑр Алга вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи сӑввисемпе поэмисем («Хаярлӑхпа ачашлӑх», «Вӗсем ҫирӗм саккӑрӑн пулнӑ», «Ҫулӑмлӑ ҫул» т. ыт. ) тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫырнисем те («Ҫуралнӑ ҫӗршывра» — 1951, «Атӑл хумӗсем» — 1958) патриотизм туйӑмне палӑртса тӑраҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Пирӗн вунӑ ҫул хыҫҫӑнхи тӗлпулу — хӑех историллӗ событи.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пирвайхи ҫулсенче ӑна никам та тиркемен, Шемердяновсем хӑйсем те пӑшӑрханман.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенчи тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи Тимахван мучи йӑрӑс пӳллӗччӗ, патварччӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл та ҫапла туй хыҫҫӑнхи чӑп-чӑп каҫӗ иртсен ун умӗнче ҫакӑн евӗрех пуҫа усса тӑратчӗ, эрленсе-хурланса хӑйне пӗччен хӑварнӑшӑн ӑна ӳпкелешсе калаҫатчӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Техосмотр хыҫҫӑнхи канашлура патшалӑх техника надзорӗн инженерӗ С.Н.Кокарев ӗҫсем вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Ун хыҫҫӑнхи иккӗмӗш мотоциклӗ вӗсен тӗлне ҫитичченех хытӑ тормоз парса чарӑнчӗ те, хыҫалта ларса пыракан автоматчиксем машина урлӑ малалла сирпӗнсе кайрӗҫ, мотоциклӗ те пӗкӗ туса ҫаврӑнса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫапла вара Чӑваш Республикинче ҫуралакансем нумайланнинче ҫемьене килнӗ иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасен тӳпи сумлӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре вилекенсен шучӗ 22,9 процент таран чакнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/14/chav ... t-taran-ch

Анук ӗнтӗ Иванӑн тӑван амӑшӗ хыҫҫӑнхи амаҫури амӑшӗнчен ҫуралнӑ йӑмӑкӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Вулаканӑн, тен, Бодров Аркадин вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑнхи кун-ҫулӗ ҫинчен те пӑртак пӗлес килӗ?

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫав кунах, ӗҫ хыҫҫӑнхи пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса, икӗ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ кинотеатра кинона кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ула Тимӗре вӗсем тахҫанхи-тахҫанхи туй хыҫҫӑнхи «пылак хӗрӳ» каҫсене аса илтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ял ӗҫченӗсемшӗн вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи малтанхи ҫулсем те ҫӑмӑл килмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрсемпе каччӑсем клуба тухса утрӗҫ, вӗсем хӑйсем сисмесӗрех мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн тӑрса ҫумӑр хыҫҫӑнхи уҫӑ сывлӑша пӗрле сывларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

2008 ҫулхипе танлаштарсан ҫемьере ҫуралнӑ иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасен тӳпи ӳснӗ, пӗрремӗшӗсен 55 процентран 40,5 юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Йыш улшӑнӑвне район-хула тӑрӑх тишкерни ҫакна ҫирӗплетет, 2010 ҫулхи ҫырав хыҫҫӑнхи тапхӑрта Шупашкарта - 18,7 пин ҫын /4 процент/, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 0,8 пин /0,6 процент/, Канашра - 0,1 пин /0,3 процент/, Шупашкар районӗнче 0,1 пин /0,1 процент/ нумайланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Унта вӑл шуррисене хӑваласа янӑ хыҫҫӑнхи ялта пӗр хӗрарӑмпа калаҫни ҫинчен ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

«Шурӑ ҫурт» подвалӗ фронтри йывӑр ҫапӑҫу хыҫҫӑнхи пек сывларӗ.

Подвал «белого домика» дышал, как фронтовая зона после тяжелых боев.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех