Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпса (тĕпĕ: хып) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӗрарӑмсем шавлани улӑм пекех, хӑвӑрт хыпса каять те часах сӳнет, — канаш пачӗ килсе ҫитнӗ Подоприхин.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫитменнине ҫанталӑкӗ те шӑрӑх, ӑш хыпса тухать.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

32 ҫул ытла вӑл хамӑр тӑрӑхри спорт аталанӑвӗшӗн хыпса ҫунать.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Антон юлташӗсемпе пӗрле пулас тесе хыпса ҫунать пулсан та чунне хытарсах аслашшӗ мӗн каланине чунтан парӑнса тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Сана курас тесе вара пӗрре те хыпса ҫунмасть, — йӗкӗлтешет Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Пӗр ҫунма пуҫласан кӗрр! кӑна хыпса илет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Комбинезонсем тӑхӑннӑ ҫынсем йывӑр тенкелсене таҫта шалалла, пляжпа тинӗсрен аяккарах илсе кайрӗҫ: вырӑнти влаҫсем канакансен тасалӑхӗшӗн хыпса ҫуннӑ, вӗсене ҫӗрлехи илӗртекен япаласенчен сыхлана.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чун-чӗре ҫӗкленсен, уявсенче-мӗнсенче, тепӗр чухне тата ӑшчик хыпса ҫунма пуҫласан, хӑйсем сисмесӗрех тенӗ пек, ҫак сӑрт ҫине улӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Эпӗ кунта яланах ӗҫлес ҫук. Мӗншӗн-ха ытлашши хыпса ҫунас?

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса Пилешкассине качча килнӗренпе те колхоз ӗҫӗшӗн хыпса ҫӳремен.

Куҫарса пулӑш

II сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем земствӑна ҫӗнӗ больницӑсем ытларах уҫма хистенӗ, вӗсенче кирлӗ инструментсемпе ытти хатӗрсем ҫителӗклӗ пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ, медицина ӗҫне лайӑхлатассишӗн хыпса ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ҫынсен сывлӑхне сыхлассишӗн хыпса ҫунаканскер операци тума уйрӑм пӳлӗм тутарнӑ, ерекен чирлӗ ҫынсем валли ӳйрӑм ҫурт ларттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

«Хальхинче, — тет автор, — Чапаев ӑшчикӗнче тарӑху туйӑмӗ(?!) хыпса илчӗ: ара, кайма тӑнӑ ҫӗртен чарса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Пушар вӑйлансах пычӗ, халь ӗнтӗ Микки пӳртне ҫурри таранах вут-ҫулӑм хыпса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ӑна курнӑ хыҫҫӑн чӗрене вут хыпса илнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Яким Якимч, пӑлханса, тепӗр пирус хыпса тивертрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ун умӗнче пӗччен хыпса ларма аванах мар мана, — тенӗ Унтрей кравать ҫинче ҫав тери мӗскӗнӗн выртакан кӳрши еннелле пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Укахви, юрӑн хытӑ хуппине ҫӗмӗрсе, сахӑр пек шап-шурӑ та таса, кӗрпеклӗ сивӗ юра пӗр йӗкӗр ывӑҫ ывӑҫласа илчӗ, вара ӑна, алӑ ҫинчех ирӗлсе тӑраканскерне, ҫӑвар тулли хыпса ҫиме пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ӑш ҫунать хыпса телейшӗн, — Ӑнлансам, туйсам…

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл мӑнаҫлӑ хӗрӳлӗхпе хыпса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех